Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӗлен (тĕпĕ: пӗл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ӑҫтан пӗлен унта: те генерал вӑл, те ахаль ҫын…

Разве узнаешь, что генерал.

1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Савӑнтаратӑн, ху пӗлен

Ты знаешь, как я рада…

1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

— Эп каймастӑп, мӗншӗнне ху пӗлен, — ответлет Соколов.

— Я не поеду, ты знаешь, — сказал Соколов.

1944-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

— Сводки, пӗлен пулсан, чаплах мар вара, — асӑрхаттарчӗ анне.

— А сводка, ты знаешь, плохая, — заметила мать.

1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

— Конькипе ярӑнмастӑп-ҫке эпӗ, хӑвах пӗлен, — тавӑрчӗ Наташа мана.

— Ты знаешь, я почти не катаюсь на коньках, — сказала Наташа.

1940-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Ӑҫтан пӗлен, тен, ачасем улталанман та пулӗ?

Может быть, дети и не обманывались.

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Океан хӗрринелле ҫывхарнӑҫемӗн Гленарван чунӗнче шанӑҫ чӗрӗлсе амаланать Ӑҫтан пӗлен, «Дункан» Мельбурнра тытӑнса тӑма пултарнӑ, вара экспедици Туфольд бухтине яхтӑран маларах персе ҫитӗ?

По мере приближения к берегу океана надежда возрождалась в душе Гленарвана Быть может, «Дункан» задержался в Мельбурне, и экспедиция приедет в бухту Туфольда раньше яхты?

Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ӑҫтан пӗлен, тен май килсен, вӑхӑтра ҫитетпӗр те ҫав инкекрен хӑтӑлса юлатпӑр!

Кто знает, может быть, нам удастся поспеть вовремя, чтобы предотвратить несчастие!

Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Анчах ӑҫтан пӗлен, тен «Дункан» Айртон Мельбурна ҫитнӗ ҫӗре тинӗсе тухма хатӗрленсе ӗлкӗреймен?

Но откуда мы знаем, что «Дункан» был готов к выходу уже в тот момент, когда Айртон прибыл в Мельбурн?

Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ӑҫтан пӗлен, тен ӑна бандитсем ҫаклатнӑ пуль?

Или, быть может, ею завладели бандиты?

Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ӑҫтан пӗлен, шанса тӑракан ача ҫав инкекрен ҫав териех сехӗрленсе тӑмасть пуль.

Может быть, доверчивому мальчику опасность не казалась такой грозной.

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

— Ӑҫтан пӗлен?

Куҫарса пулӑш

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

— Ӑҫтан пӗлен, Грант капитанӑн арӑмӗ тата ачисем те пулӗ…

Быть может, у бедного капитана Гранта есть жена, дети…

Иккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Эп — усал хӗрарӑм, ху пӗлен.

Баба я отчаянная, сам знаешь…

Тӑваттӑмӗш курӑну // Арсений Тарасов. Килти архив

Туршӑн та, выҫӑпа аптрарӑм… ачасем нӑйкӑшаҫҫӗ, ху пӗлен.

Ей-Богу, с голодухи… детки, пищат, сам знаешь.

Бирюк // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 156–163 с.

Сирӗнни, ху пӗлен, ҫисех ярать, ак мӗнле.

Ваш-то, сам знаешь, заест, во как.

Бирюк // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 156–163 с.

Тен тата… ӑҫтан пӗлен? — сире манӑн йӑмӑк килӗшет?

Может быть… как знать? — вам сестра моя нравится?

XIV // Асклида Соколова. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 84–131 с.

— Ӑҫтан пӗлен ҫав мур илесшӗсене?

— Да разве поймешь их, Егор те за ногу?

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

— Кайран пӗлен.

— Потом узнаешь.

Ҫара тихасем // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 98–104 с.

— Эс ӑна ӑҫтан пӗлен тата?

— Ты откуда знаешь?

Самӑр хурт // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 73–78 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех