Шырав
Шырав ĕçĕ:
Тискер кайӑк сассипе вӑрӑммӑн уласа вирхӗнчӗ вӑл Николаев ҫинелле, вара иккӗш те ҫӗре кӗрӗслетсе ӳкрӗҫ, алли-урисемпе явӑнса-ҫыхӑнса, пукансене йӑвантара-йӑвантара, лапӑрчӑк, шӑршлӑ тусана ҫӑта-ҫӑта, урай тӑрӑх куҫса кайрӗҫ.
XIX // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Пурне те вара ҫак шӑршлӑ, пӑнтӑх пӳлӗмӗн лутра маччи айӗнче, тӑвӑр, тӗттӗм, суккӑр пурнӑҫ картинче минутлӑха кичем те тӑкӑс пулса кайрӗ.
XIX // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Дымов ӳпне выртнӑ та чӗнмест, улӑм ҫӳппи чӑмлать; улӑм ҫӳппийӗ шӑршлӑ пулнӑ пек, пит-куҫӗ унӑн йӗрӗнчӗклӗн, усаллӑн та ӗшенчӗклӗн курӑнать…
VII // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Ҫутнӑ хунарне сӗрен тӗми туратӗнчен ҫакса янӑ та, чечекӗн ырӑ шӑршлӑ ҫупкӑмӗсем сӗтел хушшинчи ҫынсем тӗлӗнче кашнине ыр сунас пек усӑна-усӑна анаҫҫӗ.
I. Хӑна // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Анчах ҫак майпа усӑ куриччен, ҫак пылчӑк фантазилле, урӑхла каласан, шӑршлӑ пылчӑках пулса юлать-ха, ун ҫинче лайӑх ӳсентӑрансем ӳсме пултараймаҫҫӗ; ҫав вӑхӑтрах реальнӑй пылчӑк ҫинче лайӑх ӳсентӑрансем ӳсеҫҫӗ, мӗншӗн тесен вӑл сывӑ пылчӑк.
III // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Пӗтӗм шкула тулнӑ наркӑмӑш пек шӑршлӑ та пӑчӑ сывлӑшра ларнӑ хыҫҫӑн урамри сывлӑш ӑна сиввӗн, уҫҫӑн туйӑнчӗ, ӳсӗрӗлтернӗ пек пулчӗ.
XXIV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Ун чухне ҫил вӗрсенех ҫырмара тутлӑ шӑршлӑ шурӑ ҫеҫкесем ҫил-тӑман чухнехи юр пӗрчисем пек вӗҫкелеме тытӑнатчӗҫ.
XVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Лупас айне кӗрсен, сӑмси шӑтӑкӗсене тин ҫеҫ ҫулнӑ, кӑштах кушӑрканӑ чечеклӗ курӑкӑн ырӑ шӑрши пырса ҫапнипе, Давыдова пӗр самантлӑха хӑй ҫеҫен хирте, тин ҫеҫ купаланӑ тутлӑ шӑршлӑ утӑ капанӗпе юнашар тӑнӑ пек туйӑнчӗ.
XVI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
«Культурӑллӑ ҫын мар эсӗ, шӑршлӑ шӑрка!
X сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Тӗлсӗр-йӗрсӗр таптаса ан тӑр, шӑршлӑ явӑл!» — тетӗп.
33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Эпӗ ӑна ҫавӑтса пыраттӑмччӗ, вӑл пур, куҫ умӗнчех ырханланса пырать; хӑйӗн ӑшчиккинчен йывӑр шӑршлӑ сывлӑш пӗрӗхӗнсе тухать тата, тӗпсӗр ахратран тухнӑ пекех, пӗр вӗҫсӗр тислӗк сирпӗнет.
31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Кӗсрене йӗри-тавра пӑхса ҫаврӑнсан тин вӑл ҫак выльӑх мӗншӗн кун пекех тӗлӗнмелле хӑвӑрт ырханланса кайнин сӑлтавне тупать: кӗсрен, шуйттан пӗлет-и мӗнле, пӗр аяккинелле намӑссӑррӑн пӑрса хунӑ мунчала хӳри айӗнчен, шӑхӑрса та чашкӑрса, ирсӗр шӑршлӑ сывлӑшпа шӗвӗ тислӗк пӗрчисем сирпӗнсе тухаҫҫӗ.
31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Ҫакӑ хайрӑлса тухакан сасӑ, сывлӑша, чуна ҫӳҫентерсе яраканскер, тата тимӗр хӗлӗхӗсем уласа янӑрашни, Ылтӑн хӑвачӗ пусмӑрланипе пурнӑҫ хурланса ахлатни, Сарӑ Шуйттан ахӑлтатса кулса тӑни, — ҫакӑ шӑв-шав ӗнтӗ хулан шӑршлӑ ӳт-тирӗ вараласа пӗтернӗ, лапчӑтса хунӑ ҫӗр ҫинчен ҫынна таҫта аякка хӑвалать.
Кичемлӗх патшалӑхӗ // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 671–683 стр.
Вӑл хӗвелпе хӗрнӗ чул стенасем ҫумне пырса сӗртӗнет, ҫурт ҫийӗнчи тутӑх тимӗр листи тӑрӑх, пылчӑклӑ урамсем тӑрӑх шӑвать, наркӑмӑшла тусанпа тусанланать, шӑршлӑ сывлӑша ҫӑтать, вара, халтан кайнипе ҫуначӗсене уснӑ кайӑк пек, пӗр хускалмасӑр ҫурт ҫийӗсем ҫине, урамри канавсем тӗпне тӑсӑлса выртать.
Сарӑ шуйттан хули // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 659–670 стр.
Ҫавӑншӑн ҫынсем кунӗ-кунӗпе ҫӗр чаваҫҫӗ, тимӗр шаккаҫҫӗ, ҫуртсем тӑваҫҫӗ, фабрика тӗтӗмӗпе сывлаҫҫӗ, пӑсӑк та шӑршлӑ сывлӑш тусанне ҫӑтаҫҫӗ, уншӑн вӗсем хӑйсен илемлӗ ӳчӗсене сутаҫҫӗ.
Сарӑ шуйттан хули // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 659–670 стр.
Хӗрарӑм тутине тӑп тытса тӑрать, сӑмсапа сывлать, сӑмси шӑтӑкӗсем, урамран кӗрекен шӑршлӑ та ҫара сывлӑша ҫӑта-ҫӑта, чӗтре-чӗтре илеҫҫӗ; ку ҫын ӗнер ҫинӗ апат ҫинчен аса илнӗ шухӑшпа, тен, хӑҫан та пулин ҫыртса ҫиес ҫӑкӑр татӑкӗ ҫинчен ӗмӗтленнӗ ӗмӗтпе пурӑнать.
Сарӑ шуйттан хули // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 659–670 стр.
Тӗтре ӑшӗнчен, хӑрушшӑн шавласа, калама ҫук пысӑк кӗлеткеллӗ, темскер ҫывхарса тухать; вӑл ҫынсене хирӗҫ йывӑр та шӑршлӑ сывлӑшпа сывлать, ун енчен ҫӑтса яма хатӗр тискер кайӑкӑнни пек хаяр сасӑ илтӗнсе каять.
Сарӑ шуйттан хули // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 659–670 стр.
— Тӑхта-ха, тарчӗ, тарчӗ! — кӑшкӑрса ячӗ Ленька, ҫавӑнтах ещӗкре ҫаврӑнкаласа, айӗнчи шӑршлӑ ҫӗтӗк-ҫатӑка сирсе пӑрахрӗ, кӑвакарса кайнӑ, хускалми урисем курӑнчӗҫ.
Инкер-синкер // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 191–208 стр.
Хумсем ҫав чулсем ҫине шӑршлӑ тинӗс курӑкӗн — кӗрен те ылтӑн тӗслӗ е симӗс курӑкӑн лӑймакине кӑларса ывӑтнӑ; хӗвел ҫинче тата вӗри чул ҫинче выртнипе курӑк типсе куштӑркаса кайнӑ, тӑварлӑ сывлӑш йодӑн тӑкӑскӑ шӑршипе тулнӑ.
Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.
Кунтан кунах ҫӑнӑх тусанӗ айӗнче, хамӑр урасемпе илсе кӗнӗ пылчӑк ӑшӗнче, шӑршлӑ, ҫӑра пӑчлӑхра чуста йӑвалаттӑмӑр, ӑна хамӑрӑн тарпа йӗпетсе кӗлентӗр тӑваттӑмӑр, Хамӑр ӗҫе эпир чунтан кураймастӑмӑрччӗ, хамӑр алӑ айӗнчен тухнӑ япалана нихҫан та ҫиместӗмӗрччӗ, хура ҫӑкӑр сушкӑран лайӑхрах пекчӗ.
Ҫирӗм улттӑпа пӗрре // Петӗр Хусанкай. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 119–131 стр.