Шырав
Шырав ĕçĕ:
Тепре каласан, ун пек сӑмах тухнишӗн хӗрпултӑрӗ хӑй те айӑплӑ-и тен: голова ҫамрӑк хӗрарӑмсем тырӑ вырнӑ ҫӗре ҫӳренине тата хӑшпӗр козаксем патне — ҫамрӑк хӗрсен ашшӗсем патне — кӗрсе тухнине вӑл питех те юратман.
II. Голова // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Ҫамрӑксене кура ӗнтӗ, ватӑ Корж та хӑй ҫамрӑк чухнехине аса илмесӗр чӑтса тӑраймарӗ, тет.Сам Корж не утерпел, глядя на молодых, чтобы не тряхнуть стариною.
Пӗр чиркӳри дьяк пулни-иртни ҫинчен каласа пани // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Кӑштах пӗшкӗннӗ пек те ҫав куҫхаршисем, унӑн таса куҫӗсенчен пӑхаҫҫӗ пек; пӗчӗкҫеҫ тутине ӗнтӗ, вӑл вӑхӑтри ҫамрӑксем ун ҫине пӑхса тутисене ҫулакаласа илнӗ, юриех, шӑпчӑк юрри шӑрантарма тесех тунӑ тейӗн; ҫӳҫӗ вара ҫӑхан ҫунатти пек хура, ҫамрӑк йӗтӗн пек ҫемҫе (ун чух хӗрсем ҫӳҫӗсене тӗрлӗ тӗслӗ ҫинҫе хӑюсем яра-яра пӗчӗкҫӗ ҫивӗтсем туман-ха), илемлӗн кӑтраланса анать те вӑл ылтӑнпа тӗрлесе эрешленӗ кунтушӗ ҫине выртать.
Пӗр чиркӳри дьяк пулни-иртни ҫинчен каласа пани // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Бородин генерал вара, Батюков ҫинчен правительствӑн икӗ документне пичетлесе кӑларнӑ хаҫата аллинче тытса, хӗпӗртесех ҫамрӑк командир каланине итлерӗ, вӑл нумаях та пулмасть Сталин юлташпа телефон тӑрӑх мӗнле калаҫнине чухласа илме тӑрӑшрӗ тата Совет ҫарӗн ҫак ҫамрӑк начальникӗсем гитлеровецсене кирлӗ пек аркатни ҫинчен, ҫак вӑрҫӑра вӗсем ҫӗнтерӳҫӗсем пулассинчен иккӗленмелли те ҫукки ҫинчен шухӑшларӗ.
I // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Ҫамрӑк художниксен те, ҫамрӑк писательсенни пекех, хӑйсен искусство «тӳпине» хӑпармалли ҫул-йӗре журналсем урлӑ такӑрлатма тивет.
Юлашки ҫулҫӑ // Николай Степанов. О. Генри. Юлашки ҫулҫӑ // Илемлӗ литература: журнал. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1941. — №4. — 113-118 с.
Вӑл вӑрӑм, хура куҫхаршиллӗ, хура куҫлӑ ҫамрӑк ҫын, унӑн тӗксӗм пичӗ ҫине ҫӑра сухал тапса тухнӑ, — вӑл чӑн-чӑн патвар ҫамрӑк хура курак евӗрлӗ.
XIII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Ҫакӑн пек пӗр-пӗрне пӑхнине вӗсем, тен, хӑйсем те туйнӑ пулӗ, ҫавӑнпа вӗсем, кулса, кашни хӑй ӑшӗнче шутланӑ: Наталья Павловна тахҫан ӗлӗк хӑй те Ирина пек хитре те ҫамрӑк пулни ҫинчен; ҫакӑн пекех ӑна та кирек епле кӗпе те килӗшнӗ; унӑн ҫамрӑк кӑвак куҫӗсем те ҫакӑн пекех йӑлтӑртатнӑ…
XXII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Вӑл ҫамрӑк, ӑна нумай ҫывӑрма сиен, ҫамрӑк арӑмӗ ҫумӗнчен тӑратнишӗн нимех те пулас ҫук…Этот молодой, спать ему долго вредно, и ничего, ежели подыму от молодой жены…
VII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Кондратьев ертсе пырас ӗҫри хӑйӗн опытне ҫамрӑк коммунистсене пани, Сергей Тутаринова тата ҫамрӑк парторга Татьяна Нецветовӑна вӑл, хӑйӗн партири юлташӗсем вырӑнне хурса, тимлӗн вӗрентни ҫинчен ҫырнӑ страницӑсем авторӑн уйрӑмах ӑнӑҫлӑ тухнӑ.
Семен Бабаевский // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 5–6 с.
— Пӗтӗм Союзри Ҫамрӑксен Ленинла Коммунистла Союзен членӗсене Ковалева Нинӑна, Шульгина Надеждӑна ҫамрӑк пионерсен организацине тин ҫеҫ йышӑннӑ ачасен мӑйӗсене хӗрлӗ галстук ҫыхма хушатӑп, — терӗ комиссар.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Стариксем, ҫамрӑк ӑру ҫине мӑнаҫлӑн пӑхкаласа, хӑйсем хушшинче лӑпкӑн та пӗр тикӗс сасӑпа тырӑ-пулӑ ҫинчен, ҫамрӑк ачасем ҫинчен, общество ӗҫӗсем ҫинчен тата авал пулнӑ ӗҫсем ҫинчен калаҫаҫҫӗ.
XXXV // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Ҫамрӑк казаксен сассисем хаваслӑ юрӑ шӑрантараҫҫӗ, пӗр ҫамрӑкӑн сасси пуринчен те ҫивӗчрех илтӗнет.
XV // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Мӗншӗн тесен ҫамрӑк халӑхсем вӗсем, ҫамрӑк ҫынсем пекех, поэтсем.
I. Вӑрансан // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Хура тумланнӑ хӗрарӑм сӑнӗ самантлӑха кӑна тӗксӗмленсе илчӗ, анчах ӑна, хӑйпе килнӗ пӗр ҫамрӑксӑр пуҫне, никам та асӑрхамарӗ; ҫамрӑк вара чӳрече патне пычӗ те сивӗ ҫанталӑк кӗленче ҫине ӳкернӗ эрешсем ҫине пӑхма тытӑнчӗ.
XXII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Рахметов ҫухалнӑранпа ҫулталӑк иртсен Кирсановӑн пӗр пӗлӗшӗ ҫул ҫинче Венӑран Мюнхина кайнӑ чухне вагон ҫинче пӗр вырӑс ҫамрӑкне тӗл пулнӑ, — ҫав ҫамрӑк каланӑ тӑрӑх, вӑл мӗнпур славян ҫӗршывӗсене ҫаврӑнса тухнӑ, пур ҫӗрте те мӗнпур классемпе ҫывӑх паллашнӑ, халӑхӑн тӗп сийӗсен ӑнланӑвӗсене, йӑлисене, пурнӑҫри мелӗсене, йӑла учрежденийӗсене, мӗнле пурӑннине лайӑх пӗлсе ҫитес тесе, кашни ҫӗршыврах ҫителӗклӗ вӑхӑт хушши пурӑннӑ, хуласенче те, ялсенче те пурӑннӑ, ялтан яла ҫурран ҫӳренӗ, унтан вара ҫавӑн пекех румынсемпе тата венгерсемпе паллашнӑ, Ҫурҫӗр Германие ҫаврӑнса тухнӑ (утпа та, ҫурран та ҫӳренӗ), унтан вара каллех кӑнтӑра, Австрин нимӗҫсем пурӑнакан провинцийӗсене ҫитнӗ, ун чух вӑл Баварине кайнӑ, унтан — Швейцарине, унтан Вюртембергпа Баден урлӑ Францине каять, Францине те ҫаплах ҫаврӑнса тухать, Францирен вара ҫавӑншӑнах Англине кайса унта тепӗр ҫул курса ҫӳрет; ҫав ҫул кӑшт пушӑ вӑхӑт юлас пулсан, вӑл испанецсене те, итальянецсене те кайса курать, ал ҫитеймесен вара — юлтӑр ӗнтӗ, мӗншӗн тесен вӑл ытлашши «кирлех» мар, леш ҫӗршывсене курасах «пулать» — мӗншӗн курмалла-ши? — «шухӑшламашкӑн кирлӗ»; тепӗр ҫултан ун, кирек мӗнле пулсан та, Ҫурҫӗр Америкӑри штатсене ҫитмелле, вӗсене ун питӗ курмалла, урӑх пӗр ҫӗршыва та унӑн ҫавӑн пек курмалла «мар», унта вӑл нумайлӑха юлӗ, тен, пӗр ҫулталӑк ытлараха, тен, хӑйӗн валли ӗҫ тупас пулсан, ӗмӗрлӗхех юлӗ, анчах та пӗр виҫӗ ҫул пурӑнсан, вӑл Раҫҫее таврӑнӗ, мӗншӗн тесен халех мар, тепӗр виҫӗ-тӑватӑ ҫултан Раҫҫейре пулма «кирлӗ» пек туйӑнать.
XXIX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Е ҫамрӑк чухнехине аса илетӗн, е ҫамрӑк чухне пулнӑ тӗрлӗрен тӗрлӗ япаласене аса илетӗн…То младость свою вспомнишь, то всякие разные разности, какие смолоду приключались…
VIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Патша вӑхӑтӗнче эпӗ ҫамрӑк казаксене вӗрентеттӗм те, ҫавӑнпа пайтах куркаланӑ: авланман ҫын сӑнран-питрен те савӑк ҫӳрет, каланине те ӑнланать, анчах ҫамрӑк арӑмне хӑварса пынӑ ҫын пулсан, ун пекки вара, тунсӑхласа ҫитнипе, питӗ хӑвӑрт сӳрӗке тухса каять, тункатапа пӗрех пулса тӑрать.
32-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Обломов хӑйӗн ҫамрӑк ӗмӗрне пурне те пӗлекен, пурнӑҫӑн пур ыйтӑвӗсене те тахҫанах татса панӑ, ҫамрӑксене ӑслӑн тӗпчесе вӗреннӗ ҫынсем хушшинче пурӑннӑ пулсан та, туслӑха, юратӑва, ҫынсен чысне ӗненни унӑн чӗринче ӑшӑнса тӑнӑ, ҫынсем пирки мӗн чухлӗ йӑнӑшнӑ пулсан та тата темӗн чухлӗ йӑнӑшсан та вӑл чӗрипе тертленнӗ, унӑн ырлӑхпа ӗненӳ никӗсӗ пӗр хутчен те пӑсӑлман.
XI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Тӗнчере сӑтӑрҫӑсем пуррине эпӗ пӗлнӗ, ҫамрӑк натуралистсем халиччен никам курман паха ҫимӗҫсем ӳстерни ҫинчен те сахал мар вуланӑ, ҫамрӑк музыкантсем мӗнле лайӑх вылянине те чылаях илтнӗ.
13 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Ҫав самантра ҫӑл патнелле хамӑр ҫумранах икӗ майра иртсе кайрӗҫ: пӗри ҫамрӑк темелле, тепри вара ҫамрӑк та кӗрнеклӗ.В эту минуту прошли к колодцу мимо нас две дамы: одна пожилая, другая молоденькая, стройная.
Майӑн 11-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964