Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ӳсӗр сăмах пирĕн базăра пур.
Ӳсӗр (тĕпĕ: ӳсӗр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унӑн вилеслех ҫывӑрасси килет пулмалла, анчах вӑл вӑйпах куҫӗсене уҫрӗ, вӑранайми ӳсӗр ыйхипе ҫывӑрса выртакан Лятьевский ҫине чылайччен пӑхса ларчӗ, унтан: — Нумайранпа ӗҫет-и? — тесе ыйтрӗ.

Ему, видимо, смертно хотелось спать, но он с усилием открыл глаза, долго смотрел на Лятьевского, спавшего непросыпным пьяным сном, спросил: — Давно пьет?

27-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Вӑл ура ҫине тӑчӗ, унтан, халӗ ӗнтӗ юриех хӑйне ӳсӗр ҫын пек тыткаласа, тайкаланса, шкул алӑкӗн урати ҫинче ларакан пӗр хӗр патне пырса ларчӗ, пуҫне ун чӗркуҫҫийӗ ҫине хучӗ…

Он встал и, уже сознательно подражая движениям пьяного, покачиваясь, прошел к сидящей на порожке школы девке, положил ей голову на теплые колени…

12-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Курӑр-ха, хӗрсем, вӑл ӳсӗр мар-и ҫак?

— Глянь-ка, девоньки, он никак пьяный?

12-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Крыльца ҫинче Половцев ӳсӗр ҫын пек сулӑнса кайрӗ, кӗҫех пӗшкӗнчӗ те тытма ҫине ҫунӑ мамӑк пек ҫӗнӗ юр ҫине ӳпӗнчӗ, пикенсех ӑна хыпма пуҫларӗ.

На крыльце Половцев пьяно качнулся, губами припал и стал хватать нападавший на перильце свежий и пушистый снег.

12-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Аннепе пӗрле ӳсӗр ҫынсем пыратчӗҫ…

Пьяные приходили с ней…

9-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ӳсӗр мар пуль-ҫке эсӗ? — Давыдов Андрейӗн тарӑхнипе тем тума та хатӗр сӑн-пичӗ ҫине шиклӗн тинкерсе пӑхрӗ.

— Ты пьяный? — Давыдов с тревогой внимательно всмотрелся в лицо Андрея, исполненное злой решимости.

9-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Асту, — ҫыхса лартнӑ аллисене силлесе, ӳсӗр ҫын пек кӑшкӑрса ячӗ Титок.

Помни! — потрясая связанными руками, как пьяный, закричал Титок.

8-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Анчах эп ӳсӗр марччӗ, мӗн ӗҫессе те аслӑ летчик сывлӑхӗшӗн пӗр стакан хӗрлӗ эрех кӑна сыпнӑччӗ…

Но я не был пьян – был выпит только один стакан вина за здоровье великого летчика и моего старшего друга…

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Лифтпа хӑпарнӑ чух ман ҫине вӑл куҫ сиктермесӗр пӑхрӗ, эпӗ ӳсӗр мар-и, терӗ пулас вӑл, енчен ӳсӗр пулнӑ пулсан хӑйне мӗнле усӑ пулма пултарӗ тесе шайланӑ пек пӑхрӗ вӑл.

В лифте он все время внимательно смотрел на меня: как видно, прикидывал, не пьян ли я и, если пьян, какую выгоду можно извлечь из этого дела.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Унтан Нина Капитоновна темле ӳсӗр графиня ҫинчен каласа кӑтартрӗ, «вӑл, имӗш, ир-ирех вӑрансан, пӗр стакан эрех ӗҫсе ярать те ҫӳрет вара.

Потом она рассказала о какой-то пьянице-графине, которая «с утра, как проснётся, — хлоп стакан водки! И ходит.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех