Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӗмӗтленет (тĕпĕ: ӗмӗтлен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫуллахи каникул вӑхӑтӗнче Катя хӑйӗн шыравне малалла тӑсас тӗллевлӗ паллӑ таврапӗлӳҫӗ И.Криков ҫырнӑ «На линии огня» кӗнекене тӗплӗн вуласа тухасшӑн, тепӗр тӗпчев ҫырма ӗмӗтленет.

Катя во время летних каникул, с целью продолжения исследований, хочет основательно изучить книгу краеведа И.Крикова "На линии огня", мечтает написать еще одну исследовательскую работу.

Тӗпчевӗпе музей хӑнисем паллашаҫҫӗ // Василий ЦЫФАРКИН. «Тантӑш», 2016.06.30, 25№

Судоводитель профессине алла илсе пӑрахутпа анлӑ юханшывсен хумӗсем ҫийӗн ишме кӑна мар, хӑйӗн тӑван хулине – Анат Камӑна – таврӑнма та ӗмӗтленет каччӑ.

Получив профессию судоводителя, парень мечтает не только о плавании по волнам широких рек, но вернуться в родной город – Нижнекамск.

«Юррӑмсем юрату ҫинчен» // Сувар. «Сувар», 21(699)№, 2007.05.25

Ытларах гуманитари наукисене кӑмӑллаттӑм,– текелет пулин те хӑй малалла юханшыв техникумне вӗренме кӗрсе судоводитель профессине алла илме ӗмӗтленет.

Мне больше по душе были гуманитарные предметы, - хотя и говорит так, сам мечтает получить профессию судоводителя, поступив в будущем в речной техникум.

«Юррӑмсем юрату ҫинчен» // Сувар. «Сувар», 21(699)№, 2007.05.25

Хусанти илтмен тата япӑх илтекен ачасен 6№ шкул-интерначӗн директорӗ В.Лапшин та ачасем валли пысӑк пахалӑхлӑ илтекен аппаратсем туянма ӗмӗтленет ҫакнашкал акцисем вӑхӑтӗнче.

Куҫарса пулӑш

Ачасене — пулӑшу алли // Виталий ВАСИЛЬЕВ. «Сувар», 20(698)№, 2007.05.18

Вӑл Голицынӑри чикӗ хуралҫисен институтне вӗренме кӗме ӗмӗтленет.

Он мечтает поступить в институт пограничников в Галицыно.

Нуша ӗҫе хӑнӑхтарнӑ // Любовь ПЕТРОВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №

Хуравлатӑп: «Кашни салтак генерал пулма ӗмӗтленет».

Отвечаю: "Каждый солдат мечтает быть генералом".

Праски кинеми пиллесе авлантарнӑ // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №

Ҫак ҫӗр ҫине килнӗ кашни ҫын телей пирки ӗмӗтленет.

Каждый человек появившись на белый свет мечтает о счастье.

Ачасен йышӗ ӳсет, тӑлӑхсен шучӗ чакать // Маргарита ИЛЬИНА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.06.11, 22(944)№

Вӑрҫӑ ачисене пухса мероприяти ирттересшӗн, музейре сентресем вырнаҫтарма ӗмӗтленет.

Собрав детей войны, хочет провести мероприятие, мечтает разместить в музее стеллажи.

Людмила ШИКАРЕВА: Кӗнеке вулас юхӑм тепӗр хут вӑй илессӗн туйӑнать // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Май пулсан аякри хуласене курса ҫӳреме ӗмӗтленет.

Куҫарса пулӑш

Такӑнсан - тӑратӗҫ, чун нишлӗленсен - таптӗҫ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.26, 20 (6113) №

Кашни хӗр пурнӑҫра чӑн-чӑн юратӑва тӗл пулма ӗмӗтленет.

Куҫарса пулӑш

«Чӑваш чӗлхи кирлине туйрӑм» // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.19, 19 (6112) №

Вӑл ҫавӑн пекех Никольскин энциклопедине алла тытса курма ӗмӗтленет.

Куҫарса пулӑш

Купӑрля ӑс-хакӑл управҫине пуҫ тайрӗ // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Буфетра ӗҫлекенскер тирпейлӗхшӗн тӑрӑшать, хӑй пурӑнакан вырӑна хӑтлӑлатать, чечек лартса ӳстерме ӗмӗтленет.

Куҫарса пулӑш

Вампилов пьесисем кивелмеҫҫӗ // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Ачасене Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пирки каласа кӑтартать, вӗсем чӑн-чӑн патриотсем пулччӑр тесе ӗмӗтленет.

Рассказывает детям о Великой Отечественной войне, мечтает о том, чтобы дети росли патриотами.

Аркадий Петров: Ҫара юрӑхсӑррине ҫирӗплетсен те вӑрҫа кайрӑм // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.05.06, 69№

Хайхискер аякри хулара ӗҫлесе пурӑннӑ хыҫҫӑн тӑван тӑрӑхах таврӑннӑ, фермер хуҫалӑхӗ пуҫарма ӗмӗтленет.

После работы в далеком городе он вернулся на родину, мечтал организовать фермерское хозяйство.

Мӑнкун йӑли манӑҫать // Софья Савнеш. http://chuvash.org/blogs/comments/2739.html

4. Наян ҫын чунӗ ӗмӗтленет те — анчах усӑсӑр; ӗҫчен ҫыннӑн чунӗ — тӑранӗ.

4. Душа ленивого желает, но тщетно; а душа прилежных насытится.

Ытар 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

12. Усал ҫын усаллӑх серепине ҫаклатма ӗмӗтленет; тӳрӗ ҫынсен тымарӗ вара хунав ярать.

12. Нечестивый желает уловить в сеть зла; но корень праведных тверд.

Ытар 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Унсӑр пуҫне эрнере икӗ хутчен те пулин 2-шер ҫухрӑм чупма ӗмӗтленет.

Кроме этого, хотя бы два раза в неделю мечтает бегать по 2 километра.

Сывлӑхне ҫапла ҫирӗплетнӗ // Хресчен сасси. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

Ахальтен мар ӗнтӗ 100 ҫул пурӑнма ӗмӗтленет вӑл.

Не зря, наверное он мечтает прожить 100 лет.

Сывлӑхне ҫапла ҫирӗплетнӗ // Хресчен сасси. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

Кукашшӗн ҫулӗпех утма ӗмӗтленет, Иринӑн ашшӗ уголовлӑ шырав майорӗ пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

«Иринӑна хисеплесе сӑнарсем калӑплатӑп» // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Ача чухне чылайӑшӗ артист пулма ӗмӗтленет.

Куҫарса пулӑш

«Иринӑна хисеплесе сӑнарсем калӑплатӑп» // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех