Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ваттисен (тĕпĕ: ватӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Мӑшӑрлӑ япалана пӗлтерекен сӑмахсене пӗтӗмлетӳ пӗлтерӗшлӗ пулнӑ чух тата вӗсем фразеологизмсен, ваттисен сӑмахӗсен тытӑмӗнче тӑнӑ чух, паллах, пӗрреллӗ хисепре усӑ куратпӑр.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш орфографийӗн хуҫисем камсем? // Галина Абрамова. Хыпар, 2017.07.21

Ӑна чӑваш халӑх йӑли-йӗркипе, ваттисен каларӑшӗсемпе, тӑван чӗлхепе тӗрӗс те типтерлӗ калаҫассипе ҫыхӑнтарнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш пики — пуласлӑх хуҫи // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2015.12.18, 241-242 (26903-26904)№№

Вӗсем ваттисен сӑмахӗсенче те тӗл пулаҫҫӗ: «Тытман пуртӑ тутӑхать», «Вичкӗн пуртӑ та хӑйӗн аврине касаймасть», «Туптаман ҫава - ҫава мар», «Пурнӑҫ пуласси кӗреҫе авринчен килет, тенӗ», «Кил хушшинче кӗвенте хуҫӑкӗ те кирлӗ», «Кӗнчелепе тӗнче тытаймӑн», «Сухапуҫ тӑрантарать, тарӑху пӑхӑнтарать», «Витмен кусарпа ҫурт пурас ҫук», «Инҫе ҫула йӗп те йывӑр», «Ҫӗнӗ шӑпӑр ҫӗнӗлле шӑлать» тата ытти те.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫе мӗн ачаран вӗрен // Наталия МАТВЕЕВА. Тантӑш, 2015.11.26

Ҫак ваттисен сӑмахне аса илсе район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Леонид Николаев ҫӗр ӗҫченӗсене ҫуракине кӗске вӑхӑтра тата пысӑк пахалӑхпа ирттерме сунчӗ.

Вспомнив пословицу, глава администрации района Леонид Николаев пожелал земледельцам закончить весенний сев в короткое время и качественно.

Хресчен ыррине кӗтет // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/2802-khr ... rine-k-tet

Хӗвелтухӑҫ халӑхӗсен ҫакӑн пек ваттисен сӑмахӗ пур: ӑсли тырпул ҫитӗнтерет, нумай ҫул пурӑнса пысӑк ӑс-хакӑл пухни тӑпра пулӑхне лайӑхлатать.

У восточных народов есть такая пословица: умный выращивает хлеба, тот, кто прожил много лет и нажил большой опыт, улучшает плодородность почвы.

Пулӑхлӑ тӑпра – чӑн тупра // Вячеслав АЛЕКСЕЕВ. http://putpobedy.ru/publikatsii/2822-pul ... ch-n-tupra

«Ват юманӑн тымарӗ ҫирӗп», — тесе вӗрентет пире тӑван халӑхӑн ваттисен сӑмахӗ.

"У старого дуба корни прочные", - учит нас пословица родного народа.

Тӑван чӗлхе тымарӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/lib/haylav/7348.html

Чӑвашсен пин-пин ваттисен сӑмахӗ ним ҫукран ҫуралман ӗнтӗ.

Слово тысяч чувашских стариков не родилось конечно из ничего.

Ҫынсем ухмахлана пуҫланӑ-ши? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/4757.html

Ваттисен сӑмахне итлеме пӑрахрӑмӑр, хамӑр ӑспа пурӑнатпӑр тесе тем тепӗр хӑтланатпӑр.

Куҫарса пулӑш

«Чӗлхӳ пыл пек пылак пултӑр…» // Ив. САЛАНДАЕВ. «Шӑмӑршӑ хыпарӗ», 2017.08.11

Паянхи кун маттур хӗрарӑм ялти ваттисен канашне ертсе пырать.

Куҫарса пулӑш

Кӑмӑлӗ - ырӑ, алли - ылтӑн // А.ЕЖЕРГИНА. «Каҫал Ен», 09.06.17

Ку ваттисен сӑмахӗ мӗне пӗлтерет-ха?

Куҫарса пулӑш

Вӑрӑн пуҫри ҫӗлӗкӗ ҫунать // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/content/3120-%D0%92% ... D1%8C.html

Хайхи хама та ҫак ваттисен сӑмахӗ мӗнле пулса кайни кӑсӑклантарса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрӑн пуҫри ҫӗлӗкӗ ҫунать // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/content/3120-%D0%92% ... D1%8C.html

«Вӑрӑ пуҫӗ ҫинче ҫӗлӗк ҫунать» текен ваттисен сӑмахӗ пирки пурте илтнӗ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрӑн пуҫри ҫӗлӗкӗ ҫунать // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/content/3120-%D0%92% ... D1%8C.html

Ваттисен сӑмахӗ.

Пословица.

Ку кулӑшла тӗлӗкрен вӑран та… // Римма ПРОКОПЬЕВА. «Хыпар», 2015.10.07, 196№

Урӑхла каласан, мӑн асаттесен, ваттисен пурнӑҫне ҫамрӑксем тӑсаҫҫӗ.

Говоря иначе, жизнь прадедов, родителей продолжает молодежь.

«Кӗркунне ҫынна хӑйпе хӑй пулма май парать» // Роза Власова. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

Элеваторӑн пуҫлӑхӗсем ветерансене манса каймаҫҫӗ, кварталта пӗрре 3-4 михӗ ҫӑнӑх е сӑсӑл параҫҫӗ, Ваттисен кунне, Ҫӗнӗ ҫул тата ытти уявсене парнесемпе саламлаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӑрӑнтӑк 65 ҫулта // Сувар. «Сувар», 24(702)№, 2007.06.15

Кӗлӗ сӑмахӗсен стильне йӗркелеме пулӑшнӑ пурнӑҫ философине (ӑна ваттисен ҫапла сӑмахӗсемпе палӑртма пулать: «Тайма пуҫа хӗҫ витмест», «Выртан каска мӑкланнӑ, ҫӳрен каска якалнӑ») ӑша хывнӑ И.Я.Яковлев халӑхӑмӑра цивилизаци ҫулӗ ҫине тепӗр хут илсе тухма мехел ҫитерет.

И.Я.Яковлев, впитавший философию жизни, которая помогла выстроить стиль молитвенных слов (ее пословицами можно отметить так: "Поклонившую голову меч не берет", "Лежачий чурбан покрылся мхом, передвигающийся чурбан становится гладким") нашел силы еще раз вывести народ на путь цивилизации.

Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем // Виталий Родионов. Пилсемпе кӗлӗсем // Шупашкар: Чӑваш кенеке издательстви, 2005. — 5-11 с.

Ваттисен пил сӑмахне Чӑваш ваттисен тӗп канашӗн ертӳҫи Виталий Станьял тата Чӑваш халах ӑс-хакӑлӗпе ӳнер академийӗн президенчӗ Евгений Ерагин тухса каларӗҫ.

Благословение старейшин озвучили руководитель Центрального совета чувашских старейшин Виталий Станьял и президент Чувашской народной академии наук и искусств Евгений Ерагин.

«Чемен картинче» пӗтӗм чӑвашсен Ҫимӗкӗ иртрӗ // Аҫтахар Плотников. http://chuvash.org/news/12773.html

Халӑх академикӗсемпе ваттисен хуралӗн хастарӗсем хӑйсен пӗрлехи анлӑ ларӑвне ирттерчӗҫ.

Народные академики и активисты народного хурала провели свое совместное заседание.

Чӑваш сӑмахлӑхӗн те черечӗ ҫиттӗрех // Денис ГОРДЕЕВ. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Анне тортсене чӑваш тӗррипе, ялавӗпе, гербӗпе илемлетет, ваттисен сӑмахӗсене ҫырать.

Куҫарса пулӑш

«Чӑваш чӗлхи кирлине туйрӑм» // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.19, 19 (6112) №

Ваттисен ҫак сӑмахне Зоринсен йӑх-тымарӗн кун-ҫулӗ туллин ҫирӗплетет.

Куҫарса пулӑш

Юрий Зорин: Шӑл ыратни мӗн таран тертлине лайӑх пӗлетӗп // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех