Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

Ҫавӑнпа та вӗсен спецификине пӗлесех пулать.

Куҫарса пулӑш

Чӗлхемӗрӗн малашлӑхӗ унӑн паянхи пуянлӑхӗнчен килет // М. Р. Федотов. Чӗлхене нормӑлас ыйтусем. — Шупашкар, 1985. — 102 с. — 6–21 с.

Ҫӗнӗ сӑмах тӑвакан тата урӑх интернациллӗ морфемӑсем ҫинчен те калама пулатчӗ пулӗ, анчах эпир кӑтартнӑ тӗслӗхсем — чи активлисем, вӗсем чӑваш лексикин ҫӗнӗ сийне сарнӑ чух хӑйсен тухӑҫлӑхне кӑтартаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӗлхемӗрӗн малашлӑхӗ унӑн паянхи пуянлӑхӗнчен килет // М. Р. Федотов. Чӗлхене нормӑлас ыйтусем. — Шупашкар, 1985. — 102 с. — 6–21 с.

Вырӑсла масс-медие кӗнӗ тӗрлӗрен те тӗрлӗ -измсем чӑвашла масс-медие нимӗн улшӑнмасӑр куҫса пыраҫҫӗ: марксизм-ленинизм, коммунизм, социализм, реализм, альпинизм, экстремизм, канцеляризм, вульгаризм, реваншизм, космополитизм, антисоветизм, бюрократизм т. ыт. те.

Куҫарса пулӑш

Чӗлхемӗрӗн малашлӑхӗ унӑн паянхи пуянлӑхӗнчен килет // М. Р. Федотов. Чӗлхене нормӑлас ыйтусем. — Шупашкар, 1985. — 102 с. — 6–21 с.

Хальхи тапхӑрта -изм вырӑсла тымарсенчен те ҫӗнӗ сӑмахсем тӑвать: отзовизм, бытовизм, вождизм, кускизм, уклонизм, хвостизм, царизм, большевизм, меньшевизм, пушкинизм т. ыт. те.

Куҫарса пулӑш

Чӗлхемӗрӗн малашлӑхӗ унӑн паянхи пуянлӑхӗнчен килет // М. Р. Федотов. Чӗлхене нормӑлас ыйтусем. — Шупашкар, 1985. — 102 с. — 6–21 с.

Хӗвеланӑҫ Европӑран -измлӑ сӑмахсем шутсӑр нумай кӗнӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӗлхемӗрӗн малашлӑхӗ унӑн паянхи пуянлӑхӗнчен килет // М. Р. Федотов. Чӗлхене нормӑлас ыйтусем. — Шупашкар, 1985. — 102 с. — 6–21 с.

-изм. -исмес/-исма формантпа пӗтекен византинизмсемпе пӗрле авалхи Руҫ чӗлхине кӗнӗ: (и)матизм(а) «одежда», хризма «благовоние (масло)».

Куҫарса пулӑш

Чӗлхемӗрӗн малашлӑхӗ унӑн паянхи пуянлӑхӗнчен килет // М. Р. Федотов. Чӗлхене нормӑлас ыйтусем. — Шупашкар, 1985. — 102 с. — 6–21 с.

Ҫавна пула ӗнтӗ чӑн-чӑн терминсем те манӑҫа туха пуҫларӗҫ: хуртӑҫ мар — пчеловод, сутуҫӑ мар — продавец т. ыт. те.

Куҫарса пулӑш

Чӗлхемӗрӗн малашлӑхӗ унӑн паянхи пуянлӑхӗнчен килет // М. Р. Федотов. Чӗлхене нормӑлас ыйтусем. — Шупашкар, 1985. — 102 с. — 6–21 с.

Мӗншӗн тесен -ҫӑ(-ҫӗ) аффикспа пулакан сӑмахсен йышӗ ӳсме мар, чакнӑҫемӗн чакса пыракан туртӑм вӑй илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӗлхемӗрӗн малашлӑхӗ унӑн паянхи пуянлӑхӗнчен килет // М. Р. Федотов. Чӗлхене нормӑлас ыйтусем. — Шупашкар, 1985. — 102 с. — 6–21 с.

Халӗ никам та фермӑҫӑ, докҫӑ, дубльҫӑ, паникҫӗ, пенси(он)ҫӑ, милициҫӗ тесе калас ҫук.

Куҫарса пулӑш

Чӗлхемӗрӗн малашлӑхӗ унӑн паянхи пуянлӑхӗнчен килет // М. Р. Федотов. Чӗлхене нормӑлас ыйтусем. — Шупашкар, 1985. — 102 с. — 6–21 с.

Нимӗҫ, акӑлчан, голланд, француз чӗлхисем урлӑ вырӑс чӗлхине кӗнӗ фермер, докер, дублер, паникер, фразер, стажер, пенсионер, милиционер йышши нумай-нумай сӑмах чӑваш словарьне кӗнӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӗлхемӗрӗн малашлӑхӗ унӑн паянхи пуянлӑхӗнчен килет // М. Р. Федотов. Чӗлхене нормӑлас ыйтусем. — Шупашкар, 1985. — 102 с. — 6–21 с.

Каярахпа -иус морфема тухса ӳкнӗрен, -ар кӑна тӑрса юлнӑ, танлаштар: нотар, архивар (нимӗҫле).

Куҫарса пулӑш

Чӗлхемӗрӗн малашлӑхӗ унӑн паянхи пуянлӑхӗнчен килет // М. Р. Федотов. Чӗлхене нормӑлас ыйтусем. — Шупашкар, 1985. — 102 с. — 6–21 с.

Ҫак морфемӑна йышӑннӑ сӑмахсем тӗрлӗ енчен кӗнӗ, анчах та -ер латин чӗлхинчи -ариус (-ар + -иус) формӑран пулнӑ: архивариус, нотариус.

Куҫарса пулӑш

Чӗлхемӗрӗн малашлӑхӗ унӑн паянхи пуянлӑхӗнчен килет // М. Р. Федотов. Чӗлхене нормӑлас ыйтусем. — Шупашкар, 1985. — 102 с. — 6–21 с.

-ер.

Чӑваш чӗлхи тӗрӗс ҫулпа пырать.

Куҫарса пулӑш

Чӗлхемӗрӗн малашлӑхӗ унӑн паянхи пуянлӑхӗнчен килет // М. Р. Федотов. Чӗлхене нормӑлас ыйтусем. — Шупашкар, 1985. — 102 с. — 6–21 с.

Ман шутпа, ҫӗнӗ терминсене унификациленинчен ырри нимӗн те ҫук.

Куҫарса пулӑш

Чӗлхемӗрӗн малашлӑхӗ унӑн паянхи пуянлӑхӗнчен килет // М. Р. Федотов. Чӗлхене нормӑлас ыйтусем. — Шупашкар, 1985. — 102 с. — 6–21 с.

Ҫавна пула пӗр терминах икӗ тӗрлӗ (ҫӗнӗлле те, кивӗлле те) калани курӑнать.

Куҫарса пулӑш

Чӗлхемӗрӗн малашлӑхӗ унӑн паянхи пуянлӑхӗнчен килет // М. Р. Федотов. Чӗлхене нормӑлас ыйтусем. — Шупашкар, 1985. — 102 с. — 6–21 с.

Тутар, пушкӑрт тата ытти хӑшпӗр тӗрӗк чӗлхисем ҫул юппинче тӑраҫҫӗ темелле.

Куҫарса пулӑш

Чӗлхемӗрӗн малашлӑхӗ унӑн паянхи пуянлӑхӗнчен килет // М. Р. Федотов. Чӗлхене нормӑлас ыйтусем. — Шупашкар, 1985. — 102 с. — 6–21 с.

Ҫырса кӑтартнӑ тӗслӗхсенчен (вӗсен шучӗ питӗ пысӑк) чӑваш чӗлхи хӑйӗн шалти ресурсӗпе, -ҫӑ(-ҫӗ) аффикспа май пур таран усӑ курманни, вырӑс чӗлхинчи янтӑ терминсене хапӑл туни уҫҫӑн курӑнса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Чӗлхемӗрӗн малашлӑхӗ унӑн паянхи пуянлӑхӗнчен килет // М. Р. Федотов. Чӗлхене нормӑлас ыйтусем. — Шупашкар, 1985. — 102 с. — 6–21 с.

Ҫак ушкӑнах спортист (спорт-ист) термина та кӗртсе ямалла пек (болгарла спортист), анчах вырӑс чӗлхинче англицизм, спортсмен, ҫирӗпленнӗ, вӑл чӑваш чӗлхине кӗнӗ, анчах тутарла спортчӑ; (3) вырӑсла, чӑвашла гобоист, тутарла гобоист е гобойда ойнаучӑ; вырӑсла, чӑвашла кларнетист, анчах тутарла кларнетчӑ/кларнетист; вырӑсла, чӑвашла контрабасист, тутарла контрабасист е контрабаста ойнаучӑ; вырӑсла, чӑвашла виолончелист, тутарла виолончелист е виолончельдэ ойнаучӑ; вырӑсла, чӑвашла валторнист, анчах тутарла валторначӑ/валторнист т. ыт. те.

Куҫарса пулӑш

Чӗлхемӗрӗн малашлӑхӗ унӑн паянхи пуянлӑхӗнчен килет // М. Р. Федотов. Чӗлхене нормӑлас ыйтусем. — Шупашкар, 1985. — 102 с. — 6–21 с.

Каланине ҫирӗплетмешкӗн (1) илемлӗ литература, (2) музыка, (3) спорт терминӗсем илсе кӑтартӑпӑр: (1) вырӑсла, чӑвашла, тутарла романист, очеркист, новеллист; вырӑсла, чӑвашла фельетонист, анчах тутарла фельетончӑ; (2) вырӑсла, чӑвашла баскетболист, анчах тутарла баскетболчӑ; вырӑсла, чӑвашла волейболист, анчах тутарла волейболчӑ; вырӑсла, чӑвашла шахматист, анчах тутарла шахматчӑ; вырӑсла, чӑвашла самбист, анчах тутарла самбочӑ; вырӑсла, чӑвашла фигурист, анчах тутарла фигураччӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӗлхемӗрӗн малашлӑхӗ унӑн паянхи пуянлӑхӗнчен килет // М. Р. Федотов. Чӗлхене нормӑлас ыйтусем. — Шупашкар, 1985. — 102 с. — 6–21 с.

Страницăсем:

Меню

Статистика

...тĕплӗнрех