Шырав
Шырав ĕçĕ:
Хӑй ҫаплах ҫиллес, ниҫта кайса кӗреймест.
Вӑтӑр ҫиччӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Герцог ҫиллес, пӗрмай вӗчӗрхенет, кӑмӑлӗ ҫав тери пӑсӑк унӑн.Герцог все время злился и раздражался и вообще был сильно не в духе.
Вӑтӑр пӗрремӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Вӑл яланхи пекех ҫав тери ҫиллес.
Улттӑмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Теприсем тӗксӗм, ҫиллес, виҫҫӗмӗшсемшӗн пулсан, хуть паян тӗнче йӑтӑнса антӑр — хӑнт та мар.
1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Тарӑхать анне, Ҫиллес вӑл, Шарламасть ҫапах, Чӑтать.
1940-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Вӑл Кара-Тете ятлӑ, Ҫӗнӗ Зеландилле вӑл «ҫиллес» тенине пӗлтерет.Его звали Кара-Тете, что по-новозеландски значив «вспыльчивый».
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Ҫапла тыткаланипе кӑна дикарьсен ҫиллес кӑмӑлӗсене килӗштерме пулать.Только такое поведение могло произвести впечатление на свирепых дикарей.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Америкӑри дикарьсен йӑлтах урӑхла пек курӑнать: вӗсен темӗнле уйрӑммӑнах ҫиллес куҫсем.Но вот у американских дикарей наблюдается как раз обратное: у них какие-то особенно злые глаза.
Ҫирӗммӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
— Пур пӗр тытса хӗнетӗпех! — ҫиллес сасӑпа кӑшкӑрчӗ вӑл, Тимур еннелле ҫаврӑнса.
Тимурпа унӑн команди // Матвей Сакмаров. Гайдар, Аркадий Петрович. Тимурпа унӑн команди: повесть; вырӑсларан М.А.Сакмаров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 102 с.
Татьянка ҫине ҫиллес пӑхса кӑшкӑрчӗ тарӑхнӑ Коля.Бросая на Татьянку сердитый взгляд, воскликнул оскорбленный Коля.
Тимурпа унӑн команди // Матвей Сакмаров. Гайдар, Аркадий Петрович. Тимурпа унӑн команди: повесть; вырӑсларан М.А.Сакмаров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 102 с.
Ҫиллес те хаяр сӑнлӑ-мӗн вӑл.
Тимурпа унӑн команди // Матвей Сакмаров. Гайдар, Аркадий Петрович. Тимурпа унӑн команди: повесть; вырӑсларан М.А.Сакмаров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 102 с.
— Вӑл упапа ҫапӑҫнӑ, ҫавӑнпа ҫиллес пулмалла.— Он подрался с медведем и, наверное, от этого сегодня такой сердитый.
Чукпа Гек // Михаил Рубцов. Гайдар, Аркадий Петрович. Ман юлташсем: калавсем; вырӑсларан М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 158 с. — 105–140 с.
— Эпӗ аннерен тата тепӗр канфет ыйтса илнӗ пулӑттӑм, — терӗ Феня, шухӑша кайса, — анчах паян анне питӗ ҫиллес, теприне памӗ.
Вӑрманти тӗтӗм // Михаил Рубцов. Гайдар, Аркадий Петрович. Ман юлташсем: калавсем; вырӑсларан М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 158 с. — 77–104 с.
Ермолай, ытти чухне лӑпкӑ та ҫемҫе кӑмӑллӑ этемех, килте арӑмӗпе хаяр та чурӑс, ҫиллес тыткалать; мӗскӗн арӑмӗ, упӑшкине ниепле те юраса ҫитереймесӗр, ун умӗнче чӗтресе кӑна тӑрать, юлашки укҫипе эрех туянса парать, лешӗ кӑмака ҫине сарӑлса выртса пӑхаттирле ҫывӑрса кайсан, ӑна хӑйӗн тӑлӑпӗпе вите-вите ярать.
Ермолайпа мелник арӑмӗ // Асклида Соколова. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 132–142 с.
Хӗр пӗрре пӑхса илнипех Пискарев чӗри вӑркама пуҫларӗ; хӑйне ҫапла пуҫсӑрланса йӗрлесе пынишӗн курайманни те хӗр пичӗ ҫинче уҫҫӑнах палӑрчӗ, анчах та ҫак илемлӗ пит ҫинче ҫиллес сӑн та кӑмӑла каять.
Невски проспект // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 3–38 с.
Малтан тӗттӗмре ҫиллес куҫсем йӑлтӑртатса илчӗҫ, унтан чӑлана пысӑк кӑвак шӑши тухрӗ.Сердитые глазки блеснули в темноте, и в чулан выскочила крупная серая мышь.
Инкек музыкант // Михаил Рубцов. Виталий Бианки. Йӗр тӑрӑх; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1952. — 45–72 с.
Ӑш хыпнине ирттерсен ҫиллес такан та кӑмӑлӗ уҫӑлчӗ.
Шутлав такмакӗ // Николай Ишентей. Николай Ишентей. Ырӑ ӗҫсен команди. Дмитрий Суслин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2013. — 56,58,60 с.
Кӗҫех вара ҫутӑрах сарӑ офицер шинелӗ тӑхӑннӑ вилене, пӗренене кустарнӑ пек, ещӗксен шаршанӗ патнелле йӑвантарса кайрӗҫ те, пӑрахут кӗпер-пусми патӗнче кӗпӗрленсе тӑнӑ халӑх ушкӑнӗ пушшех те ытларах пӑтранма тытӑнчӗ, черетре унчченхинчен те хаяр тӗркешӳ тапранчӗ, беженецсен хӑркӑлти ҫиллес сассисем пушшех те тискеррӗн янӑрашма пуҫларӗҫ.
XXIX // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Ҫӗнӗрен тухса тӑнӑ тӗнче ҫине вӑл кӑштах тӗлӗнсе пӑхрӗ, тутинчен чылайччен вара сивлек сӑнне, тискер кайӑкӑнни майлӑ ҫиллес куҫӗсене тӗлӗнмелле улӑштарса янӑ, ҫӑвар кӗтессисенчи хаяр йӗрсене ҫемӗҫтернӗ юмарт та ачалларах айван кулӑ сирӗлме пӗлмерӗ.
XXV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Пантелей Прокофьевич, кӗвентепе ҫапса, унӑн ҫурӑм шӑммине хуҫса пӑрахрӗ, тепӗр пилӗк минутран вара, пуснӑ ҫуран шӑртне пӑтапа татса иртнӗ май, ҫиллес саслӑ Ильинична ҫинелле айӑплӑн та йӑпӑлтиллӗн пӑхса, ҫапла каларӗ:
XXI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.