Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Чупса (тĕпĕ: чуп) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ман пата чупса пырса: «Ну, здравствуй, хула ачи», — тесе алла питӗ хытӑ чӑмӑртарӗ, пӳрнесене пӗр-пӗрин ҫумне ҫыпӑҫтарса лартнӑн туйӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 3–48 с.

Ҫеркей ҫи-пуҫне улӑштаркаланӑ тӗле витрисене шалтӑртаттарса чупса та килчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 3–48 с.

Ӑна кӗл туса, апат-ҫимӗҫпе тулӑхлӑ сӑйланса, кӑмӑс ӗҫсе, ташӑсемпе халӑх вӑййисем ирттерсе, юланутпа чупса уявлаҫҫӗ, уяв вӑхӑтӗнче вӑйлӑ та ҫаврӑнӑҫуллӑ каччӑсен ӑмӑртӑвӗсем те иртеҫҫӗ.

сопровождаемый обрядом молений, обильным угощением и кумысопитием, танцами, народными играми, конными скачками, соревнованиями сильных и ловких парней.

Ысыах // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%AB%D1%81%D ... 0%B0%D1%85

Пӗрре кабинета сестра пӑлханса чупса пычӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӗреҫӗлен // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 240–255 с.

Тутана, пит-куҫа перӗнет, кӗлетке тӑрӑх чупса каять.

Куҫарса пулӑш

Вӗреҫӗлен // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 240–255 с.

Чупса ҫитме кӗске самант кӑна кирлӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӗреҫӗлен // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 240–255 с.

Эпӗ тӗшмӗш ҫын мар, апла пулин те, ҫакна илтсен, ҫанҫурӑм тӑрӑх сивӗ чупса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӗреҫӗлен // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 240–255 с.

Хайхи лаша кӗпер урлӑ вӗҫнӗ пек сирпӗнсе каҫрӗ, тет те, ҫӳллӗ тӑвайккинчен пӗр канмасӑр сиккипе чупса хӑпарчӗ, тет…

Куҫарса пулӑш

Вӗреҫӗлен // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 240–255 с.

Куҫсем алӑри ҫыру тӑрӑх чупса кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кӗтмен ҫыру // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 210–239 с.

Ырӑ пулас ҫуккине туйса, хӗр хӑвӑртрах пӳрте чупса кӗчӗ, чӗтрекен аллипе конверта ҫурса уҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗтмен ҫыру // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 210–239 с.

Хӗрӳ ӗҫрӗ чупса ҫӳрекен бригадир хӑйне ӗҫсӗр ларнине курнӑшӑн хӗр аванмарланнӑ пек пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗтмен ҫыру // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 210–239 с.

Чи малтан ун патне Ира чупса пычӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗтмен ҫыру // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 210–239 с.

Кӗҫех чупса килет акӑ.

Куҫарса пулӑш

Кӗтмен ҫыру // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 210–239 с.

Ҫамки ҫине усӑнса аннӑ сарӑ кӑтра ҫӳҫне каялла шӑлса хучӗ те, унӑн пӳрнисем ҫутӑ тӳмесем тӑрӑх вӗтӗртетсе чупса кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Эпилог // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

Шӑмшакӗ тӑрӑх пӗрре сивӗ, тепре вӗри чупса иртрӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

Вичкӗн ҫил вӑрмана хаяррӑн лӑскать, палаткӑпа ҫавӑрса ҫапас пек силлет, йӗри-тавра чупса ахӑрашать, пӗчӗк шӑтӑк-ҫурӑк тупса, шалалла шӑвӑнса кӗрет.

Куҫарса пулӑш

XIII // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

Урра! — кӑшкӑрса ячӗ Миша, ун патне чупса пырса.

Куҫарса пулӑш

XIII // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

Хӗвел анса, тавралӑха каҫ мӗлкийӗ хупӑрласан, Михаил Васильевич палаткине Наташа чупса кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

XII // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

Игорь, чупса кайса кил-ха.

Куҫарса пулӑш

XII // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

Ҫӗрле, ҫынсем ҫывӑрсан, хӑшпӗр чух кунта та чупса килеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XI // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех