Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сумкине (тĕпĕ: сумка) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кунта Людмила Ильина хӑйне нумай кӗттермерӗ, ҫамрӑк ҫамрӑках ҫав, почта сумкине йӑтса килсе те тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Эпир — пӗрле! // Ирина КУЗЬМИНА. «Сувар», 2010.01.08, 1–2№№(835–836), 3 стр.

— Манӑн вак укҫа пур, — терӗ Ксени, йывӑр шӑплӑха тӳсеймесӗр хӗрелсе кайса, вӑл хӑйӗн сумкине уҫрӗ.

— У меня есть разменянные деньги, — не выдержав гнетущей тишины, краснея, проговорила Ксения и раскрыла свою сумочку.

3 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Григорий патне сотня командирӗ чупса ҫитрӗ, ун ҫине взвод командирӗпе иккӗшӗ хӑпарса выртрӗҫ, ҫийӗнчи хӗҫ ҫаккипе полевой сумкине вӑтӑрса татса, ҫӑварне хупларӗҫ, урисене ҫӗр ҫумне пусса хучӗҫ.

Сотенный подбежал к Григорию, со взводным навалились на него, оборвали на нем ремень шашки и полевую сумку, зажали рот, придавили ноги.

XLIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Григорий Лихачевран юлнӑ маузерӗпе йӑлтӑркка сарӑ полевой сумкине ҫакрӗ те картишне тухрӗ.

Григорий повесил маузер и щегольскую полевую сумку, доставшиеся от Лихачева, вышел на баз.

XXXVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Григорий, Лихачев ятлаҫнине пӑхмасӑр, ӑна хӑй ухтарчӗ, кӗрӗк пиншакӗн кӗсйинчен тепӗр браунинг туртса кӑларчӗ, маузерпа полевой сумкине хывса илчӗ.

Григорий, не обращая внимания на ругань, сам обыскал Лихачева, достал из кармана его полушубка второй браунинг, снял маузер и полевую сумку.

XXX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Сумкине лавкка ҫине ывӑтрӗ, пӳрте кӗчӗ.

Сумку швырнул на лавку, вошел в комнату.

24 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Сумкине хӑй хыҫӗнчен сӗтӗрсе, Григорий алӑк патнелле утрӗ.

Волоча за собой сумку, Григорий пошел к двери.

24 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ҫапла вӗҫкелесе ҫӳренӗ вӑхӑтра вӑл темле майпа-ҫке, ӑнсӑртран ӗнтӗ, кӑмакара чух, хӑй ҫумӗнчи сумкине (вӑрланӑ уйӑхне вӑл ҫавӑнта пытарнӑччӗ) темскертен ҫаклатрӗ те, сумка ани уҫӑлса кайрӗ.

Висевшая у него на перевязи при боку ладунка, в которую он спрятал украденный месяц, как-то нечаянно зацепившись в печке, растворилась.

Раштав умӗнхи каҫ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Лена йыттисене траншей хӗрринчи хӑва тӗпӗнчен кӑкарса хучӗ те хӗрлӗ хӗреслӗ сумкине уҫрӗ.

Лена привязала собак за комель ивки у бруствера траншейки и открыла сумку с красным крестом.

VIII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

— Мӗнре? — Татьяна чӳречерен пӑхса, шкулӑн сарлака алӑкӗнчен тухнӑ хӗрарӑм сумкине уҫса, такамран хӑранӑ пек, тӗкӗр ҫине пӑхса илнине, вара хӑвӑрттӑн урама утса тухнине курчӗ.

— А в чем же? — Татьяна смотрела в окно и видела, как из широких дверей школы вышла женщина, на минутку остановилась, расстегнула сумку, мельком, как бы кого-то боясь, взглянула в зеркальце и быстрыми шагами направилась но улице.

VI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Ҫак сӑмахсем хыҫҫӑн Тимофей Ильич ҫӗлӗкне туя ҫине ҫакса, туйине кӗтессе тӑратрӗ, ҫӗлӗк ҫине ҫакӑр чикнӗ сумкине хучӗ.

После этих слов Тимофей Ильич примостил гнездом шапку на свою толстую палку, поставил это гнездо в угол, а сверху положил сумочку с хлебом.

XVIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Возняков политрук чӗркуҫҫи ҫине полевой сумкине хучӗ те, ун ҫинче темскерле хутсем ҫавӑркаласа, уҫкаласа пӑхрӗ.

Положив на колени полевую сумку, политрук Возняков разворачивал на ней и рассматривал какие-то бумаги.

I // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Леш нумайччен лӑпланаймарӗ, чарӑнма пӗлмесӗр ӗсӗклет: пысӑк хур тунӑ-ҫке-ха, Володя ун умне кукленсе ларчӗ те хӑйӗн кӗнеке сумкине уҫса, хут шыраса пӑхрӗ; таса хут тупайман пирки, кайран вӑл-ку пуласса пӑхмасӑр, тетрадьрен пӗр листине ҫурса илчӗ, унтан, кӑранташне хӑвӑрт ҫавӑра-ҫавӑра, ачана кӑвак тинӗс, трубинчен кӑвак тӗтӗм тухакан хӗрлӗ карап, ун тӗлӗнче ҫунаттисем ҫине хӗрлӗ ҫӑлтӑр тунӑ кӑвак самолет ӳкерсе пачӗ.

Тот долго не мог успокоиться — очень уж велика была обида — и все всхлипывал, Володя сел перед ним на корточки, раскрыл свою сумку, поискал в ней бумажку и, так как свободной не нашлось, вырвал, не думая о последствиях, листок из тетрадки, быстро переворачивая в пальцах карандаш, он нарисовал малышу синее море, красный корабль, из труб которого валил синий дым, а над ним синий самолет с красными звездами на крыльях.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Пӗтӗм ҫӗр йывӑрӑшӗ, Миккул Селянинович паттӑр ҫинчен ҫырнӑ былинӑра каланӑ пек, Володя сумкине пытаннӑн туйӑннӑ.

Будто вся тяга земная, о которой говорится в былине про богатыря Микулу Селяниновича, таилась в ней.

Улттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Ҫапла каланӑ май, И стрелок сумкине уҫса пӑхрӗ, — ӳкнӗ чух чӑх лапчӑнса пӗтеймен иккен, — учӗ ҫине сиксе утланчӗ те килелле юрттарчӗ.

Заглянув в сумку и убедившись, что курица не пострадала при падении, он сел на коня и поскакал домой.

II // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 90–106 стр.

Нюй И тарҫӑ сунарҫӑ сумкине пилӗк икерчӗ, пилӗк пуҫ сухан тата хаяр юрма чиксе пачӗ.

Нюй-и уложила ему в сумку пяток лепешек, столько же луковиц и пакетик с острой приправой.

II // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 90–106 стр.

Тарҫисем ӑна хирӗҫ чупса тухрӗҫ, ухӑпа йӗп йӗннине хывса хума пулӑшрӗҫ, сумкине салтса илчӗҫ.

Навстречу вышли служанки, сняли с него лук и колчан, отстегнули сетку.

I // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 90–106 стр.

Катерина, Тимка Колечкин письмоносец ҫырусем, хаҫатсем тултарнӑ сумкине ҫӗклесе урам варрипе иртнине курсанах, ӑна пӳрте сӗтӗрсе кӗртет, сумкине салтса илсе килне япаласене хӑй куҫӗ умӗнче ҫӗнӗрен пӑхма хушать.

Когда письмоносец Тимка Колечкин появлялся на деревенской улице с полной сумкой писем и газет, Катерина выбегала ему навстречу, затаскивала в избу и заставляла на глазах у нее перебирать всю почту.

10-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Санька утнӑ ҫӗртех сумки вырӑнне ҫакса ҫӳрекен противогаз сумкине кӗнекисене чикрӗ, крыльца ҫине чупса тухрӗ.

Санька на ходу засунул книжки в сумку от противогаза, заменявшую ему школьный ранец, выбежал на крыльцо.

5-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хӗрача сысна ҫури хыҫӗнчен тапса сикрӗ, сумкине туртса илчӗ те, кӑмӑлсӑр пулса, ҫатан урлӑ каҫрӗ, ҫаврӑнса пӑхрӗ.

Девочка бросилась вдогонку, вырвала сумку, сконфуженно перелезла через плетень и оглянулась.

2-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех