Шырав
Шырав ĕçĕ:
— Халӗ, авӑ, пуху умӗнче куҫна мӑчлаттарса лар.
15-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Карчӑк, ун патӗнче ҫаврӑнкаласа ҫӳренӗ май, ӑна куҫӗнчен пӑха-пӑха йӗпеннӗ куҫӗсене мӑчлаттарса тӑчӗ.Старуха ходила возле него, заглядывала ему в лицо и слезливо моргала.
Арманта // Василий Алагер. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 34–45 стр.
— Явӑла ан асӑн хӑть эсӗ! — ӳкӗтлет ӑна Клеопа, куҫӗсене хӑвӑрттӑн мӑчлаттарса.— Хоть ты нечистого не поминай! — умолял Клиопа, оторопело мигая глазами.
Арманта // Василий Алагер. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 34–45 стр.
Захар хӑранӑ куҫӗсемпе мӑчлаттарса илчӗ те чӗрне вӗҫҫӗн алӑк патнелле утрӗ.Захар мигал испуганными глазами и на цыпочках уходил было к двери.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Агафья Матвеевна куҫӗсене пӗр пек мӑчлаттарса, ним те ӑнланман пек итлесе ларчӗ.
II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ача пӗр минут пек темӗнле иккӗленсе тӑчӗ, пӗр-икӗ хут куҫӗсене мӑчлаттарса хупрӗ, лакей ҫин пӑхрӗ те, унтан хӗненисӗр пуҫне урӑх нимӗн те кӗтсе илес ҫуккине курса, ҫӳҫне арпаштарса, картлашка патнелле утрӗ.
X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Мӗн эсир, Матвей Моисеич, мӗншӗн ку? — терӗ аптраса та вӑтанса ӳкнӗ ача, питне тытса, куҫӗсене мӑчлаттарса.
X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑл куҫӗсене ҫине-ҫинех мӑчлаттарса хупма пуҫларӗ.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Захар ҫаплах нимӗн те шарламарӗ, куҫӗсене виҫе хут мӑчлаттарса хупса илчӗ ҫеҫ.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Валентин Николаевич Жуков кунта пурӑнать-и? — тесе ыйтсан, кам вара куҫне мӑчлаттарса та, пуҫне хӑяккӑнрах кулӑшла пӑрса тытакан пултӑр?
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Вӑл куҫӗсене мӑчлаттарса илчӗ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
— Ҫӑкӑр-тӑвар хире-хирӗҫ, — терӗ вӑл куҫне мӑчлаттарса тата хӗскелесе илсе.
Вунпӗрмӗш сыпӑк. Пӑлхавлӑ слобода // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Манӑн сӑнӑм-пуҫӑм ытлашши ыррӑнах курӑнмарӗ, ахӑр, вӑл куҫӗсене, хӑранӑ чухнехилле мӑчлаттарса, тухса кайрӗ.Должно быть, у меня был не особенно приветливый вид, потому что он испуганно заморгал и вышел.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Вӑл куҫне мӑчлаттарса илчӗ те ман ҫинелле тинкерсе пӑхрӗ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Александр Дмитриевич мана ним шарламӑсӑр алӑ пачӗ, вара, куҫ хупанкисене йывӑррӑн мӑчлаттарса илсе, иртсе кайрӗ.Александр Дмитриевич молча пожал мне руку, заморгал опухшими веками и прошел.
11 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Ӑҫтан тивертрӗм-ши ӑна, астӑваймастӑп, анчах вӑл куҫне мӑчлаттарса шухӑша кайса ларчӗ.Не знаю, куда я ему угодил, но, хлопая глазами, он сидел на земле с каким-то задумчивым видом.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Алексей куҫӗсене хупсанах, ун умӗнче пӗрин хыҫҫӑн тепри — пӗрисем уҫӑмлӑрах, теприсем тӗтреллӗрех — палланӑ сӑнсем мӗлтлетме тытӑнчӗҫ: Михайло мучи хӑйӗн кӗмӗл тӗслӗ ҫӳҫӗсем айӗн ун ҫине пӑшӑрханса пӑхрӗ; Андрей Дегтяренко кӑмӑллӑн пӑхса, куҫӗсене час-час мӑчлаттарса тӑчӗ; такама хӑтӑрса, Василий Васильевич хӑйӗн кӑвакарма пуҫланӑ ҫӳҫӗсене силлентерчӗ; ватӑ снайпер, питне пӗркелентерсе, ӑшӑ кӑмӑлпа кулчӗ; шурӑ минтер ҫинчен Алексей ҫине хӑйӗн ӑслӑ, витӗр куракан, кӑшт тӑрӑхларах кулакан, пурне те ӑнланакан куҫӗсемпе пӑхса Воробьев комиссарӑн сарӑрах сӑнӗ курӑнса выртрӗ; ҫил ҫинче Зиночкӑн ҫулӑм пек ҫӳҫӗсем варкӑшрӗҫ; пӗчӗк вашават инструктор Наумов ун майлӑ пулса, ӑна ӑнланса куҫӗсене хӗссе тӑчӗ.
8 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
— Ӑҫтан пӗлем-ха! — кӑшкӑрса ячӗ Ваня, куҫӗсене мӑчлаттарса.
12 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Ваня куҫӗсене мӑчлаттарса илме те ӗлкӗреймерӗ — салтакӑн вӑйлӑ аллисем ӑна ҫӗртен ҫӗклерӗҫ те, хӑй умне лаша ҫине лартрӗҫ.
10 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
— Ҫапла ҫав, пичче, — терӗ Ваня, куҫӗсене, айӑпа кӗнӗ пек мӑчлаттарса.
10 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948