Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ӳсӗр сăмах пирĕн базăра пур.
Ӳсӗр (тĕпĕ: ӳсӗр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӗсене пула пӗлӗт темле ӳсӗр те ашкӑнчӑк пек туйӑнать.

Этот оборванный, разлохмаченный вид тучи придавал ей какое-то пьяное, озорническое выражение.

VII // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

Ӳсӗр мар вӑл, анчах унӑн пуҫӗнче темле шухӑш ҫаврӑнать пек.

Пьян он не был, но в голове его бродило что-то шальное.

VI // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

Ӳсӗр тӗрӗксен ушкӑнӗ, сӑрнайпа параппан сасси май, васкамасӑр, саранча пек чарма ҫук малалла шӑвать.

И эти опьяненные фанатизмом полчища, шагавшие под звуки зурн и барабанов, надвигались медленно, но неудержимо, как саранча.

XXX. Стрем айлӑмӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Редактор хӑйӗн фескине чалӑшшӑн лартнӑ, ӳсӗр, темӗне пула ытла пӑшӑрханать.

Редактор, в фесе набекрень, был пьян и чрезвычайно взволнован.

XX. Кандов тата ытларах тӗлӗнет // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ахальтен пултӑр-и ҫавӑ: ӑна пӗр-пӗр ӳсӗр ҫын иртӗхни теме ҫук, ӗнер те виҫӗм кун кӑна ун пек хӑтланма май ҫукчӗ, — паян ак ҫапла пулса тӑчӗ те, халӑх каҫса кайса кулать, ҫавӑн пек пулмалла тесех шутлать пуль вӑл…

Но — не случайно: дело было не только в чьей-то пьяной выходке, ведь еще вчера или третьего дня это было бы невозможно, а сегодня произошло — и весь народ хохочет и рукоплещет, словно видит нечто вполне естественное…

XV. Маркон ҫӗнӗ кӗлли // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Пӗр тӗрӗк ҫынни, ӳсӗр уксах пӑлхар хушнипе лаши ҫинчен анса, хӑй сӑваплӑ йӑх ҫынни иккенне манса, пилӗк ҫыххинче пӑшалӗ пуррине асне илмесӗр ҫав иртӗхнӗ Капасӑза пӗтӗм халӑх ҫинче выльӑх пек хӑйне утлантарса пынине Марко халь кӑна курчӗ-ҫке!

Ведь он только что видел, как перед толпой, на глазах тысячи зрителей, турок слез с коня по приказу хромого и пьяного болгарина, видел, как этот турок, забыв про свой пояс с оружием и свое османское первородство, как вьючное животное, подставил спину беспутному Капасызу и повез его на себе перед всем народом!

XV. Маркон ҫӗнӗ кӗлли // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Беспортев мӗн каланине тӗрӗк ӑнланмарӗ, хӑй патне пынӑ ҫын ытла ӳсӗр иккенне кӑна асӑрхарӗ.

Турок не понял слов Беспортева, но увидел, что тот мертвецки пьян.

XV. Маркон ҫӗнӗ кӗлли // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Кӗскен кӑна каласан, ӳсӗр эп… ӳсӗр, ну, мӗн пек тейӗпӗр…

Так я говорю тебе, что я пьян, пьян, как… как…

XV. Маркон ҫӗнӗ кӗлли // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Марко ҫав хӗрсе ҫитнӗ вӑйӑ карти патне ҫитсе тачӗ, Беспортев чӑн та тӑнч ӳсӗр иккен: вӑл сиккелесе те илет, енчен енне те сулӑнать, хӑй хыҫҫӑн пӗтӗм вӑйӑ картине хускатса ярать, ҫакӑ вара пӗр-пӗр крепоҫа штурмпа илме пынӑ пек туйӑнать.

Приблизившись к хороводу, который теперь был в самом разгаре, Марко заметил, что Беспортев вдребезги пьян: он так порывисто кидался из стороны в сторону, увлекая за собой всю свою подвижную «колонну», что казалось, будто он ведет ее на штурм какой-то крепости.

XV. Маркон ҫӗнӗ кӗлли // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫав ӗҫе пикенсе тытӑннипе тухтӑр хӑйӗн чунне кантарчӗ, ҫавна пула ӳсӗр ҫын хӑйӗн хуйхи-суйхине эрехре путарнӑ пек, вӑл та хӗрӳ ӗҫре кӑмӑлне йӑпатрӗ.

Целиком поглощенный его, доктор находил в ней забвение, в опьянении этой работой он становился нечувствительным к душевным мукам, как пьяница, который топит горе в вине.

II. Соколов тухтӑрӑн чирлӗ ҫыннисем // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Эсӗр ӳсӗр пулмалла, гяур?

— Да ты, кажется, пьян, гяур?

XXX. Шапӑлти пӗлӗш // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Акӑ эпӗ хам урамра выртакан пӗр-пӗр ӳсӗр ҫынна та Миал-полицейские сывласа пӑхтармасӑр хупса хумастӑп, — терӗ.

Я даже пьяного с улицы и то не посажу под замок, пока не заставлю его дыхнуть на Миала, полицейского.

XVII. Спектакль // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Лопухов йӑлтах каласа кӑтартать: ӑна уроксем тахҫанах йӑлӑхтарса ҫитерни тата мӗнле ҫемьере е мӗнле ачасем мӗншӗн йӑлӑхтарни, завод кантурӗнче вӗрентесси йӑлӑхтарманни ҫинчен те каласа кӑтартать, мӗншӗн тесен унта вӗрентни питӗ кирлӗ ӗҫ, пӗтӗм заводри халӑха пырса тивет, унта вӑл хӑшпӗр ӗҫсене тума ӗлкӗрнӗ те ӗнтӗ: хут вӗренме кӑмӑл тӑвакансене питӗ нумай шыраса тупнӑ, вӗсене хут вӗрентме вӗрентсе ҫитернӗ, вӗреннӗ работник машинӑсене те, ӗҫе те сахалтарах пӑснине кӑтартса парса, ҫав учительсене фирмӑран шалу памалла тутарнӑ, мӗншӗн тесен работниксене вӗрентсен, прогул тӑвакансемпе ӳсӗр ҫӳрекенсем сахалланаҫҫӗ, паллах, шалӑвӗ ытлашши пысӑках мар ӗнтӗ; тата вӑл рабочисене ӗҫме яманни, ҫавӑнпа вара час-часах вӗсен килӗсенче пулни ҫинчен каласа кӑтартрӗ, — сахал-и унта мӗн пулма пултарать.

И Лопухов все рассказывает: что уроки ему давно надоели, и почему, в каком семействе или с какими учениками надоели, и как занятие в заводской конторе ему не надоело, потому что оно важно, дает влияние на народ целого завода, и как он кое-что успевает там делать: развел охотников учить грамоте, выучил их, как учить грамоте, вытянул из фирмы плату этим учителям, доказавши, что работники от этого будут меньше портить машины и работу, потому что от этого пойдет уменьшение прогулов и пьяных глаз, плату самую пустую, конечно, и как он оттягивает рабочих от пьянства, и для этого часто бывает в их харчевнях, — и мало ли что такое.

XXVI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Унтан вара, тепӗр виҫӗ эрнерен, эпӗ хама алла илекен пултӑм: эрех ӗҫес килми пулчӗ, ӳсӗр те ҫӳрес килмест.

Потом, недели через три, я и сама укрепилась: позыв к вину прошел, и уж я отвыкла от пьяного обращения.

XIV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Халӗ эсир ӳсӗр мар, ӑнланма пултаратӑр.

Теперь вы не пьяная, можете понимать.

XIV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Ку вӑл кӑнтӑр апачӗ умӗн пулчӗ; эпӗ ҫӗрле ҫывӑрса тӑраннӑччӗ, ӳсӗр марччӗ.

А это было перед обедом; я с ночи-то выспалась и не была пьяная.

XIV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Эпӗ питӗ чӑрсӑрччӗ, пӗр намӑса та пӗлместӗм, яланах ӳсӗр ҫӳреттӗм — ҫавӑнпах чирлӗ те эпӗ, Вера Павловна, кӑкӑр хавшак пулин те, ытлашши нумай ӗҫнӗ ҫав эпӗ.

И я была очень дерзкая, у меня не было никакого стыда, и я была всегда пьяная — у меня оттого и болезнь, Вера Павловна, что при своей слабой груди я слишком много пила.

XIV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Тӑванӗсем пур пирки виҫӗ хӗр пӗрле пурӑнмалли хваттере ҫӳремеҫҫӗ: пӗрин амӑшӗ, кӑра кӑмӑллӑскер, ҫынсемпе килӗштерсе пурӑнаймасть иккен; теприн амӑшӗ, чиновница, мужиксемпе пӗрле пурӑнасшӑн мар, виҫҫӗмӗшӗн ашшӗ питӗ ӗҫме юратать, яланах ӳсӗр ҫӳрет.

По этим родственным отношениям три девушки не могли поселиться на общей квартире: у одной мать была неуживчивого характера; у другой мать была чиновница и не хотела жить вместе с мужичками, у третьей отец был пьяница.

IV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Алӑк патӗнче сухалне хырман, ӳсӗр те ирсӗр арҫын харлаттарса ҫывӑрать.

У порога храпит пьяный, небритый, гадкий мужчина.

III // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

— «Куратӑп эпӗ, барыня, ӳсӗр эсӗ, акӑ мӗн», — терӗ те лавҫӑ Марья Алексевна патӗнчен кайрӗ.

«Пьяна ты, барыня, я вижу, вот что», — сказал извозчик и отошел.

XXII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех