Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Чупса (тĕпĕ: чуп) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӗсем хапха умне чупса ҫитнӗ ҫӗре шалкӑм ҫумӑр витререн тӑкнӑ пек тӑкса ячӗ.

К моменту, как они добежали до ворот, пошел проливной дождь, как из ведра.

Ҫиҫӗм Натюш // Людмила Сачкова. Людмила Сачкова

Натюш урамра ачасемпе выляса чупса ҫӳретчӗ – сисмен те, ҫанталӑк тӗттӗмленсе килчӗ, тӑхлан тӗслӗ пӗлӗтсем хӗвел анӑҫӗнчен йӑтӑнса тухса хӗвеле хупларӗҫ те хучҫ.

Натюша играла с детьми на улице - и не заметила, что погода испортилась, свинцового цвета тучи вывалились со стороны запада и закрыли солнце.

Ҫиҫӗм Натюш // Людмила Сачкова. Людмила Сачкова

Ир-ирех сысна витине ҫурасене курма чупса кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял пурнӑҫне кӑмӑллакан Типшӗм Андрей // Луиза Васильева. «Тантӑш», 2017.02.02, 4(4521)№

Куҫна уҫнӑ-уҫманах картише чупса тухатӑн.

Куҫарса пулӑш

Ял пурнӑҫне кӑмӑллакан Типшӗм Андрей // Луиза Васильева. «Тантӑш», 2017.02.02, 4(4521)№

Чи малтанах пӳрте те мар, сарайне чупса кӗрӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял пурнӑҫне кӑмӑллакан Типшӗм Андрей // Луиза Васильева. «Тантӑш», 2017.02.02, 4(4521)№

«Пӗлтӗр куҫ умӗнчех сурӑха таптаса кайрӗҫ. Водитель ҫӑмӑл машина хӑвӑртлӑхне чакарнине курсан ун патне чупса пытӑм. Кабинӑна уҫса ҫӑрине кӑларса илтӗм. «Вилнӗ сурӑх какайне туян — вара малалла кайма пултаратӑн», — терӗм. Вӑл вӑрах шухӑшламарӗ — 3 пин те 500 тенкӗ кӑларса тыттарчӗ», — аса илет ҫак урамра пурӑнакан Владимир Андреев почтальон.

Куҫарса пулӑш

Шухӑ водительсем саккуна уямаҫҫӗ, ҫынсене шеллемеҫҫӗ // Марина ГРИГОРЬЕВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.06.18, 23(945)№

Татьяна юлашки вӑйне пухса чупса ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Ҫак вӑхӑтра ҫыран хӗррине ҫитӗ-ннисем чупса ҫитрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Шыраканӗ сисиччен чупса пырса патака ярса тытаҫҫӗ те тупнӑ ача ятне каласа пӗр-пӗр пӗренене е ятарлӑ юпана ҫавӑншӑн тесе шаккаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хурала (вӑйӑ) // Сувар. «Сувар», 26(704)№, 2007.06.29

Шывра пулӑсем ишеҫҫӗ, хӑть алӑпа тыт, хӑмӑшсем хушшинче кӑвакалсем нартлатаҫҫӗ, темиҫе мулкач хӑрамасӑр ҫумранах чупса иртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Чикету патӗнчи ҫапӑҫу // Сувар. «Сувар», 26(704)№, 2007.06.29

«Халӗ те чупатӑн-и-ха? Чупса ывӑнмарӑн-и?» — теҫҫӗ ҫул ҫинче тӗл пулсан.

"И сейчас бегаешь? Не устал бегать?" - спрашивают, когда встречаются на дороге.

Сухаллӑ ҫыннӑн ӗмӗрӗ вӑрӑм, сывлӑхӗ ҫирӗп // А.ПЕТРОВ. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

Кӑнтӑрларан кӗртсе паратӑп, – тесе васкаса чупса кӗчӗ арҫын.

По полудню занесу, – говорит забежавший мужик.

Почта та, лавкка та // Сувар. «Сувар», 24(702)№, 2007.06.15

Савӑннипе хыпаланса чупса ҫитрӗм.

От радости торопясь прибежал.

Пулӑҫӑ // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08

Пире пулӑшакан Турӑ, пирӗн хута кӗрекен Турӑ, пире шеллекен Турӑ, пире ҫылӑхран хӑтаракан Турӑ! Ҫӳлте вӗҫсе ҫӳрекен инкек-синкекрен, чупса ҫӳрекен инкек-синкекрен, утса ҫӳрекен инкек-синкекрен, ларса тӑракан инкек-синкекрен, выртса тӑракан инкек-синкекрен, Турӑ ашшӗ, Турӑ амӑшӗ, инкек-синкеке сирсе тӑр, курайман тӑшмана сыхласа тӑр.

Господь, всем помогающий, Господь, за всех заступающий, Господь всех жалеющий, Господь от греха всех спасающий! От бед витающих на верху, от бед бегущих, от бед идущих, от бед сидящих, от бед лежащих, Отче Божий, Матерь Божья, разведи беду, от лютых врагов убереги.

Кил пуҫӗн кӗлли (15) // халӑх пултарулӑхӗ. Пилсемпе кӗлӗсем // Шупашкар: Чӑваш кенеке издательстви, 2005. — 16 с.

Тата ку ӗҫ-пуҫпа чупса пӗр кун ӗҫе тухаймарӑм...

Еще один день не вышел на работу из-за беготни по этому делу.

«Элек саракансемех пулӑшу ыйтма килеҫҫӗ» // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.30, 25 (6118) №

Чупса тарма юрамасть, ӑнсӑртран тепӗр ҫӗлен ҫине пусма пулать.

Нельзя убегать, можно нечаянно наступить на другую змею.

Ҫӗлен сӑхасран асарханӑр! // Елена ЕГОРОВА. «Сывлӑх», 2016.06.29. 25№

Володя пӳртре чупса ҫӳрекен Петрушӑна икӗ панулми тыттарчӗ.

Володя дал Петрушке, который бегал по дому, два яблока.

Аманнӑ чӗресем // Сувар. «Сувар», 22(700)№, 2007.06.01

Шыв хӗррипе чупса аннӑ Эльза арҫын ачана, унтан ӑна ҫӑлакана алӑ тӑсса пачӗ.

Эльза, подбежавшая к реке, протянула руку мальчику, а затем и спавшему его.

Аманнӑ чӗресем // Сувар. «Сувар», 22(700)№, 2007.06.01

Анатарах чупса вӑл сикме меллӗ вырӑн шырарӗ.

Он побежал вниз, стараясь найти удобное место для прыжка в воду.

Аманнӑ чӗресем // Сувар. «Сувар», 22(700)№, 2007.06.01

С: Чӑннипе те кросс чупса район шайӗнче темиҫе ҫул пӗрремӗш вырӑнсем йышӑнтӑмӑр.

С: По правде несколько лет по кроссу в районе занимали первые места.

Ҫӗнӗ пурнӑҫа — ҫамрӑк хӑватпа // Сувар. «Сувар», 21(699)№, 2007.05.25

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех