Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ваттисен (тĕпĕ: ватӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Вырӑс мужикӗ турра хыпса ярать» текен ваттисен сӑмахне пӗлетӗн-и?

Знаешь поговорку: «Русский мужик бога слопает».

IX // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.

Ваттисен сӑмахӗ ахальтен мар: «Ҫемьери ҫынсем пурте килте чухне чун та вырӑнта», — тесе палӑртать.

Недаром народная пословица гласит: «Вся семья вместе, так и душа на месте».

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ ҫыру (2020) // Михаил Игнатьев. http://www.cap.ru/events/events/2020-god ... /2020-chuv

Ваттисен ҫурчӗ пулать теҫҫӗ-и.

Говорят, дом для престарелых будет.

Ҫукнӑҫ // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 51–56 с.

— Вӑйсӑр арҫынсем ҫеҫ ваттисен сӑмахӗнчен иртеҫҫӗ.

— Только слабые мужчины не слушаются старших.

Мӑнкун // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 19–22 с.

Чиркӳ картинчи хурал пӳртӗнчен пӗтӗм метрика кӗнекисене йӑкӑртса пӗтерчӗҫ, вӗсене туртса янӑ хыҫҫӑн, килсенче ачасен хут вӗренмелли кивӗ кӗнекисем ҫеҫ мар, ваттисен турӑ кӗнекисем те чикаркка пӗтӗрме кайрӗҫ.

В церковной караулке растащили все метрические книги, а когда покурили их, по домам пошло на цигарки все, включая старые ребячьи учебники и даже стариковские священные книги.

V // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

(Ваттисен сӑмахӗ).

(Слова старцев).

Туслӑх ҫирӗпленсе пырать // Владимир ИЛЬИН. «Сувар», 2010.01.08, 1–2№№(835–836), 8 стр.

Пирӗн, ваттисен, кам хӳттинче пурӑнмалла пулӗ ун чухне?»

При ком же нам, старикам, тогда жить?»

XXIV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ашмарин хӑйӗн словарӗнчи ваттисен сӑмахӗсене, каларӑшсене хӑш тӑрӑхран ҫырса илнине палӑртманнине асӑнса хӑварма манман-ха вӑл.

Куҫарса пулӑш

Раҫҫей ӑслайӗнчи ҫут(ӑ) сӑнар // Леонид Атлай. https://chuvash.org/content/5075-%D0%A0% ... D1%80.html

— Турат ҫинче хурчӑка пек ларатӑн, мана ваттисен аллине пӗчченех тӑратса хӑвартӑн.

— Сидишь себе на ветке, как коршун, а меня одного оставил старикам на расправу.

II сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ҫӳллӗ те типшӗм Тимофей Ильич Тутаринов, хӑй ӗмринче хура-шур курса ирттернӗ ватӑ кӗтӳҫӗ пекскер, кӗске каснӑ кӑвак мӑйӑхне тулли кӑмӑлпа пӗтӗркелесе, ваттисен ушкӑнӗнче тӑнӑ.

Тимофей Ильич Тутаринов, мужчина высокий и сухой, похожий на старого пастуха, видавшего за свой век виды, стоял в кругу стариков, щурился и дрожащей рукой поглаживал седые, куцо подстриженные усы.

II сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Акӑ, тӗслӗхрен, пирӗн ваттисен сӑмахӗ те пур: «Учителӗн мӗлки ҫине те пусма юрамасть».

Вот, например, у наших предков есть такая присказка: «Не наступи даже на тень Учителя».

Геннадий Волков: «Пурне те ашшӗ-амӑшӗн чӗлхине упрама пиллетӗп» // Тантӑш. http://yaltch.cap.ru/news/2010/02/02/gen ... -am258sh27

Ачи пӗр уйӑх тултарсан, ваттисен йӑлипе, ӑна хӑнасем патне илсе тухаҫҫӗ; паллах ӗнтӗ ашшӗ-амӑшӗсем хӑйсен ачине мухтасса.

Когда ребенку исполнился месяц, его по старинному обычаю вынесли к гостям: надо думать, что родители для сына хвальбы.

Шухӑшне калани // Хӗветӗр Уяр. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 112–113 стр.

Уйӑх календарӗ тӑрӑх пӗрремӗш уйӑхра ваттисен сӑнӗсем умне парне памалли япаласене — чи хитре чашӑк-тирӗке тултарнӑ тӗрлӗ апат-ҫимӗҫе — хураҫҫӗ; пуҫҫапакансем ҫав тери нумаййӑн пухӑнаҫҫӗ, вӗсем мӗн те пулин ҫаклатса каясран яланах сыхӑ пулмалла: пирӗн пӗр вӑхӑтлӑх тарҫӑ кӑначчӗ.

В первый месяц года приносились жертвы перед изображениями предков; приношения были обильные, посуда богатая и разнообразная, участвующих в церемонии было множество, так что за утварью приходилось присматривать: мы держали только одного временного работника.

Тӑван ял // Николай Иванов. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 17–30 стр.

Чӗрӗ юлнисем ҫӗрле каллех пӗрле пухӑннӑ та, пӗр патрон юлмиччен тытӑнса тӑрса, тинӗс ҫинчи ваттисен сӑмахӗнче каланӑ пек: «Вилетпӗр, анчах парӑнмастпӑр!» — тесе приказа пурнӑҫлама тӑрӑшнӑ.

Но ночью все, кто уцелел, снова собрались вместе, решив держаться до последнего патрона и выполнить приказ хотя бы по славной морской поговорке: «Погибаем, но не сдаемся!»

Улттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Аса ил-ха ваттисен «шакла пуҫлӑ манах умӗнче хураха вӑл шаклишӗн ятлаҫас!» текен сӑмахне.

«Перед лысым монахом поносишь бандита за лысину»?

Супӑнь // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 131–145 стр.

Ахальтен мар ҫав ваттисен сӑмахӗнче: «Халӑхпа нуша курни вӑл туйра савӑнни», теҫҫӗ.

Недаром говорит пословица: «На миру страдать, что на свадьбе гулять».

III. Ҫурҫӗрелле! // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

«Куҫран ҫухалсан, чӗререн те тухса ӳк», — тет пӑлхар ваттисен сӑмахӗ.

«С глаз долой — из сердца вон», — гласит болгарская пословица.

XVIII. Кандов // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ултӑ уйӑх каялла тата Марко сӑмах тӗлне «тамӑк хуранӗ» пирки асӑнсаччӗ те, Ставри пуп та ӑна ваттисен сӑмахӗпе юптарса ҫапла каларӗ: — Уруна йӗпетмесӗр пулӑ тытаймастӑн, — терӗ.

Месяцев шесть назад Марко как-то раз упомянул в разговоре о «чреве адовом», на что поп Ставри тут же ответил пословицей: — Волков бояться — в лес не ходить.

XIV. Кӗпҫе патӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Пусмӑрта пурӑннӑ май ваттисен ҫак сӑмахӗ вӑй илнӗ те: «Тайма пуҫа хӗҫ витмест», — теҫҫӗ.

В эпоху рабства родилась унизительная пословица: «Повинную голову меч не сечет».

XXXII. Турӑ ҫӳлте, патша инҫетре // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Пӗр каҫхине Давыдов патне, хваттерне, ваттисен делегацийӗ пырса кӗчӗ.

Вечером как-то к Давыдову на квартиру пришла делегация от стариков.

37-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех