Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӑл хӗре хирӗҫ кӗтсе илме тухнӑ та, хӗрӗ шурса кайнинчен, сӑнӗ-пичӗ улшӑннинчен тӗлӗнчӗ.Он вышел навстречу невесты и был поражен ее бледностию и странным видом.
XVIII сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Хӗре ҫӗклесе тӑратрӗҫ те ҫӗклесепе пӗрех кӳме патне илсе тухрӗҫ.
XVIII сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Марья Кириловна ыйтнипе вӑл Кирила Петрович каҫпала Арбатовӑна кайни ҫинчен тата унтан сӗм ҫӗрле тин тавӑрӑнни ҫинчен пӗлтерчӗ; кайиччен вӑл — хӗре пӳлӗмрен кӑлармалла мар, тата унпа никама та калаҫтармалла мар, тесе ҫирӗп приказ парса хӑварнӑ; горничнӑя хӗр тата туя хатӗрленни питех палӑрманнине, пупа ялтан ниҫта та тухса кайма хушманни ҫеҫ теме пӗлтерни ҫинчен каласа пачӗ.
XVII сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Кирила Петрович кун ҫинчен хӗре пӗлтерес маррипе килӗшнӗ, — анчах, вӑхӑта ирттерес мар, тепӗр куннех туй тӑвас, тесе пӗлтернӗ.
XVI сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Кирила Петрович урса кайнӑ, князь ӑна ашшӗ ҫыру ҫинчен пӗлнине хӗре хӑйне систересрен аран-аран ӳкӗте кӗртсе чарнӑ.
XVI сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Ку ҫырупа вӑл унӑн чӗринче хӗрхенӳллӗ туйӑм хускатма тӑрӑшнӑ, хӑйне шеллеме ыйтнӑ, хӑйӗн ӑна качча тухма пачах кӑмӑлӗ ҫукки ҫинчен уҫҫӑнах пӗлтернӗ, ун арӑмӗ пулмашкӑн ыйтассине пӑрахма тата князе хӑйнех хӗре ашшӗ ирӗкӗнчен хӑтарма йӑлӑннӑ.
XVI сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Князь ун патне пычӗ те аллинчен тытрӗ, унтан, хӑйне хавасланнӑ пек кӑтартма тӑрӑшса, хӗре сӑмах хушрӗ.Князь к ней подошел, взял ее руку и с видом тронутым спросил девушку.
XIV сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Марья Кириловна кӗрсессӗнех князь ура ҫине тӑчӗ те, темле, ытти чухнехи пек мар, хыпкаланарах, хӗре ним шарламасӑр пуҫ тайрӗ.
XIV сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Вӑл хӗре Кирила Петрович патне пыма чӗнчӗ.
XIV сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Хӗр пуррипе князь кӑмӑлӗ уҫӑлчӗ, хӑйне вӑл савӑнӑҫлӑн тытрӗ, илӗртӳллӗ халлапсем каласа парса, хӗре темиҫе хутчен те хӑй ҫинелле пӑхтарчӗ.
XIII сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Эсир тӗл пулма килӗшмен пулсассӑн, эпӗ питех те хурланнӑ пулӑттӑм, — терӗ вӑл хӗре хуллен те хуйхӑллӑ сасӑпа.Я был бы в отчаянии, если б вы на то не согласились, – сказал он ей тихим и печальным голосом.
XII сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Хӑй унчченех туйса, тавҫӑрса илнӗ япала ҫинчен каласа панине илтме хӗре питӗ кӑмӑллӑ пулӗччӗ, анчах хӑй тивӗҫлӗхӗ тӑрӑх ӑна хӑҫан та пулин качча илме пултараясса шанса тӑма ҫук ҫын ун ҫинчен каланине илтме аван мар пек.
XII сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Хӗре ку тата ытларах пӗлес килтерчӗ.
XII сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Анчах Алексей хӗре хӑваласа ҫитме пуҫласа аллине ун патнелле тӑссанах, вӑл сасартӑк кушакла ҫаврӑнӑҫулӑхпа тепӗр еннелле пӑрӑнчӗ те янравлӑн кулса урӑх ҫӗрелле ыткӑнчӗ.
10 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Алексей хӗре завод патӗнче кӗтсе илнӗ те — икӗ хутлӑ йывӑҫ ҫурт патне ҫити ӑсатнӑ.Алексей встречал девушку у завода, провожал до деревянного двухэтажного домика.
10 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Анчах та пӗрре, ҫурхи каҫ, Алексей амӑшне таҫта ӑсатса хула урамӗ тӑрӑх утса пынӑ чух, ҫул ҫинче пӗр хӗре тӗл пулнӑ.
10 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Алексей хӑйӗн салху шухӑшӗсене вулама хӗре йывӑр пулассине те пӗлнӗ.Но Алексей знал также, что девушке тяжело читать его грустные откровенности.
8 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Пӑрахмасан та, Оля хӑй ирӗкӗпе кӳнӗ жертвӑна вӑл йышӑнма пултарать-им, ӑна, ҫавӑн пек ҫутӑ чунлӑ, хитре, илемлӗ кӗлеткеллӗ хӗре хӑйӗнпе, йывӑҫ ура ҫинче танкӑлтатакан ҫынпа юнашар уттарма унӑн тивӗҫ пур-им?..
6 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Французӗ хӗре пуҫ тайрӗ те: — Хама питех те лайӑх ҫын вырӑннех хисеплеттереймесен те, ӗҫпеле эпӗ вӗсен кӑмӑлне килессине шанатӑп, — терӗ.
VIII сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Вӗсемпе пӗрлех вӑл ялти фельдшерица Женьӑна — ҫинҫешке пӳлӗ, сенкер куҫлӑ хӗре аса илнӗ, Женя ӑна ҫара кайнӑ чух станцине ҫитичченех лавпа ӑсатса янӑ, ун патне Гвоздев кашни кунах ҫырусем ҫырма пулнӑ.
2 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950