Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: «Ялта йӗрке - ҫӗршывра ҫителӗклӗ пурнӑҫ»

Автор: Н.МИЛЛИН

Ҫӑлкуҫ: «Елчӗк Ен», 2016.06.29

Хушнӑ: 2016.06.30 13:44

Пуплевӗш: 15; Сӑмах: 204

Текст тӗсӗ: Хаҫат-журнал статьи

Вырӑсла Тема: Ял хуҫалӑхӗ

«Ялта йӗрке - ҫӗршывра ҫителӗклӗ пурнӑҫ» девизпа иртет 2016 ҫулхи Пӗтӗм Раҫҫейри ялхуҫалӑх ҫыравӗ. Вӑл июлӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа августӑн 15-мӗшӗччен пырать.

Ҫырав - экономика статистикин уйрӑлми пайӗ. Унӑн тӗп тӗллевӗ - ялхуҫалӑхӗнчи лару-тӑру пирки тӗрӗс тата туллин пӗлесси. Пӗтӗм Раҫҫейри ялхуҫалӑх ҫыравӗ апат-ҫимӗҫ рынокне, вырӑнти ресурспа тухӑҫлӑ усӑ курассине, кредит политикине тытса пырассине лайӑхлатма пулӑшӗ.

Ҫырав ялхуҫалӑх таварӗ туса кӑларакансене пурне те - ялхуҫалӑх продукцийӗсене туса илекен, усӑ куракан ҫӗр лаптӑкӗсене арендӑна, харпӑрлӑха илнӗ юридика сӑпачӗсене тата уйрӑм ҫынсене пырса тивет.

Сӑмах май, ҫакна аса илтерни те вырӑнлӑ тесе шутлатпӑр. Хӑш-пӗр ҫынсем сас-хура кӑларнине ӗненес пулсан, ҫырава налук тӳлес йӗркене улӑштарас тӗллевпе ирттереҫҫӗ, ҫырав хучӗсенче ҫынсем ят-хушамата палӑртсан налук нумайрах тӳлеттереҫҫӗ, имӗш. Ҫак шухӑш тӗрӗс мар. Мӗншӗн тесен «Пӗтӗм Раҫҫейри ялхуҫалӑх ҫыравӗ ҫинчен» федераци саккунӗпе ҫырав методики те хуравсем ятсӑр, пӗтӗм информаци анонимлӑ пуласса гаранти параҫҫӗ. Ҫын каланӑ тӑрӑх ыйтса пӗлнӗ информаципе вара статистика кӑтартӑвӗсене пӗтӗмлетнӗ чухне усӑ кураҫҫӗ. 2006 ҫулхи ҫырав ялхуҫалӑхне, ҫав шутра фермерсене аталанма, вӑй илме ҫул уҫса пачӗ. Черетлӗ ҫырав кӑтартӑвӗсем те ҫӗршывра аграри политикине тӗллевлӗ тытса пыма, экономикӑна аталантарассипе кирлӗ программӑсем йышӑнма пулӑшасса шанатпӑр.

Тӗрӗс информаци пуҫтарасси вара халӑх ҫакна тӗрӗс ӑнланнинчен, ҫыравҫӑсемпе респондентсем пӗр-пӗрне шаннинчен, пӗр чӗлхе тупнинчен нумай килет. Ҫавна май районта пурӑнакан граждансем, хуҫалӑхсем ҫырава хастар хутшӑнасса, ыйтусене тӗрӗс хуравласса шанса тӑратпӑр.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех