Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Хӗвел сăмах пирĕн базăра пур.
Хӗвел (тĕпĕ: хӗвел) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӗвел тин ҫеҫ тухнӑ; тӳпере пӗр пӗлӗт татки те ҫук; йӗри-тавра йӑлт икӗ хут ҫутӑпа — пӗрре хӗвел шевлипе, тепре ӗнерхи ҫумӑр тумламӗпе — йӑлтӑртатса-ҫиҫсе тӑрать.

Солнце только что встало; на небе не было ни одного облачка; все кругом блестело сильным двойным блеском: блеском молодых утренних лучей и вчерашнего ливня.

Чӗрӗ вилӗ // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 143–155 с.

Мӗнле пӑхрӗ пулӗ тетӗр эсир: хӗвел, тупа та туршӑн хӗвел!

А как глянула: солнце, ей-богу солнце!

Ухмаха ернӗ ҫын ҫырса пынисем // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 75–95 с.

«Хӗвел пек ҫуннӑ вӑл, хӗвелтен те ялкӑшарах ҫуннӑ, ҫынсене чӗререн юратнин факелӗ ҫутатнипе сӗм вӑрман та шӑпланнӑ, ҫак ҫутта пула тӗттӗм сирӗлнӗ те, вӑрманти йӳҫсе тӑракан шурлӑха путса ҫухалнӑ.

Оно пылало так ярко, как солнце, и ярче солнца, и весь лес замолчал, освещенный этим факелом великой любви к людям, а тьма разлетелась от света его и там, глубоко в лесу, дрожащая, пала в гнилой зев болота.

Пӗрремӗш пайӗ. Чӗре ҫунать // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Пӗр хутчен ҫеҫ ҫул урлӑ сӑрӑ мӗлке шуса каҫрӗ те, Григорий пуҫне ҫӗклесе пӑхичченех пысӑк ҫунатсем йывӑррӑн авӑснӑ сасса илтрӗ: кӗл пек кӑвак тӗслӗ ҫеҫенхир кӑркки, ҫунатсен айӗнчи тӗкне хӗвел ҫутинче шуррӑн йӑлкӑштарса, хӑмӑр кӑваккӑн курӑнса выртакан тӗтреллӗ инҫетелле вӗҫсе кайрӗ, хӗвел ҫути ӳкмен тарӑн вар патӗнчи куринке ҫывӑхне анса ларчӗ.

И только раз серая тень скользнула через дорогу, и, еще не поднимая головы, Григорий услышал тяжкий мах больших крыльев: пепельно-сизый, блистающий на солнце белым подбоем оперенья, пролетел дудак и сел возле дальнего кургана, там, где не освещенная солнцем падина сливалась с сумеречно-лиловой далью.

VI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ильинична вӗсем шӑплана пӗлмесӗр чӑрлатнине итлесе выртрӗ, хӗвелпе ӑшӑннӑ курӑкӑн курницӑна варкӑшса кӗнӗ шӑршине туйрӗ те, ун куҫӗ умне август уйӑхӗнчи хӗвел ӗнтсе янӑ ҫеҫенхир, ылтӑн тӗслӗн йӑлтӑртатакан тулӑ хӑмӑлӗ, кӑвак янкар карса илнӗ ҫап-ҫутӑ сенкер тӳпе самантлӑха темле тӗлӗкри майлӑраххӑн тухса тӑчӗҫ…

Ильинична прислушалась к их неумолчному звону, уловила проникший в горницу запах нагретой солнцем травы, и перед глазами ее на миг, как видение, возникли опаленная солнцем августовская степь, золотистая пшеничная стерня, задернутое сизой мглой жгуче-синее небо…

III // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Анса ларакан хӗвел еннелле тинкернӗ май, вӑл хай тахҫан, Григорин ҫураҫса хунӑ хӗре пулнӑ чух, Григорий хӑйне курма пынине, ӑна хапхаран ӑсатса яма тухнине аса илчӗ; ун чухне те хальхи пекех хӗвел аннӑ вӑхӑтчӗ; анӑҫра каҫ пулас умӗнхи шуҫӑм шевлисем йӑм-хӗрлӗн чӗнтӗрленсе ҫунатчӗҫ, ҫӳҫӗсем ҫинче кураксем кӑраклататчӗҫ…

Она вспомнила, глядя на закат, как когда-то давно, когда она была еще невестой Григория, приезжал он ее проведать, и она вышла проводить его за ворота, и тогда так же горел закат, малиновое зарево вставало на западе, кричали в вербах грачи…

XIV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Кӑпӑшка пӗлӗт куписем сирӗлсе пӗтрӗҫ те, хӗвел ҫӗр ҫине вӗри пайӑркисене сапаларӗ, ҫырма леш енче хӗвел ҫути ҫупӑрлакан улӑх курӑнчӗ.

Солнце разворошило пышные стога облаков, и на землю хлынул горячий поток лучей.

9 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ҫанталӑк — ун пекки вӑл хура кӗркунне час-часах пулать — куҫ умӗнчех улшӑнса пычӗ: пӗрре лутра, тӑлпаланнӑ пӗлӗтсем хушшинчен хӗвел сиксе тухать те тепре таҫтан ҫумӑр пӗлӗчӗсем вӗҫсе ҫитеҫҫӗ, хӗвел хура пӗлӗтсем хыҫне кӗрсе пытанать, пӗтӗм ял ӗнтрӗк ӑшне путнӑ пек пулать.

Погода, как это часто бывает поздней осенью, менялась прямо на глазах: то в лохматые разрывы низких туч пробивалось солнце и все вокруг начинало играть жаркими красками лета; то вдруг невесть откуда налетала ненастная хмарь, солнце скрывалось за темными облаками, вся деревня словно погружалась в сумерки.

7 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ҫӗр ҫине каҫ ӗнтрӗкӗ анчӗ ӗнтӗ, анчах аялти ту аяккисенчи хурӑн ращисенче ҫаплах хӗвел анас умӗнхи ылтӑн ҫутӑ тӑрать-ха, анчах, хӗвел ҫеҫен хирте курӑнми пулсан, ращасем те тӗттӗмленчӗҫ.

На земле уже хозяйничали сумерки, а березовые рощицы были еще полны золотого предзакатного света; но вот и они погасли, как только солнце затонуло в глубине степи.

1 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Чӑнкӑ ҫыр ҫинчен вара хӗвел ҫинче сахӑр пек йӑлтӑртатакан, каҫ сӗмӗпе кӑваккӑн курӑнакан, ирсерен тӗксӗм сенкертерех, хӗвел тухнӑ чухне шупка хӗрлӗ тӗслӗ пысӑк юр катрамӗ усӑнса тӑрӗ.

Сахарно искрящаяся на солнце, голубая в сумерки, бледно-сиреневая по утрам и розовая на восходе солнца повиснет над обрывом снежная громадина.

L // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Хӗрарӑм, чӗрне вӗҫҫӗн ҫӗкленсе, хӗвел ҫинче хӗрелнӗ ҫара аллисене упӑшкин хулпуҫҫийӗ ҫине хучӗ те ӑна тусанпа вараланнӑ питӗнчен, сӑмсинчен, куҫӗнчен, тутинчен, хӗвелпе хуралнӑ мӑйӗнчен чуптӑва-чуптӑва илчӗ.

Вытягиваясь на носках, кинув на плечи мужа изогнутые, розовые от солнца, оголенные руки, женщина целовала его в пыльные щеки, нос, глаза, губы, черную от солнца и ветра шею.

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Хӗвел йӗри-тавра асамат тӗрриллӗ хӗвел карти йӑсӑрланать.

Около солнца радужные дымились столбы.

XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Типӗтнӗ хӗвел ҫаврӑнӑш, типӗтнӗ хӗвел ҫаврӑнӑш!

— Семечки каленые, жареные!

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Кӑнтӑрла пире тӳпери хӗвел ҫутатса тӑрӗ, ҫӗрле хамӑр хӗвел!..

— Днем нам будет светить небесное солнце, а ночью — свое!

XXXV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Куҫне уҫрӗ те йӑмӑх хӗрлӗ ҫутӑ ҫапрӗ, хӗвел хӑпарать, чӳречесем, стенасем, кровать — пурте хӗвел ҫутипе ҫуталнӑ.

А когда открыл глаза, то увидел красный, слепящий свет, — всходило солнце, и все окно, стены, кровать были залиты его огненными лучами.

IX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Тӳпене улӑхса ҫитсен каялла ҫаврӑнса пӑхрӗ: хыҫра, ҫап-ҫутӑ хӗвел ҫутинче, хуттӑр сапаланса выртать, шуратнӑ ҫуртсем йӑлкӑшса лараҫҫӗ, ҫил арманӗн сӗвек тӑррине хӗвел пайӑркисем куҫа шартарса ҫутатаҫҫӗ.

На перевале оглянулась назад: внизу лежал залитый солнечным половодьем хутор, белели выбеленные домики, на покатой крыше мельницы, отражаясь, искрились солнечные лучи, расплавленной рудой блестела жесть.

18 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Нумайранпа курмасӑр пурӑннӑ хушӑра унӑн пичӗ тӗлӗнмелле улшӑннӑ, хӗвелпе пиҫсе хӑмӑрланса кайнӑ, шурӑ тулӑ тӗслӗ мӑйӑхӗсене хачӑпа касса кӗскетнӗ, кӗмӗл евӗр куҫхаршийӗсене хӗвел ӗнтсе янӑ.

Странно измененное давностью последнего свидания, загорелое, с подрезанными усами пшеничного цвета и обожженными солнцем серебристыми бровями.

10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ҫулла хӗвел тухса хӗвел аничченех пӳрт умӗнчи тӑпрас ҫинче ларнӑ, туйипе ҫӗре чӗркеленӗ, пуҫне чиксе уҫӑмсӑр сӑнлӑхсем, шухӑш татӑкӗсем, манӑҫлӑх тӗттӗмлӗхӗ витӗр тӗксӗммӗн кӑна ҫуталса килекен асаилӳсем ҫинчен шухӑшланӑ…

Летом с восхода до заката солнца сиживал на завалинке, чертил костылем землю, угнув голову, думал неясными образами, обрывками мыслей, плывущими сквозь мглу забвения тусклыми отсветами воспоминаний…

19 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Пӗррехинче, — чӑнах, вӑт халь пулса иртнӗ пек, — хӗвел те анса ларма пуҫланӑччӗ ӗнтӗ, асатте арбузсем ҫинчен ҫулҫӑсем пуҫтарса ҫӳрет, кӑнтӑрла вӑл вӗсемпе, хӗвел ытлашши хӗртесрен, арбузсене витсе хуратчӗ.

Раз, — ну вот, право, как будто теперь случилось, — солнце стало уже садиться; дед ходил по баштану и снимал с кавунов листья, которыми прикрывал их днем, чтоб не попеклись на солнце.

Тухатнӑ вырӑн // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Кӑнтӑрла тӗлӗнче хӗвел икӗ айккипе, хуралсем пекех, хӗвел урисем ҫуталса тӑчӗҫ, вӑхӑтран вӑхӑта шӑмшака витӗрех касакан ҫил вӗркелесе иртрӗ, хирсенче вара, кӑтрашкаланса хытнӑ юр ҫийӗн, вӗтӗ-вӗтӗ юр вӗҫтерчӗ.

В полдень около солнца, как часовые, стояли два светящихся столба, временами тянуло прожигающим до костей ветерком, а на полях с застывшими гребешками снежных волн играла поземка.

XIX // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех