Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Чупса (тĕпĕ: чуп) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
28. Хӗр чупса кайнӑ та килӗнче ҫакӑн ҫинчен амӑшне каласа кӑтартнӑ.

28. Девица побежала и рассказала об этом в доме матери своей.

Пулт 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

20. Вара ҫавӑнтах хӑй кӑкшӑмӗнчи шывне валашкана янӑ та татах пусӑ патне [шыв] ӑсма чупса кайнӑ, унӑн пур тӗви валли те шыв ӑсса панӑ.

20. И тотчас вылила воду из кувшина своего в поило и побежала опять к колодезю почерпнуть [воды], и начерпала для всех верблюдов его.

Пулт 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

17. Чура ӑна хирӗҫ чупса пырса каланӑ: кӑкшӑмунтан мана кӑштах шыв ӗҫтерсемччӗ, тенӗ.

17. И побежал раб навстречу ей и сказал: дай мне испить немного воды из кувшина твоего.

Пулт 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

7. Авраам хӑй кӗтӗвӗ патне чупса кайнӑ та, лайӑх ҫамрӑк пӑру тытса, ӑна тарҫине панӑ, лешӗ ӑна васкасах хатӗрле пуҫланӑ.

7. И побежал Авраам к стаду, и взял теленка нежного и хорошего, и дал отроку, и тот поспешил приготовить его.

Пулт 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Вӗсене курсассӑн, вӑл, чатӑрӗн алӑкӗ умӗнчен вӗсене хирӗҫ чупса кайса, ҫӗре ӳксе пуҫҫапнӑ та 3. каланӑ: эй Патша! эпӗ Сан умӑнта ырӑлӑх тупрӑм пулсассӑн, Хӑвӑн чурунтан пӑрӑнса иртсе ан кай; 4. кӑштах шыв илсе килӗҫ, сирӗн урӑрсене ҫӑвӗҫ; вара ҫак йывӑҫ айӗнче канса илӗр, 5. эпӗ ҫӑкӑр илсе килӗп, эсир вара чӗрӗрсене сыпӑнтарӑр; унтан [хӑвӑр ҫулӑрпа] кайӑр; эсир хӑвӑр чурӑр умӗнченех иртсе каятӑр-ҫке, тенӗ.

Увидев, он побежал навстречу им от входа в шатер [свой] и поклонился до земли, 3. и сказал: Владыка! если я обрел благоволение пред очами Твоими, не пройди мимо раба Твоего; 4. и принесут немного воды, и омоют ноги ваши; и отдохните под сим деревом, 5. а я принесу хлеба, и вы подкрепите сердца ваши; потом пойдите [в путь свой]; так как вы идете мимо раба вашего.

Пулт 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Чечек лавкки тӗлне ҫитсен хайхискер хӑйӗн сумкисене тыттарса хӑварчӗ те чупса кайрӗ, пӗр ҫыхӑ мар, пӗр ҫӗклем чечек йӑтса тухса парнелерӗ.

Куҫарса пулӑш

Анатолий Никитин: «Ҫынпа калаҫнӑ чухне те пуҫра кӗвӗ янӑрать» // Дмитрий МОИСЕЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Чупса пытӑмӑр.

Прибежали.

Салтак шинелӗ ҫӑлса хӑварнӑ // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Хӗрача вӑл килнине пӗлсен чупса пырса ыталанӑ та: «Анне», — тенӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрре курсах ӑнланнӑ: унӑн хӗрӗ // Ирина КОШКИНА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Кӑҫал сурӑхсем усрама тытӑнтӑмӑр, халӗ акӑ витере путексем чупса ҫӳреҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ачаранпах выльӑх пӑхса ӳснӗ // Ирина КОШКИНА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

1963 ҫулта июнь уйӑхӗнче тухнӑ «Ленинец» хаҫат ҫапла пӗлтерет: «100 м чупас, ҫӳллӗшне ҫикес, йӗтре (ядро) тӗртес енӗпе Апашри Зоя Александровӑна ҫитекенни пулмарӗ. Леня Григорьев 100 м, Миша Петров 200 м чупса мала тухрӗҫ. Спортӑн пур енӗпе илсен «Урожай» спорт пӗрлешӗвӗн куҫса ҫӳрекен кубокне Апашсем тивӗҫрӗҫ».

Куҫарса пулӑш

Ҫаврӑнса пӑхсан та – ҫитӗнӳсем // ЛЕОНИД ПАВЛОВ. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Маргарита Николаева вара 3000 тата 400 метр тӑршшӗсенче пьедесталӑн чи ҫӳллӗ картлашки ҫине хӑпарма тивӗҫнӗ, 800 метра виҫҫӗмӗш чупса ҫитнӗ.

Куҫарса пулӑш

Смоленскран – медальсемпе // Татьяна Майорова. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

60 ҫултан аслӑрах хӗрарӑмсенчен йӗтре тӗртессипе Роза Алексеева чемпион пулса тӑнӑ, 800 тата 1500 метр тӑршшӗне чупса иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Смоленскран – медальсемпе // Татьяна Майорова. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Выляса, чупса ӗҫленӗ, ача-пӑча утӑ купи ҫинчех ҫывӑрнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫре телей тупнисем // Лидия САРИНЕ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

Районти культура ӗҫченӗсем, ялсенчен катаччи чупса килнӗ Ҫӑварни пикисем чӑнласах та картинка ҫинчи пекех капӑр та илӗртӳллӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑварни хӗрӗ — картинка, картинкки катаччи чупма… // Н. МАЗЯКОВА. «Авангард», 2016, пуш, 11

Мартӑн 5-мӗшӗнче Комсомольски вӑрман уҫланкине пухӑннисем йӗлтӗрпе чупса ӑмӑртрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Йӗлтӗрпе чупса савӑнчӗҫ // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

Патӑрьелсем хӗле лашапа катаччи чупса ӑсатнӑ, тӗрлӗ ӑмӑртура вӑй виҫнӗ.

Куҫарса пулӑш

Эй, Çăварни, Çăварни, килсе çитрĕ уяв эрни! // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№

Удмуртпа Чӑваш республикисен чысне хӳтӗлекен Елена Наговицына 5000 метрлӑ дистанцие виҫҫӗмӗш чупса тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрисем — Мускавра, теприсем — Сочире // Юрий ПЛОТНИКОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

«Эсӗ - пирӗн анне, ҫавӑнпа юрататпӑр та сана», - сцена ҫине чупса тухрӗҫ тӗпренчӗкӗсем.

"Ты наша мама, поэтому мы и любим тебя", - выбежали на сцену ее кровинушки.

Эх, мĕнлескер... // Марина ТУМАЛАНОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.05

Ачасем чупса пырса жгут хурса ҫыхрӗҫ.

Прибежали ребята, наложили жгут.

Хӑрасан та каялла чакман // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016, кӑрлач, 21; 23–24№

«Пӗрре ҫапла шӑллӑмӑн улттӑри ачи чупса кӗчӗ те, «Альтюк аппа паян качча каять!» - тесе шавлама тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

«Арапуҫ кӗперӗ пӗрлештерчӗ...» // Виктория Вышинская. http://hypar.ru/ru/node/15771

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех