Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӗненчӗ (тĕпĕ: ӗнен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Леноре Санин чӑн-чӑн дворянин иккенне ӗненчӗ, вӑл князь пулманнишӗн кӑшт тӗлӗнчӗ те.

Удостоверившись, что он настоящий, природный дворянин, и даже несколько удивившись тому, что он не князь, фрау Леноре приняла серьезный вид.

XXX // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.

Хальхинче вӑл ӗненчӗ пулас.

Она как будто поверила.

Ҫирӗм улттӑмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Берсенев ӑна килӗшет; вӑл унӑн ӑшӑ туйӑмӗсене, унӑн ӗмӗчӗсен тасалӑхне ӗненчӗ.

Он ей нравился; она верила теплоте его чувств, чистоте его намерений.

VI // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Анчах, Джон Мангльсшӑн пулсан, ҫавӑ та ҫитет: ӗненчӗ вӑл, Айртон хӑйне суя ҫын вырӑнне лартмасть.

Но для Джона Мангльса этого было достаточно: он убедился, что Айртон действительно то лицо, за которое себя выдаёт.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Элен пуҫне пӑрса кӑшт кӑна систернине курсан, Гленарван хӑй тӗрӗсех ӑнланнине ӗненчӗ.

Лёгкий кивок Элен убедил Гленарвана, что он не ошибается.

Пӗрремӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ӗненчӗ, шанчӗ ҫумӗнче пыракан ачана, чӗререн.

Куҫарса пулӑш

Тӗпсӗр ҫырмари чун // Валентина Элиме. Килти архив

Света ӗненчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗпсӗр ҫырмари чун // Валентина Элиме. Килти архив

Ырӑ ӗҫпе палӑракана пурте хисепленине вӑл пӗрре мар хӑй куҫӗпе курса ӗненчӗ.

Она не раз убеждалась в этом: человека, известного добрыми делами, все уважают.

Настьӑн кӑсӑкланӑвӗсем // Ара Мишши. Ара Мишши. Пӗрремӗш утӑмсем: калавсем/ Ара Мишши. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 38 с. — 24,26,28 с.

Григорий хӑйсем канма чарӑннӑ вырӑнсенче ҫынсен калаҫӑвне тимлесе тӑнларӗ, хӗрлӗ чаҫсем шуррисене пуҫӗпех тата пурпӗр ҫапса аркатассине кашни кун ытларах та ытларах ӗненчӗ.

Григорий на остановках внимательно прислушивался к разговорам, с каждым днем все больше убеждаясь в окончательном и неизбежном поражении белых.

XXVII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ним палли те ҫук: ҫамку сивех, тен — тиф та мар, — лӑплантарчӗ ӑна Григорий, анчах ӑшӗнче Аксинья шатраллӑ тифпа чирлине ӗненчӗ, ӑна чир ураран ӳкерес пулсан, унпа мӗн тӑвасси ҫинчен чунне ыраттарса шухӑшларӗ.

Ничего не видно; лоб у тебя холодный, может, и не тиф, — утешал Григорий, но в душе был убежден, что Аксинья заболела сыпняком, и мучительно раздумывал, как же поступить с ней, если болезнь свалит ее с ног.

XXVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Хуҫи хавас иккенне Тётка ӗненчӗ, анчах ҫав темиҫе пин ҫын ун ҫине пӑхнине туйса, пуҫне тилӗ пек ҫӗклерӗ те хавассӑн ӳлесе ячӗ.

Тетка поверила его веселости, вдруг почувствовала всем своим телом, что на нее смотрят эти тысячи лиц, подняла вверх свою лисью морду и радостно завыла.

VII. Ӑнӑҫсӑр ӗҫ // С. Алексеев. Антон Чехов. Каштанка: калав; вырӑсларан С. Алеквеев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 68 с.

Хӗле кӗреспе фронт пӗтсе ларассине вӑл ӗненчӗ; казаксем килӗшӳ тӑвас шухӑшлине, ҫавна май вӑрҫӑ вӑраха тӑсӑлас пирки сӑмах та пулма пултарайманнине пӗлсе тӑчӗ, Полка хутран-ситрен хаҫатсем пыркаларӗҫ.

Он был уверен: к зиме фронта не станет; знал, что казаки настроены примиренчески и о затяжной войне не может быть и речи, в полк изредка приходили газеты.

X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ҫавӑн пек калаҫса илнӗ хыҫҫӑн хӑйсем туслӑ юласса Ольга Николаевна чӗререн ӗненчӗ.

Ольга Николаевна, при всем своем уме, искренне верила в то, что после объяснения они станут друзьями.

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Темшӗн тепӗр енче никам та мар, Сергей Тутаринов портречӗ тӑрассине Сергей шансах ӗненчӗ

И Сергей был почему-то уверен, что вторую половину щита украшает портрет не кого другого, как Сергея Тутаринова…

XIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ҫак самантра вӑл хӑех те ӗненчӗ Григорий ҫумне вӑйпа ҫыхланма килменнине; анчах та Дон хӗррипеле займищене чупса килнӗ чух, мӗн пуласса чухлаймасӑрах, урӑхла шутланӑччӗ вӑл: «Ӳкӗтлесе пӑрахтаратӑп. Ан авлантӑр. Кампа ҫыхӑп-ха пурнӑҫа?!»

В эту минуту она сама верила, что не затем пришла, чтобы навязываться Григорию; но когда бежала над Доном в займище, думала, не отдавая себе ясного отчета: «Отговорю. Нехай не женится. С кем же жизнь свяжу?!»

16 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ҫакна вӑл Яхнопа паллашнӑ хыҫҫӑн ӗненчӗ.

В этом его убедило, в частности, знакомство с Яхно.

XIII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Озеров вырӑнти ӗҫсемпе хӑвӑрттӑн паллашнӑ хыҫҫӑн, полк ҫӗнӗ рубеж йышӑнни ҫинчен калакан приказа вӑраха ямасӑр хӑшпӗр улшӑнусем кӗртсе тӳрлетмеллине ӗненчӗ.

Быстро ознакомясь с боевой обстановкой, Озеров убедился, что необходимо срочно внести некоторые коррективы в приказ штаба о занятии полком обороны на новом рубеже.

XII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Килне партизансем килнине ӗненчӗ вӑл, анчах пӑлханнине тата шикленнине пусарма пултараймарӗ, — унӑн типшӗм те вӑрӑм пӳрнисем ҫаплах кӑкӑрӗ ҫинчи шаль тутӑрне турткаласа илеҫҫӗ.

Она, конечно, верила, что в дом пришли партизаны, но не могла скрыть волнения и тревоги, — ее длинные сухие пальцы все время теребили шаль на груди.

V // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Ҫын ҫакӑн пек пӗр кун хушшинче улшӑнма пултарасса Андрей ирӗксӗртен ӗненчӗ.

Андрей с трудом верил, что человек может измениться так за один день.

XIX // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Лена Озерова курнӑ минутранпа хӑй шухӑшне тата ытларах ӗненчӗ.

Лена особенно утвердилась в своих мыслях с той минуты, когда обратила внимание на Озерова.

VIII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех