Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пырса (тĕпĕ: пыр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Курӑнман хӳмене пырса перӗнчӗҫ тейӗн.

Будто наткнулись на невидимый забор.

Хӳме витӗр тухма пултаракан // Сувар. «Сувар», 24(702)№, 2007.06.15

Ял реформин ҫӗнӗлӗхӗсем кашни яла пырса тиврӗҫ.

Новшества сельских реформ касаются каждой деревни.

Ял-йыша ӑнлансан // Сувар. «Сувар», 24(702)№, 2007.06.15

Атте эпӗ мӗнле пулӑ тытни ҫинчен, аннене хӑй курнӑ ҫын пек каласа пачӗ те ман ҫума пырса ларчӗ.

Отец рассказал, как я ловил рыбу так, как будто сам это видел и сел рядом со мной.

Пулӑҫӑ // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08

Пӑва районӗнчи Рункӑ ялӗнче пурӑнакан О.С.Тимрякова патне, пӗлнӗ пекех, чей ӗҫнӗ вӑхӑтра пырса кӗтӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

Вуланӑҫем вулас килет... // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08

Республикипе илес тӗк, паянхи кун тӗлне 21 ҫын шывра путса вилни палл ӑ. Хӑйсен тата ҫывӑх ҫыннисен явапсӑрлӑхне пула 21 киле хуйхӑ пырса шакканӑ.

Если взять по республике, известно, что на сегодняшний день 21 человек утонули. Из-за своей безответственности и близких людей в 21 дом постучалось горе.

Темиҫе ҫемьен кун-ҫулӗ татӑлнӑ тейӗн // АНФИСА МАНЯКОВА. «Тӑван Ен», 49-50№, 2016.07.01-07

Акана тухас умӗн, каччӑсем сухапуҫне тытса, хӗрсем утса пырса ял йӗри-тавра ҫаврӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Хравути Пуххи ентешлӗхе пухрӗ // Николай Смирнов. «Тӑван Ен», 49-50№, 2016.07.01-07

Николай Трапунин июлӗн 10-мӗшӗнче Севастополь хулинче иртекен Акатуя пырса курма чӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хравути Пуххи ентешлӗхе пухрӗ // Николай Смирнов. «Тӑван Ен», 49-50№, 2016.07.01-07

Иван Павловича 1951 ҫулта пысӑк хуйхӑ пырса ҫапать.

В 1951 году Ивана Павловича ударит большое горе.

Аппӑшне качча илсе йӑмӑкӗпе ӗмӗрне ирттернӗ // ФАДЕЙ КОНСТАНТИНОВ. «Тӑван Ен», 51-52№, 2016.07.08-17

Кӑткӑс самантсене парӑнтарса пырса сисмен те дояркӑра ӗҫлеме пуҫлани 3 ҫул иртсе те кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

Автанран та иртерех тӑрать // ЛЮБОВЬ МАН. «Тӑван Ен», 51-52№, 2016.07.08-17

Пырса кӗнӗ ҫӗре, алӑк тӑррине, «Ырӑ сунса кӗтетпӗр!»

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрпӳре, ҫӗрпе акапуҫ уявӗнче // Валентин ГРИГОРЬЕВ. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

Сцена ҫине пысӑк йышпа, пурин чунне пырса тивмелле — чӑн пурнӑҫа сӑнлакан — пуян сценарипе тухрӗҫ вӗсем.

Они вышли на сцену большой семьей, с богатым сценарием, задевающим душу всех — освещением настоящей жизни.

"Анне вилсен атте мӑнастире кайрӗ" // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

Апла пулсан ҫӗршывӑн кашни гражданинне пырса тивет.

Значит, касается каждого гражданина страны.

Дмитрий Медведев: "Тума пултарайманнине шантармалла мар, шантарнине пурнӑҫламалла" // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016.07.01

Ачасем тӑван ен историне пырса тивекен тӗрлӗ ыйту ҫине хуравсем шырарӗҫ.

Дети искали ответы на разнообразные вопросы по родному краю.

Вӑйӑра маттуррисем ҫӗнтерчӗҫ // Е.ПРОКОПЬЕВА. «Каҫал Ен», 2016.07.05

Машинине вӑкӑр мӑйраки те пырса перӗнмен.

Машину не задевал даже рог быка.

«Элек саракансемех пулӑшу ыйтма килеҫҫӗ» // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.30, 25 (6118) №

«Эсир пирӗн яла час-часах, уйрӑмах ҫумӑр ҫунӑ чухне, килӗр. Вара кунта мӗнле ӳкерчӗк хуҫаланнине куратӑр. Валентина ҫак пралукран тислӗке шӑпӑрпа урамалла шӑлса кӑларать», — эпир каллӗ-маллӗ уткаланине курсан пырса сӑмах чӗнчӗ пӗр ҫын.

"Вы к нам в деревню приходите почаще, особенно, когда идут дожди. Тогда сами увидите, какова у нас обстановка. Из этого переулка Валентина выметает метлой навоз прямо на улицу", — молвил слово один человек, увидев как мы здесь крутимся.

«Элек саракансемех пулӑшу ыйтма килеҫҫӗ» // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.30, 25 (6118) №

— «Вӑрман пулӑшу ыйтать» инсценировка хамӑн чӗрене те пырса тиврӗ.

- "Лес просит помощи" инсценировка затронула и моё сердце.

Иртнӗ ҫулла... // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2016.06.30, 25№

Ҫырав ялхуҫалӑх таварӗ туса кӑларакансене пурне те - ялхуҫалӑх продукцийӗсене туса илекен, усӑ куракан ҫӗр лаптӑкӗсене арендӑна, харпӑрлӑха илнӗ юридика сӑпачӗсене тата уйрӑм ҫынсене пырса тивет.

Перепись коснется всех сельхозпроизводителей - производителей сельскохозяйственной продукции, юридических и частных лиц, которые брали в аренду, в собственность земли, используемые ими.

«Ялта йӗрке - ҫӗршывра ҫителӗклӗ пурнӑҫ» // Н.МИЛЛИН. «Елчӗк Ен», 2016.06.29

Унтан Петруша амӑшӗ патне пырса: – Анне, ҫывӑрас киле-е-ет! – терӗ.

Куҫарса пулӑш

Аманнӑ чӗресем // Сувар. «Сувар», 22(700)№, 2007.06.01

Каҫхине тӑххӑрта Элекҫейпе Володя Эльзӑсем патне пырса кӗчӗҫ.

В девять вечера Алексей и Володя пришли к Эльзе.

Аманнӑ чӗресем // Сувар. «Сувар», 22(700)№, 2007.06.01

– А-а-ах, шӑрши еплерех, – сӗтел патне пырса ал тупанӗсене сӑтӑрчӗ чикан.

— У-ух, как пахнет, — подошел к столу цыган, потирая руки.

Аманнӑ чӗресем // Сувар. «Сувар», 22(700)№, 2007.06.01

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех