Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Чупса (тĕпĕ: чуп) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пурте куратпӑр-пӗлетпӗр, чупса ҫӳрекен кӑкарман йытӑсем кашни ялта тенӗ пекех пур.

Куҫарса пулӑш

Йытӑсене тытассине йӗркеленӗ // В. ШАПОШНИКОВ. https://www.zp21rus.ru/obshchestvo/8986- ... e-j-rkelen

Йытӑсене ирӗклӗн чупса ҫӳреме чарассин ыйтӑвӗпе Муркаш ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗпе Андрей Мясниковпа тӗл пулма тиврӗ.

Куҫарса пулӑш

Йытӑсене тытассине йӗркеленӗ // В. ШАПОШНИКОВ. https://www.zp21rus.ru/obshchestvo/8986- ... e-j-rkelen

Муркаш ялӗнче пурӑнакан ҫын район центрӗнче ирӗклӗн чупса ҫӳрекен хуҫасӑр йытӑсем йышланса кайни пирки шӑнкӑравласа пӗлтернӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

Йытӑсене тытассине йӗркеленӗ // В. ШАПОШНИКОВ. https://www.zp21rus.ru/obshchestvo/8986- ... e-j-rkelen

Ку ӗҫе вӗҫлесен, базӑна каялла чупса кӗрет те шӑрпӑка чӑртлаттарма тапратать.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑтмахра пурӑнакана суда мӗн-ма чӗнеҫҫӗ-ха! // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Ӑна илме тесе машини патне чупса пырать ҫеҫ — укҫа таврашне кабинӑна ытла тирпейсӗррӗн пӑрахнине, апла тума юраманнине ӑнкарса илет, хыпӑна-хыпӑна нухрата багажника майласа хурать.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑтмахра пурӑнакана суда мӗн-ма чӗнеҫҫӗ-ха! // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Картуна ҫаврӑнса ҫитсен, хӑйпе «лайӑх рифмӑланакан» кӳрши патне чупса каять Левен.

Куҫарса пулӑш

Лапшу Ҫтаппанӗн халапӗ мар // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Пурнӑҫ — сивӗ мыскара: Эп куратӑп Кампура — Васкасах чупса килет — Редакцилет ват тилле…»

Куҫарса пулӑш

Поэтсем ӑҫта пурӑнаҫҫӗ-ши! // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Ӑнланмалла-и, сволочь?! — вара, хӑйне тытса хӗнесрен хӑранӑн, йӑпӑр-япӑр чупса пырса кабинӑна чӑмать хуняма.

Куҫарса пулӑш

Хуняман асран кайми авансӗ // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Ҫитет пуль катаччи чупса.

Куҫарса пулӑш

Арӑм парни — сысна валашки // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Уртем, ун-кун пӑхса, халӑхран тӑрук аванмарланса, ҫырманалла чупса анать.

Куҫарса пулӑш

Арӑм парни — сысна валашки // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Уртем, урсах кайнӑскер, ҫынсемпе пӗрле Юкур арӑмӗ Укахви чупса пынине те сисмест.

Куҫарса пулӑш

Арӑм парни — сысна валашки // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Ҫӑкӑр туянма пынӑ Утмӑлтурат Уртеме, Маруҫ пиччӗшӗ, йӑмӑкӗпе магазинта тем латлӑ марри пулнине чухласа, йӑмра айне чупса пырать.

Куҫарса пулӑш

Арӑм парни — сысна валашки // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Эсӗ алӑк уҫнӑ-уҫман ҫав Селендеев сана хирӗҫ йӑпӑр-йӑпӑр чупса пырать, йӑл-йӑл кулса алӑ тытать, сӗтел хушшине пырса ларса, сифонран тапса тухакан газлӑ шыв ӗҫтерет, вара эсӗ мӗн ҫӑмӑлпа ҫӳренине питӗ сӑпайлӑн ыйтса пӗленҫи тӑвать.

Куҫарса пулӑш

«Ну, робот, тӳс тулӗк!..» // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Тӑрса, тӑлтти-талтти чупса, ҫирӗм-вӑтӑр утӑмри уҫланка чаштӑртатса тухать вӑл тӗмсем хушшипе.

Куҫарса пулӑш

Ниме! Асран кайми ниме… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Левенпе Тамара чупса тухнӑ ҫӗре урайӗнче саркаланса выртать, хар та харах тутарать.

Куҫарса пулӑш

Ниме! Асран кайми ниме… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Кӗҫ-вӗҫ тапранса каяс чух иккӗмӗш таксист чупса пырать.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑтмах ҫынни милицие ма васкать? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

— Куркаланӑ эпир катаччи чупса, улпутланса киле-киле каякансене.

Куҫарса пулӑш

Асран кайми рифмӑсем // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Ватӑ шӑшин айван мӑнукӗ кӑна, хӑрушлӑх мӗнне пӗлмен имшеркке, тӑрук мӗншӗн пӗччен тӑрса юлнине ӑнланмасӑр, ҫынсем патне вӗтӗртеттерсе чупса тухать.

Куҫарса пулӑш

Асран кайми рифмӑсем // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

«Эпӗ спортпа яланах туслӑ пулнӑ, мана футбол, волейбол вӑййисем килӗшеҫҫӗ. ГТО нормативӗсене пурнӑҫласа хамӑн вӑя тӗрӗслес терӗм. Йӗлтӗрпе 5 км чупса тухасси маншӑн ҫӑмӑлах пулмарӗ, 700 грамлӑ снаряд ывӑтассине вара чӑрмавсӑрах пурнӑҫларӑм. ГТО комплексӗн тӗрӗслевӗсем витӗр тухса ылтӑн паллӑна тивӗҫрӗм. Спорт ахаль пурнӑҫра та пулӑшать, сывлӑха та, кӑмӑла та ҫирӗплетет. Пурне те сывӑ пурнӑҫ йӗркине тытса пыма, ГТО юхӑмне хутшӑнма сӗнетӗп. Спорт — вӑл пурнӑҫ!»

Куҫарса пулӑш

Физкультура тата спорт – сывӑ пурнӑҫ никӗсӗ // Ирина ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/11860-fizkul ... rn-c-nik-s

Ҫавӑн пекех Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ спорт мастерӗн С.В. Захарован парнисене ҫӗнсе илессишӗн, СССР тава тивӗҫлӗ спорт мастерне Н.И. Пуклакова асӑнса ҫӑмӑл атлетика енӗпе ӑмӑртусем, СССР спорт мастерне Н.Гренадерские асӑнса ҫӑмӑл атлетика енӗпе республика шайӗнчи ӑмӑртусем иртеҫҫӗ. СССР спорт мастерӗсене С.С. Уливанова тата Н.А. Сейфуллина асӑнса самбо енӗпе турнирсем, Олимп чемпионӗн В.С. Соколовӑн парнисене ҫӗнсе илессишӗн бокс енӗпе турнир йӗркелетпӗр. Унсӑр пуҫне йӗлтӗрпе чупса мала тухассишӗн Вӑрмар округӗн чемпионачӗсем, аслӑ ӳсӗмри ҫынсем хушшинче «Активлӑ вӑрӑм ӗмӗр» фестивальсем, Вӑрмар муниципаллӑ округӗн пуҫлӑхӗн Кубокне ҫӗнсе илессишӗн мини-футбол енӗпе турнир тата ытти мероприятисем те иртеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Физкультура тата спорт – сывӑ пурнӑҫ никӗсӗ // Ирина ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/11860-fizkul ... rn-c-nik-s

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех