Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шӑршлӑ сăмах пирĕн базăра пур.
шӑршлӑ (тĕпĕ: шӑршлӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Шӑршлӑ яшка пӗҫерсе паран та — пыршу-пакарту кутӑн тухиччен вӗрискерпе пуҫу тӑрӑх ярса тӑрӑпӑр.

Сделаешь борщ поганый — до тех пор будем в тебя лить, покеда с другого конца грызь вылезет.

XXIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Шӑршлӑ кӑмпа!

— Поганка вонючая!

XXIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Шӑршлӑ ҫӳп-ҫапа пӗтерес пулать, анчах ҫав ӗҫрен йӗрӗнсе тӑраҫҫӗ!.. — чышкипе сӗтеле кӑрслаттарса, юнӑхнӑ куҫӗсене хӑвӑрт-хӑвӑрт мӑчлаттарса, хытах кӑшкӑрса ячӗ хальхинче Бунчук.

 — Грязь надо уничтожить, а этим делом брезгают!.. — уже кричал Бунчук, грохая кулаком по столу, часто мигая кровянистыми глазами.

XX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Пирӗнпе шӑршлӑ Руҫ хуҫаланни кирлӗ мар.

Вонючая Русь у нас не должна править.

XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Ак нушапа туртатӑп пӗрре, шӑршлӑ кӗвенте!..

— Вот я тебя кнутом, псюрня!..

XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Тӳлетпӗр сана ҫав шӑршлӑ кӗсеншӗн!..

Заплатим за твоего шелудивого!..

XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Пӑвса, лапчӑтса хуратпӑр шӑршлӑ пакартасене!

Задавим, в бога, в потемки мать!

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Эсӗ хӑвӑн шӑршлӑ тумна пӑрах-ха, эпӗ сана ҫуса ярам.

Ты лучше скидывай свою вонючую обмундированию, да я начну тебя обмывать.

XXIX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Тимӗрҫ лаҫҫисем те пулнӑ, — ҫивитти витӗр иртен пуҫласа каҫчен шӑршлӑ тӗтӗм сӑрхӑннӑ, анчах вӗсен сунталӗсем родниковскисен пек янӑрайман, тимӗрҫӗсем те унта ҫамрӑк, сухалсӑр пулнӑ.

Были и свои кузни — от зари до зари сочился сквозь крышу пахучий дымок, а только наковальни там пели не так звонко, как у родниковцев, и кузнецы там были молодые, безбородые.

XIX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Ак сана, документ, шӑршлӑ сӑмса!

— Вот, малый, те документ!

XXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Ы-ых, йӗрӗнчӗк, шӑршлӑ шӑрка юлашки.

— Гнида гадкая, вонючая, какая ни на есть хуже.

VII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Яшка ҫине яма шӑршлӑ какай панӑ пулсан, ӑна…

Если недоброкачественное мясо…

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Тупӑ сассисем хумханса илеҫҫӗ, пирӗн пуҫсем ҫинче шӑршлӑ чӑрӑш лӑссисем ҫуннӑн туйӑнаҫҫӗ.

Звуки выстрелов колебались; казалось, что выше нас горит эта пахучая сосновая хвоя.

11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Шӑршлӑ кунта, ачасем!

— Погано тут, ребяты!

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Мӗншӗн шӑршлӑ?

— Почему говенные?

14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Эпир иксӗмӗр, ваше превосходительство, пур енчен те аван ҫынсем, анчах сӑмахсем кӑна шӑршлӑ пирӗн.

— Мы с тобой, ваше превосходительство, всем хороши, только вот носы у нас говенные!

14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Санра казак юнӗ — витре шыв ҫине пӗр шӑршлӑ тумлам тенӗ пек кӑна.

В тебе казацкой крови — на ведро поганая капля.

9 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Эх, шӑршлӑ кӑмпа, пире мужиксем туса хурасшӑн!

Ишь поганка, в мужиков захотел переделать!

5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Митька, тайкаланса, алӑк сӑлӑпне туртса кӑларчӗ те юнланса пӗтнӗ урисенчен ҫакӑннӑ ҫуйӑхашакан вӗри шӑршлӑ йытӑсен ҫыхланчӑкне хӑй хыҫӗнчен сӗтӗрсе тухрӗ.

Качаясь, выдернул Митька засов и на окровяненных ногах выволок за собой рычащий, жарко воняющий псиной собачий клубище.

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Старик чӑм евӗр савӑт ӑшне кӑмакана лартса пӗҫернӗ тутлӑ шӑршлӑ ыраш ячӗ.

Старик ссыпал в кубышку распаренное пахучее жито.

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех