Шырав
Шырав ĕçĕ:
Киле таврӑнсан, эпӗ утӑма утлантӑм та ҫеҫен хирелле вӗҫтертӗм; йӑлттам утпа ҫӳллӗ курӑк ҫийӗн, пушӑ хирти ҫиле хирӗҫ кустарса пыма юрататӑп эпӗ, ырӑ шӑршлӑ сывлӑша антӑхса ҫӑтатӑп вара, лайӑхрах палӑракан япаласен тӗтреллӗ хӗррисене уйӑрса илес тесе, минутсерен кӑвак инҫетелле пӑхатӑп.
Майӑн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Танка шӑршлӑ, тӗтӗмлӗ ҫулӑм ҫавӑрса илнӗ, анчах уйӑн экипажӗ ҫаплах кӗрешнӗ.Чадное, душное пламя окутало танк, но экипаж его продолжал бороться.
2 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ҫакӑнта, ҫав хула патне пымалли аякри ҫулсем ҫинче, Калинин облаҫӗнчи халӑх — хула ҫыннисем, хресченсем, хӗрарӑмсемпе ватӑ-вӗтӗ, тӗрлӗрен ӗҫ ҫыннисемпе тӗрлӗрен ҫулхи ҫынсем — пурте, ҫуллахи уйӑхсемпе кӗрхи вӑхӑтсенче, шӑрӑхра та, ҫумӑр айӗнче те, кунӗн-ҫӗрӗн чакаланнӑ; вӗсем вӑрӑмтунасенчен, лачакаллӑ шыв-шурлӑхран, ӗҫме юрӑхсӑр шӑршлӑ шывран тертленнине пӑхмасӑрах ӗҫленӗ, блиндажсемпе дотсем тунӑ, траншейӑсемпе окопсем чавнӑ.
14 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Машинӑсем ҫав тери ҫывӑхран иртнӗрен унӑн питне, шӑршлӑ газолин ӑшши варкӑшса ҫапӑнчӗ.Машины были так близко, что ему в лицо пахнуло теплым смрадом газолиновой гари.
6 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Мересьев каллех унӑн карланкинчен перекен шӑршлӑ сывлӑша туйрӗ.
2 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Аллисене кӑкӑрӗ ҫине хытӑ чӑмӑртаса, ҫӗрулми пек хуралнӑ урисене хутлатса, ача симӗс тӗслӗ, шӑршлӑ шывра выртса ҫывӑрнӑ ҫӗртех йывӑррӑн аташнӑ.
1 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Пӗррехинче вӗсем виҫӗ сехет хушши шурлӑхра, сивӗ те шӑршлӑ пылчӑк ӑшӗнче, ҫиелтен сарӑ ҫулҫӑсем сапаласа витнӗ плащ-палаткӑсемпе хупланса, ним хускалмасӑр выртнӑ.
1 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Тутлӑ шӑршлӑ тӗтӗм кӑларса ярсан, вӑл хӑйн шутсӑр телейлӗ туйрӗ.Пустил целое облако душистого дыма — удовольствие было полное, и он весь в него ушел.
13-мӗш сыпӑк. Пиратсен шайкки парӑссем карать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Кунӗ-кунӗпе картла ҫапакансене, «Шӑршлӑ качака такисене» арӑмӗсем пӳртсене питӗрсе лартса выҫӑ аптратаҫҫӗ.
1962 ҫулхи чӑваш литератури. Прозӑ // Г. Я. Хлебников. «Вопросы чувашского языкознания и литературоведения». Ученые записки, выпуск XXVI, Чебоксары — 1963. 206–226 стр.
Ҫав шӑршлӑ султан пусмӑрӗнче пурӑнас килмест пирӗн урӑхран! — чӑрсӑррӑн каласа хучӗ те Гинка, ашшӗ вӑрӑм чӑпӑклӑ чӗлӗмӗпе ун еннелле сулса янине асӑрхасан, юрать-ха, аяккинелле пӑрӑнса тӑма ӗлкӗрчӗ.
III. Икӗ тӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Анчах халӗ, тусӑмҫӑм, ҫак ҫӗрӗк те шӑршлӑ сывлӑшра ҫав тери пӑчӑ.Но теперь, мой друг, слишком душно в этом гнилом, гадком воздухе.
XI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ӗҫлекен ҫынсен аялти кӗписенчен пуринчен те духи те тутлӑ шӑршлӑ супӑнь шӑрши мар, тӑвар та тар шӑрши кӗрет.У всех, кто работает, нижние рубахи солью и потом пахнут, а не духами и не пахучим мылом.
VII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.