Шырав
Шырав ĕçĕ:
Паллах, кашнин телей кайӑкӗ — расна.
Ачасен йышӗ ӳсет, тӑлӑхсен шучӗ чакать // Маргарита ИЛЬИНА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.06.11, 22(944)№
Мария Александровна каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, кашни ҫемьере — расна лару-тӑру.
Кашни тӗслӗхре - ача шӑпи // Любовь ПЕТРОВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №
Хӗвел пурин ҫине те пӗрешкел пӑхать, анчах ҫемьери хутшӑнусем — расна.
Кашни тӗслӗхре - ача шӑпи // Любовь ПЕТРОВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №
Ҫук иккен, выльӑхӑн ячӗпе тӗсӗ кӑна мар, кӑмӑлӗ те расна.
Ҫамрӑксем тислӗк шӑршинчен йӗрӗнмеҫҫӗ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №
— Пирӗн вӑхӑтрипе хальхи фермӑна танлаштарас-тӑк — вӗсем пачах расна.
«Пирӗн вӑхӑтра ферма утар пек тасаччӗ» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№
Украинӑра пӑтранма пуҫласан юлташсем тӑшман пулса тӑнӑ, расна шухӑшлаҫҫӗ, пӗр чӗлхе тупаймаҫҫӗ.Когда начался на Украине мятеж, друзья стали врагами, по-разному думают, не могут найти общий язык.
Хӑрасан та каялла чакман // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016, кӑрлач, 21; 23–24№
Лопухов ҫинчен каласа кӑтартнӑ чухне ӑна унӑн чи ҫывӑх тусӗнчен уйӑрса пачах расна ҫырса кӑтартма мана йывӑр пулчӗ, ун ҫинчен каланӑ чухне эпӗ Кирсанов ҫинчен халӗ тепӗр хут каламаллисӗр пуҫне урӑх нимӗн калама та пӗлмерӗм.
VIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Пурте пулчӗ кунта: 16 мӑшӑрӑн та ташларӗҫ, 12 мӑшӑрӑн та, пӗр кадриле ташланӑ чухне тата 20 мӑшӑр ташларӗ; тытмалла вылярӗҫ, 22 мӑшӑрӑн та пулӗ, йывӑҫсем хушшинче виҫӗ чуччу туса лартрӗҫ, каннӑ хушӑра чей ӗҫрӗҫ, апатланчӗҫ; халӑхӑн ҫурри пулӗ, пӗр ҫур сехете яхӑн, — ҫук, сахалтарах, чылай сахалтарах, — Дмитрий Сергеичпа икӗ студент тавлашнине итлерӗ, вӗсем Лопуховӑн чи ҫамрӑк юлташӗсенчен чи ҫывӑх тусӗсем шутланатчӗҫ; вӗсем пӗр-пӗрне эсӗ консеквентнӑй мар, сан модерантизм тата буржуалла туйӑм пур тесе хӑратрӗҫ; анчах, уйрӑммӑн илсен, вӗсен кашниннех расна ҫылӑх та тупӑнчӗ.
VI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Закройщицӑсем тата ҫӗленӗ япаласене валеҫсе ҫӳресе тата урӑх ӗҫ туса расна шалу илекен хӗрсене ҫав расна шалу та ҫителӗклӗ, ҫавӑнпа вӗсем услам шучӗпе ыттисенчен ытларах илни тӗрӗс мар тесе шутларӗҫ.
IV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ҫемье пурнӑҫне курнӑ вӗт эпӗ, — эпӗ хамӑр ҫемье ҫинчен каламастӑп: вӑл расна ҫемье; анчах хӗр-туссем пур-ҫке манӑн, вӗсен ҫемйисенче пулнӑ-ҫке эпӗ; турӑҫӑм, упӑшкисемпе арӑмӗсем мӗнле начар пурӑннине тавҫӑрса та илме пултарас ҫук эсӗ, чунӑм!
XVIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.