Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шӑршлӑ сăмах пирĕн базăра пур.
шӑршлӑ (тĕпĕ: шӑршлӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Укахви, картишӗнче ларнӑ сысна валашкине хул хушшине хӗстерсе кӗрсе тӑнӑскер, упӑшки вӑраннӑшӑн савӑнанҫи турӗ: «Ӑхӑ, — терӗ, — ытти чухнехи пек, силлесе нушаланма кирлех мар иккен: хӑвах тӑнӑ… Ме!» — вараланчӑк та шӑршлӑ валашкана диван умне шак пырса лартрӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Арӑм парни — сысна валашки // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Садра 5500 яхӑн тӑпра витекен ӳсентӑран пур, сӑмахран лотоссем, лантансем тата аизо йышшисем, ҫавӑн пекех техӗмлӗ шӑршлӑ, ҫав шутра розмаринпа лаванда та, ҫӗре яхӑн ӳсентӑран пур.

В саду насчитывается около 5500 почвопокровных растений, таких как лотосы, лантаны и аизовые, а также приблизительно сотня ароматических растений, включая розмарин и лаванду.

Умбракл // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%A3%D0% ... 0%BA%D0%BB

Вӑл, юлашки виҫӗ пусне ҫавӑр-каласа, ҫӳлӗксем ҫинчи тутлӑ шӑршлӑ ҫӑкӑр ҫине пӑхса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Краҫҫынпа ҫуса тасатнӑ комбинезон таса, анчах шӑршлӑ.

Куҫарса пулӑш

Аслатиллӗ ҫумӑр // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 78–83 с.

Раманӑн ҫак шӑршлӑ путвалтан хӑвӑртрах уҫӑ сывлӑша тухасси килчӗ, пусма тӑрӑх чупсах хӑпарса кайрӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

44 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Тӗллӗн-тӗллӗн хӑварать мӗншӗн тесен, Раманшӑн пулсан, хурӑн вӑрри сапӑннӑ Анюта ҫӳҫӗ темрен те илемлӗ, темрен те тутлӑ шӑршлӑ халь…

Куҫарса пулӑш

25 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Пит тутлӑ шӑршлӑ ку, ҫемҫе тата.

Куҫарса пулӑш

Протоценоз // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Ӑҫтаччӗ халь куками кӑмакаран тин ҫеҫ пӗҫерсе кӑларнӑ тутлӑ-тутлӑ шӑршлӑ тул ҫӑкри…

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗк // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Тутлӑ шӑршлӑ ем-ешӗл утӑ.

Куҫарса пулӑш

XI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Эй, пуҫлать тутлӑ шӑршлӑ хурӑн милӗкне вылятма.

Куҫарса пулӑш

VII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

— Ним те ҫук, тет тата… шӑршлӑ сысна! — терӗ те вӑл ҫилӗпе, Макар Кузьмича хӑлха чиккинчен янк! тутарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑтаймарӗ, тӳсеймерӗ… // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 22–33 с.

Сарӑ та тутлӑ шӑршлӑ вӑл.

желтое да ароматное?

Чикӗ леш енче // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/263

Малтанах эп Ҫтаппанпа (вӑл мана шӑршлӑ сумкӑна тултарнӑ вӗтӗ чулпа тутӑх пӑрӑх йӑттарса ӑша пӗҫерчӗ пулсан та, хӑйӗн ӗмӗтсӗрлӗхне ҫийӗнчех кӑтартрӗ пулсан та) хисеплесех калаҫрӑм темелле-ха.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Унтан эпӗ Ҫтаппан ӑш-чиккинче усаллӑх капланса тӑнине, ҫав усаллӑх шурлӑхри шӑршлӑ сывлӑш пек тапа-тапа тухнине лайӑххӑн пӗлсе ҫитрӗм те хам валли ҫӗнӗлӗх уҫрӑм:

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Пӑрӑхран тумлапа сӑрхӑнса юхакан усал шӑршлӑ шыв куславккасене нумай ҫул тарӑхтарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Тӗпрен ҫӗнетеҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=tm6193usoFU

Пысӑк лаптӑка саркаланнӑ шӑршлӑ шыв хӑҫан сӗврӗлӗ-ши?

Куҫарса пулӑш

Хӑҫанччен? // Е.ИВАНОВА. http://елчекен.рф/2023/05/19/%d1%85ac%d0 ... %b5%d0%bd/

Кашни хыр йывӑҫҫи ҫумӗнчех сухӑр юхтармалли варинккесем лартса хунӑ, ҫавӑнпа кунти сывлӑш питӗ уҫӑ та тутлӑ шӑршлӑ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрманти тӗлпулу // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 123–131 с.

Сысна ферми — чи шӑршлӑ вырӑн.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Сардимиров яп-яка хырӑннӑ, хаклӑ йышши ырӑ шӑршлӑ одеколонпа сапӑннӑ, хӳхӗм костюм тӑхӑннӑ, ҫапах та вӑл мана пӑртак мухмӑрларах пек туйӑнчӗ: куҫ айӗ тӑртанчӑк, ҫаврака пит ҫӑмартийӗ хӗп-хӗрлӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

— Ку вутӑ сирӗн кӑштах шӑршлӑ пек туйӑнать, — тиркешрӗ Испуханов.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех