Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӑл тӑвакан пӗтӗмлетӳсемпе тата формулӑсемпе инженери ӗҫӗнче те ӑнӑҫлӑн усӑ курма май пулнӑ.Его выводы и формулы с успехом можно было применить и в инженерном деле.
Вунмккӗмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Сӑмах май, паянхи кунхи тӗп ӗҫсенчен пӗри — икчӗлхеллӗ корпуса пуянлатасси — ӑнӑҫлӑн пурнӑҫланса пырать.
Чӑваш халӑх сайчӗ 14 тултарчӗ! // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/23001.html
«Экспедици участникӗсене, пӑрлӑ океан тӑрӑх пӗр чарӑнмасӑр ишсе тухас задачӑна ӑнӑҫлӑн пурнӑҫланӑскерсене, хӗрӳллӗ салам!»
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ҫак ӗҫ манӑн ӗмӗрте пулса иртнине тата халӗ ӗнтӗ эпӗ император Александр йӑвашшӑн патшара ларнӑ вӑхӑтра пурӑннине аса илетӗп те ҫутта кӑларас ӗҫпе ҫынна хӗрхенес йӗрке ӑнӑҫлӑн сарӑлса пынинчен тӗлӗнсе ҫеҫ тӑратӑп.
Улттӑмӗш сыпӑк. Пугачевщина // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Анчах пӗррехинче (Алексей вӑл шартлама сивӗ куна яланлӑхах астуса юлнӑ, ун чух яп-яка пӑр тӑрӑх ҫил типӗ юра йӑрӑм-йӑрӑм ярӑмсемпе вӗҫтерсе хӑваланӑ) — вӑл темле ӑнӑҫлӑн хусканса кайрӗ.
11 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Икӗ ҫул хушши ӑнӑҫлӑн ӗҫлени сыхлануллӑха кӑштах чакарнӑ.Два года успешной работы в подполье несколько усыпили бдительность товарищей.
VIII сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Сметонс хай вара, аллисене пилӗк ҫумне тытса, ухмахла кулса, тулли кӑмӑлпа савӑнса пӑхса тӑнӑ; кӑткӑс ӗҫе вӑл ҫав тери ӑнӑҫлӑн татса панӑ-ҫке.
Сметонс // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Ҫав каҫхине Елинексем патне вӗсем, тӗрӗссипе, Юнкерс заводӗнчи ячейкӑна ӑнӑҫлӑн арестленӗ хыҫҫӑн хавхаланса ҫула май кӗнӗ.
IV сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Чӑн та, вӑл пӗчӗк Сашӑна вӗрентес тесе тӑрӑшсах кайман, ӑна алхасма ирӗк панӑ, йӑлишӗн кӑна пулакан урокӗсенче хытах ыйтман, — анчах музыкӑна ӑнӑҫлӑн вӗренсе пыракан хӗр вӗренӳре мӗнле ӗлкӗрнине тӑрӑшсах сӑнанӑ вара, сехечӗ-сехечӗпе унпа юнашар фортепьяно умӗнче ларса ирттернӗ.
XI сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Нимӗҫсен оборонине ӑнӑҫлӑн ҫӗмӗрме ку питех те кирлӗ пулнӑ.Это имело особенно важное значение в случае успешного прорыва немецкой обороны.
14 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Ыранхи ҫапӑҫу ӑнӑҫлӑн пуласси ҫавӑнтан килнӗ.От этого в значительной степени зависел успех завтрашнего боя.
1 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
1978 ҫулта ӑна ӑнӑҫлӑн вӗҫлесе тӑван яла таврӑннӑ, малтанах шкулта медсестрара тӑрӑшма пикеннӗ.
Юратнӑ ӗҫре – 40 ҫул ытла // Н.КАЛАШНИКОВА. Каҫал ен, 2019.06.14, http://kasalen.ru/2019/06/14/%d1%8e%d1%80%d0%b0%d1%82%d0%bda-ec%d1%80%d0%b5-40-c%d1%83%d0%bb-%d1%8b%d1%82%d0%bb%d0%b0/
Менторсем студентсене панӑ вӑхӑтне ӑнӑҫлӑн йӗркелеме пулӑшӗҫ, ыйтӑвӗсене тивӗҫтерӗҫ, проектӑн ятарлӑ хатӗрӗсемпе мӗнле ӗҫлемеллине тата пӗрлешӳри шыв-йӗркене мӗнле пӑхӑнмаллине ӑнлантарса парӗҫ.
Кодӑн кашни йӗркипе тӗнчене лайӑхлатма пулӑш! // Google. https://github.com/ftyers/gsoc-flyers/bl ... er.chv.odt
Эпӗ шанатӑп: ҫак ҫул шайӗнче вӑй илекен хисеп, шанӑҫ тата пулӑшу принципӗсем пире хамӑр умра тӑракан социаллӑ пурнӑҫпа экономика тата политика тӗлӗшӗнчи кӑткӑс тӗллевсене ӑнӑҫлӑн татса пама май парӗҫ.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2019) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 17b202c0e3
Ял ҫӗрӗнче фельдшерпа акушер пункчӗсене тӑвас ӗҫ ӑнӑҫлӑн пурнӑҫланать.Успешно осуществляется строительство фельдшерско-акушерских пунктов в сельской местности.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2019) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 17b202c0e3
Парти проекчӗсем пирки калас-тӑк — вӗсене регион уйрӑмӗ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗпе, республика Правительствипе пӗрле ӑнӑҫлӑн пурнӑҫласа пырать.
Николай Малов: «Вӑй-хӑват ҫӑлкуҫӗ — шалти килӗшӳлӗх» // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№
Халӗ пӗтӗм Совет Союзӗпе ҫак пысӑк та чыслӑ задачӑна ӑнӑҫлӑн пурнӑҫа кӗртессишӗн кӗрешеҫҫӗ.
Вулакансем лайӑх кӗнеке кӗтеҫҫӗ // Я. ПАВЛОВ. «Чӑваш коммуни», 1941, кӑрлач, 22, 18(5733) №
2. Вара Симон хӑйӗн икӗ аслӑ ывӑлне, Иудӑпа Иоана, чӗнсе илнӗ те вӗсене ҫапла каланӑ: эпӗ хам та, манӑн тӑванӑмсем те, манӑн аттемӗн килӗ те мӗн ҫамрӑкран паянхи кунчченех Израиль тӑшманӗсене хирӗҫ вӑрҫнӑ, хамӑр алӑпа Израиль халӑхне нумай хутчен ӑнӑҫлӑн ҫӑлса хӑварнӑ.
1 Мак 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Унран сехӗрленсе, саккуна уяманнисем йӑвашланнӑ, йӗркесӗр ӗҫ тӑвакансем ун умӗнче пурте шикленсе тӑнӑ, хӑйӗн халӑхне вӑл ҫапла ӑнӑҫлӑн хӑтарса пынӑ.
1 Мак 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Вӑл халӑха ӑнӑҫлӑн Турӑ енне ҫавӑрнӑ, йӗркесӗр пурӑнӑҫӑн ирсӗрлӗхне пӗтернӗ; 4. Турӑран хӑпас халӑха тӳрӗ ҫулпа илсе кайнӑ, саккуна уяман ҫынсен вӑхӑтӗнче саккунсӑрлӑх йӗрӗнчӗкне кӑкланӑ.
Сир 49 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.