Шырав
Шырав ĕçĕ:
26. Пахчара кӑшкӑрашнине илтсессӗн, унта мӗн пулнине курас тесе, пӳртре пулнисем айккинчи алӑксенчен чупса кӗнӗ.
Дан 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Вара Сусанна ҫари ҫухӑрса янӑ; пуҫлӑхсем те иккӗн тан ӑна хирӗҫле кӑшкӑрашма тытӑннӑ, 25. вӗсенчен пӗри чупса кайнӑ та пахча алӑкне уҫса пӑрахнӑ.
Дан 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Акӑ тарҫӑ арӑмсем тухса кайсассӑн, икӗ пуҫлӑх та сиксе тӑнӑ та Сусанна патне чупса пырса каланӑ: 20. акӑ пахча алӑкӗсем хупӑ, пире никам та курмасть; пирӗн санпа хутшӑнас килет, ҫавӑнпа эсӗ пирӗнпе выртма килӗш.
Дан 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Ҫак пророксене Эпӗ яман, вӗсем хӑйсем чупса килчӗҫ; Эпӗ вӗсене каламан, вӗсем хӑйсем пророкла калаҫрӗҫ.21. Я не посылал пророков сих, а они сами побежали; Я не говорил им, а они пророчествовали.
Иер 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Сехӗрленсе ӳкнӗ Ассур хӑй тӗрекӗ умӗнченех чупса иртсе кайӗ; унӑн ҫулпуҫӗсем ялавран хӑраса ӳкӗҫ, тет Ҫӳлхуҫа; Унӑн вучӗ — Сион ҫинче, вучахӗ — Иерусалимра.
Ис 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Вара кирек кам та, шуйханнӑ ту качаки пек, пӑрахса хӑварнӑ сурӑхсем пек, хӑй халӑхӗ енне ҫаврӑнӗ, кирек кам та хӑйӗн ҫӗрне чупса кайӗ.
Ис 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ӑна пултаракан Ҫӳлхуҫа хӑватлӑ, Унӑн сӑмахӗпе хӗвел хӑй ҫулӗпе чупса ҫаврӑнать.5. Велик Господь, Который сотворил его, и по слову Его оно поспешно пробегает путь свой.
Сир 43 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Кӑчӑк туртсамччӗ мана, эпир сан хыҫҫӑн чупса кайӑпӑр; патша мана хӑйӗн керменне илсе кӗчӗ — сана мухтавлӑпӑр, саншӑн савӑнӑпӑр, санӑн евӗкне эрехрен мала хурӑпӑр; юратӑва тивӗҫлипе юратаҫҫӗ сана!
Юрӑ 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Унӑн мӑйӗнче вӑй пытанса тӑрать, унӑн умӗнчен сехмет чупса пырать.
Иов 41 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Иудифе курма пӗтӗм Израиль арӑмӗ чупса тухнӑ, вӗсем ӑна мухтанӑ, унӑн ячӗпе юрӑ ушкӑнӗ йӗркеленӗ; Иудифь вара аллине иҫӗм ҫулҫисемпе яваланӑ туясем илнӗ те вӗсене хӑйпе пӗрле пулнӑ хӗрарӑмсене салатса панӑ, 13. вӗсем, — Иудифь тата унпа пӗрле пыракансем, — ҫу йывӑҫӗн ҫулҫисенчен тунӑ пуҫкӑшӑльсем тӑхӑннӑ.
Иудифь 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вара вӑл халӑх патне чупса тухнӑ та кӑшкӑрса янӑ: 18. пире чурасем улталарӗҫ; пӗр еврей арӑмӗ Навуходоносор патшанӑн килне мӑшкӑл турӗ, акӑ ӗнтӗ Олоферн урайӗнче выртать, унӑн пуҫне касса илнӗ.
Иудифь 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Пурте — пӗтӗм ватти-вӗттийӗ — чупса ҫитнӗ, мӗншӗн тесессӗн Иудифь таврӑнни вӗсемшӗн пӗр кӗтмен япала пулнӑ, ӗнтӗ Иудифьпе унӑн тарҫине хапхана уҫса шала кӗртнӗ те ҫутӑ ҫутса вӗсене ҫавӑрса илнӗ.
Иудифь 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Акӑ ӗнтӗ пӗтӗм тапӑр йӑшӑлтатма пуҫланӑ, мӗншӗн тесессӗн Иудифь ҫинчен пур чатӑра та хыпар ҫитнӗ; чупса тухнӑ халӑх ӑна пур енчен те ҫавӑрса илнӗ, вӑл вара хӑйӗн ҫинчен Олоферна пӗлтерессе кӗтсе ун чатӑрӗ тулашӗнче тӑнӑ; 19. пурте ун илемӗнчен тӗлӗннӗ, ӑна пула Израиль ывӑлӗсенчен те тӗлӗннӗ, кашнийӗ тепӗрне каланӑ: ҫав халӑхӑн арӑмӗсем ҫакӑн пек пулсан, унран кам йӗрӗнме пултартӑр?
Иудифь 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Товит вара алӑк патнелле утнӑ, анчах такӑннӑ; ывӑлӗ чупса пырса ашшӗне ярса тытнӑ, 10. вӑл пулӑ вачӗпе ашшӗ куҫне сӗрсе ҫапла каланӑ: аттеҫӗм, ҫитӗ кулянса! тенӗ.
Тов 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Анна чупса пынӑ та ывӑлне ыталаса илсе каланӑ: сана куртӑм ӗнтӗ, ачамӑм, халӗ ӗнтӗ манӑн вилсен те юрать, тенӗ.
Тов 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Иккӗшӗ утнӑ вара; вӗсем хыҫҫӑн йытти чупса пынӑ.
Тов 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Вара хулана ярса илнӗ, ҫӗрле ҫар ҫыннисем пурте икӗ хӳме хушшинчи ҫулпа патша сачӗ ҫывӑхӗнчи хапха еннелле чупса кайнӑ; халдейсем хула тавра тӑрса тухнӑ пулнӑ, патша вара тӳремлӗх енне каякан ҫулпа тухса тарнӑ.
4 Пат 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
37. Ача амӑшӗ, чупса пырса, ун ури умнех ӳкнӗ, ҫӗре ҫити пуҫҫапнӑ; унтан ывӑлне илсе тухнӑ.37. И подошла, и упала ему в ноги, и поклонилась до земли; и взяла сына своего и пошла.
4 Пат 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Турӑ ҫынни ӑна аякранах асӑрханӑ, вара хӑйӗн тарҫине, Гиезие, каланӑ: ку — Сонам арӑмӗ. 26. Ӑна хирӗҫ чупса тухса ыйт-ха: «сывах-и эсӗ? упӑшку сывӑ-и? ывӑлу сывӑ-и?» те, тенӗ.
4 Пат 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӑл ҫулпа пынӑ чухне хуларан пӗчӗк ачасем чупса тухнӑ та ӑна: утах, кукша пуҫ! утах, кукша пуҫ! тесе йӗкӗлтенӗ.
4 Пат 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.