Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

мӗлкисем (тĕпĕ: мӗлке) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Район хулинчи шурӑ юрпа витӗннӗ ҫурт тӑррисенче витӗр курӑнакан сенкертерех тӗтӗм юписем йӑсӑрланаҫҫӗ, вӗсен мӗлкисем юрлӑ ту тайлӑмӗсем тӑрӑх вӗлтӗртетсе юхаҫҫӗ.

Над белыми крышами районного городка клубились прозрачные голубоватые столбы дыма, тени от них зыбко струились по заснеженным скатам.

15 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Кунта кӑнтӑрлахи пек ҫутӑ, стена ҫине чӳрече хашакисен хуҫкаланчӑк мӗлкисем ӳкнӗ, хашакасем хушшине пилеш сапакисемпе илемлетнӗ, юр пек кӑпӑш ваткӑ выртать, пилешӗсем ҫутӑра хуп-хура курӑнаҫҫӗ.

Здесь было светло как днем, переплеты оконных рам изломанными тенями падали на побеленную стену, между рамами лежала пухлая, как снег, вата, украшенная гроздями рябины, казавшимися от света черными.

7 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Калча ешернӗрен кӑн-кӑваккӑн курӑнакан ҫеҫен хир ҫурхи ҫил айӗн пурҫӑн пек ҫиҫнӗ, ун тӑрӑх пӗлӗтсен таткаланчӑк мӗлкисем шунӑ, чӗрӗ япала пек, ҫеҫен хир хӑй те куҫнӑ, вӗсемпе пӗрле малалла ишнӗ…

Голубая от озими степь шелковисто лоснилась под весенним ветром, скользили по ней разорванные тени облаков, и, как будто живая, она двигалась, плыла вместе с ними вдаль…

5 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Улӑм витнӗ ҫуртсен тӗрӗллӗ мӗлкисем хыҫӗнче вут ҫулӑмӗ ялкӑшса илнӗ, ташласа янӑ, чӗвен тӑнӑ, ҫул ҫинче лапсӑркка ҫулӑм лаша ҫилхи пек вӗлкӗшнӗ.

За резными силуэтами соломенных крыш взвился огонь, заплясал, встал на дыбы, и, точно грива, билось на ветру косматое пламя.

3 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Кӗҫ ак хутор пуҫланмалла; умра садсен хура мӗлкисем, пӗчӗк тӑвайкки ҫинчи часавай юпи, сарлака тӑкӑрлӑк.

Вот-вот хутор, черные купы садов, часовенка на пригорочке, широкий проулок.

XXXVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Тӑрринчи юра ҫил шӑлса кайнӑ куринке хыҫӗнче лавсен хура кӳлеписем палӑраҫҫӗ, ҫынсен пӗчӗкҫӗ мӗлкисем мӗлтлетсе куҫаҫҫӗ.

За курганом, с обдутой ветрами макушей, — чернели подводы, крохотные мелькали люди.

XXXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Григорий виҫӗ юланутӑн мӗлкисем анаталла акса, хура ҫуна ҫулӗпе пӗрлешсе кайнине пӑхса тӑчӗ.

Григорий смотрел, как силуэты трех верховых спускаются под гору, сливаются с черной хребтиной дороги.

XXX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ҫил-тӑман витӗр лашасемпе ҫынсен кӑвак мӗлкисем тӗтре чухнехи пек уҫӑмсӑррӑн палӑраҫҫӗ.

Сквозь метель, как в тумане, маячили седые силуэты людей и лошадей.

XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Юханшыв хӗрринчи хӗрлӗ ҫӳҫесен мӗлкисем айӗнче вара чуна уҫӑлтарса яракан сулхӑн тӑрать; унта хупахсем, шурлӑх тӑпри тӑрантарса ӳстернӗ тата темле тачка курӑксем элес-мелес шукӑллӗн ешереҫҫӗ.

А возле ручья в тени верб тучная копилась прохлада, нарядно зеленели лопухи и еще какие-то, вскормленные мочажинной почвой, пышные травы.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Типӗ ҫул ҫине хуралтӑсен кӗрӗс-мерӗс пысӑк мӗлкисем ӳкнӗ.

От домов на сухую дорогу падали огромные косые тени.

XXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Станцие ӗҫе ярас вӑхӑт ҫитсе пыни курӑнсах тӑнӑ: хунар тытса унта-кунта чупкаланӑ, тӗксӗм ҫутӑпа ҫуталнӑ ҫӳллӗ чӳречесенчен ҫын мӗлкисем курӑннӑ, такам хунар тытса, пусма тӑрӑх шлюз ҫине чупса хӑпарчӗ…

По всему было видно — шли последние приготовления: мелькали фонари, сквозь высокие, слабо освещенные окна виднелись силуэты людей, кто-то бегом, с фонарем в руке, подымался по лестнице на шлюз…

XXXV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Пӳлӗмсенче ҫап-ҫутӑ, чӳрече каррисен шурӑ чӗнтӗрӗсем ҫинче чечек мӗлкисем курӑнаҫҫӗ, ача-пӑча сасси, амӑшӗн кӑмӑллӑ кулли илтӗнсе тӑрать, — пурте ҫак ҫуртра ырӑ та телейлӗ пурӑннине пӗлтерсе тӑрать, ҫавӑнпа Сергей хӑйӗн чӗринче ӑшӑ савӑнӑҫа туйса илчӗ…

В комнатах горели огни, и на белом кружеве занавесок темнели головки цветов, доносились голоса детей, матерински-ласковый смех Анюты, и Сергей невольно ощутил на сердце теплую радость.

IV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Вӗсен хура мӗлкисем тӗксӗм пӗркенчӗклӗ сивӗ тӳпе айӗнче, тӑм кӗлеткесем пек, уҫҫӑн палӑраҫҫӗ.

Вороненые силуэты их рельефно, как вылепленные, маячили на фоне стального неба.

XX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Станци ҫурчӗсен вителӗкӗсем ҫинчен шыв шӑпӑртатса анать; чукун ҫул айккинче нефть тумламӗсемпе йӑлтӑртатса выртакан кӳлленчӗксем ҫине ҫемҫе сурӑх тирӗ пӗркеннӗ пек тӗссӗртерех тӳпе мӗлкисем ӳкнӗ.

С крыш станционных построек журчилась вода, лужи на путях, покрытые нефтяными блестками, отражали серую мякотную овчину неба.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫӳллӗ тусен сӗм хура мӗлкисем шыв ҫине ӳкнӗ, горизонт курӑнман, шултра та йӑвӑ ҫӑлтӑрлӑ пӗлӗт пуҫ тӳпинче кӑна курӑннӑ.

Аспидно-черные тени от скал падали на реку, горизонт был закрыт, и небо в частых и крупных звездах виднелось только над головой.

XXIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Йӑмӑх тӗссем майӗпенех сӳне пуҫларӗҫ, ту айккисем те тӗттӗмленчӗҫ, анчах нумайччен каҫ пулса ҫитеймерӗ, ту мӗлкисем хуран курӑнаҫҫӗ, чӗрӗ ҫӗр шӑршипе хыр шӑрши перет.

Угасли яркие краски, почернело и ребро горы, но вечер еще долго не наступал, лишь от гор ползли тени да веяло сыростью и запахом сосны.

XXIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Прожектор ҫутин юпи, шыв пӗрӗхнипе хура пиҫиххи пек пулнӑ понтоннӑй кӗпер, ҫын мӗлкисем, машина мӗлкисем.

Он видел серую полосу реки, столб прожектора, окутанный водяной пылью, черный пояс понтонного моста, силуэты людей, машин.

IX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Юланутлӑ ҫынсен мӗлкисем пӗлӗтӗн шупка-сенкер ярӑмӗ ҫинче тушпа ҫырса ӳкернӗ пек уҫҫӑн курӑнаҫҫӗ.

В синеватой белеси неба четко вырезались, как нарисованные тушью, силуэты всадников.

5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Тӑрӑлтатаҫҫӗ арӑмсем шуҫӑм тухнӑ-тухманах, ӗнесене хире кӗтӗве кӑларса янӑ чух; калаҫаҫҫӗ ҫӑл тарасисен тӗссӗр тусан ӑшӗнче ишекен ансӑр мӗлкисем айӗнче, витрисенчи шыва тӑкса ярса; пакӑлтатаҫҫӗ Дон хӗрринчи ҫатма пек яка шыв чулӗсем ҫинче ҫунӑ кӗпи-йӗмӗсене лаптак тукмаксемпеле ҫапа-ҫапа.

Гутарили бабы на прогоне зарей, когда прогоняли табун коров, под узенькой, плавающей в серой пыли тенью колодезного журавля, проливая из ведер воду, у Дона на плитняках самородного камня, выколачивая простиранные лохунишки.

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Мачча ҫумӗнче тенӗ пекех унталла та кунталла пысӑк ҫара ҫерҫисем вӗҫкелесе ҫӳреҫҫӗ, вӗсен мӗлкисем стенасемпе алӑксем ҫинче, лутра сак ҫинче вӗлтлеткелесе илеҫҫӗ.

Под потолком взад и вперед мелькают нетопыри, и тень от них мелькает по стенам, по дверям, по помосту.

IV // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех