Шырав
Шырав ĕçĕ:
2. Акӑ пӗр Закхей ятлӑ пуян ҫын, куланай пуҫтаракансен пуҫлӑхӗ, 3. Иисус еплескер-ши Вӑл тесе, ӑна курма тӑрӑшнӑ та, анчах хӑй лутра пулнӑран Ӑна халӑх хушшинчен курма пултарайман; 4. вӑл вара маларах чупса кайнӑ та Ӑна курасшӑн смоква йывӑҫӗ ҫине улӑхса тӑнӑ, мӗншӗн тесен Иисусӑн ҫав йывӑҫ патӗнчен иртсе каймалла пулнӑ.
Лк 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ашшӗ ӑна аякранах курнӑ та, хӗрхенсе, хирӗҫ чупса пырса мӑйӗнчен ыталаса чуптӑва пуҫланӑ.И когда он был еще далеко, увидел его отец его и сжалился; и, побежав, пал ему на шею и целовал его.
Лк 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
34. Мӗн пулса иртнине курсан, кӗтӳҫӗсем чупса кайнӑ та ҫакӑн ҫинчен хулара та, ялсенче те кала-кала кӑтартнӑ.34. Пастухи, видя происшедшее, побежали и рассказали в городе и в селениях.
Лк 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Вара вӗсем тупӑклӑхран тухнӑ та чупса кайнӑ; хӑйсем ӗнтӗ сехӗрленсех ӳкнӗ, ҫав тери хӑранипе никама та нимӗн те каламан.
Мк 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
36. Пӗри тата чупса кайнӑ та, сӗрхе сӑхтарнӑ губкӑна патак вӗҫне тирсе, Иисуса ӗҫме парса каланӑ: чимӗр-ха, пӑхса тӑрар, Илия Ӑна антарма килмӗ-и, тенӗ.
Мк 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Вӑл ҫула тухма хатӗрленнӗ чухне пӗр ҫын чупса пынӑ та Ун умне чӗркуҫленсе ларса Унран ҫапла ыйтнӑ: эй ырӑ Вӗрентекен! ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫа кӗрес тесен мӗн тумалла манӑн? тенӗ.
Мк 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Сысна кӗтӳҫисем чупса кайнӑ та хулара та, ялсенче те кала-кала кӑтартнӑ.14. Пасущие же свиней побежали и рассказали в городе и в деревнях.
Мк 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Иисуса вӑл аякранах курнӑ та, чупса пырса, Ӑна ӳксе пуҫҫапнӑ, 7. унтан хыттӑн кӑшкӑрса каланӑ: эй Иисус, Ҫӳлти Турӑ Ывӑлӗ!
Мк 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
47. Ҫавӑнта тӑракансенчен хӑшӗ-пӗри ҫакна илтсен каланӑ: Илияна чӗнет Вӑл, тенӗ; 48. вӗсенчен пӗри ҫав самантрах чупса кайса губка илсе килнӗ те ӑна сӗрхе сӑхтарса, патак вӗҫне тирсе Иисуса ӗҫме панӑ; 49. ыттисем каланӑ: ан чӑрман; курар-ха: Илия Ӑна ҫӑлма килет-и, тенӗ.
Мф 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Кӗтӳҫисем чупса кайса хулана ҫитнӗ те мӗн пулса иртни ҫинчен, усал ернӗ ҫынсем ҫинчен пӗтӗмпе каласа кӑтартнӑ.33. Пастухи же побежали и, придя в город, рассказали обо всем, и о том, что было с бесноватыми.
Мф 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
37. Вара куртӑм эпӗ: темӗскер, арӑслан евӗрлӗскер, вӑрмантан ӳхӗрсе чупса тухрӗ те ӑмӑрткайӑка этем сассипе каларӗ: 38. итле эпӗ хӑвна мӗн калассине тата Ҫӳлти Турӑ мӗн калассине итле: 39. Эпӗ Хам пултарнӑ тӗнчере пуҫ пулма лартнӑ тӑватӑ чӗрчунран пӗри пулмарӑн-и-ха эсӗ?
3 Езд 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Сӑваплӑ тумтир тӑхӑннӑ священниксем ӗнтӗ, ҫӗре ӳксе, пире ҫак виҫесӗр инкекре пулӑшсамччӗ, вӑйпах кӗрекен ҫынна тытса чарсамччӗ тесе аслӑ Турра кӗлтунӑ; Турӑ Ҫурчӗ тулли уласа йӗни, куҫҫулӗпе макӑрни илтӗнсе тӑнӑ; хулара юлнисем, халиччен пулманни пулнӑ тесе, пӑлханса чупса ҫитнӗ.
3 Мак 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
45. Вӑл сывланӑ-ха, шарласа юн юхнине тата йывӑр суранӗсене пӑхмасӑрах, тарӑху ҫулӑмӗпе ҫунаканскер, ура ҫине тӑнӑ та халӑх витӗр чупса кайса чӑнкӑ чул ҫинче чарӑнса тӑнӑ.
2 Мак 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
43. Васканипе вӑл вилмеллех чикӗнеймен, эшкер ӗнтӗ алӑка ҫӗмӗрме пуҫланӑ, Разис вара харсӑррӑн хӳме ҫине чупса хӑпарнӑ та ҫавӑнтан хӑюллӑн халӑх хушшине сикнӗ.
2 Мак 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Хӑйӗн йӑхташӗсене ҫапла тискеррӗн пӗтерни ҫинчен илтсессӗн, Иуда ҫакна хӑйӗн ҫыннисене пӗлтернӗ, 6. вара тӗрӗс Тӳрене Турра кӗлтуса, хӑйӗн тӑванӗсене ирсӗррӗн вӗлерекенсене хирӗҫ тухнӑ, ҫӗрле пристаньпе кимӗсене ҫунтарса янӑ, унта чупса пынисене вӗлернӗ.
2 Мак 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫавӑнпа халӑх чупса тухнӑ, кӑралпа авӑрланса, хула ҫыннисем Антиоха хӑваласа янӑ, лешӗн ӗнтӗ намӑс тӳссе каялла тармалла пулнӑ.
2 Мак 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
43. Ҫавӑн чухне Елеазар — Саваран ывӑлӗ — пӗр сӑланне патшанӑн тимӗр хӳтлӗхӗпе витнине, вӑл ыттисенчен патвартарах пулнине асӑрханӑ, ҫавӑнпа ҫав сӑлан ҫинче патша хӑй ларса пынӑн туйӑннӑ; 44. Елеазар вара Израиль халӑхне ҫӑлса хӑйӗн ятне ӗмӗрлӗхе хӑварас шухӑшпа хӑй пурӑнӑҫне те хӗрхенсе тӑман: 45. ҫар варрине ҫав сӑлан патне пӗр хӑрамасӑр ыткӑннӑ, тӑшмансене хӗҫӗпе сылтӑмалла та, сулахаялла та каса-каса пынӑ, лешӗсем ӗнтӗ икӗ еннелле сирӗлсе анчах юлнӑ; 46. вӑл ҫак сӑлан патне чупса ҫитнӗ те, унӑн айне выртса, ӑна вӗлернӗ, сӑланӗ Елеазара ая туса ҫӗр ҫине тӗшӗрӗлсе аннӑ, Елеазар ӗнтӗ ҫавӑнта вилнӗ.
1 Мак 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Ҫакна курсассӑн, Маттафия тарӑхса кайнӑ, унӑн пӗтӗм ӑшчикӗ хыпӑнса ӳкнӗ, саккуншӑн пӑшӑрханнипе унӑн ҫилли те ҫулӑмла хыпса илнӗ, вӑл вара чупса пынӑ та ҫав ҫынна чӳк вырӑнӗ умӗнчех вӗлерсе пӑрахнӑ.
1 Мак 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Эсир Манӑн тӑвӑмсен айлӑмне чупса кайӑр, тусен айлӑмӗ Асил таранах сарӑлса выртӗ; эсир Иудея патши Озия вӑхӑтӗнче ҫӗр чӗтреннинчен тарнӑ чухнехи пекех чупӑр; вара Ҫӳлхуҫа Туррӑм килӗ, Унпа пӗрле мӗнпур святой килӗ.
Зах 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Вара ҫапла пулӗ: кирек кам та сана курсанах айккинелле чупса кайӗ те калӗ: «Ниневи ҫука юлчӗ!7. И будет то, что всякий, увидев тебя, побежит от тебя и скажет: «разорена Ниневия!
Наум 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.