Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ӗнер сăмах пирĕн базăра пур.
Ӗнер (тĕпĕ: ӗнер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ӗнер эпӗ правленире шутласа пӑхрӑм та сирӗн, ҫӗре пӑхсан, туртӑм вӑйӗ ытлашши пулни палӑрчӗ.

Вчера я подсчитывал в правлении, и оказалось, что у вас, по наличию земли, имеется явный излишек тягла.

VIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ӗнер каҫхине эсӗ пӗр хӗр тавра мӗнле кускаласа ҫӳренине куртӑм эпӗ.

Видел я, как ты вчера вечером возле одной девчонки увивался.

VIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ӗнер кунӗпе ывӑнса ҫитнӗ, вӑл пирӗн ӗҫре хӑй ҫинчен те манать вӗт, выртасса та кая юлса выртрӗ.

Вчера наморился за день, он ведь у нас в работе заклятой, да и лег поздно.

VIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Чим, тепӗр ҫӗнӗ хыпар пур: ӗнер каҫпа, тӗттӗмленсен, Нагульнова пенӗ.

Да, есть и ишо новость: вчера вечером, в потемках уже, в Нагульнова стреляли.

VII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ӗнер сӗвӗрелсе ҫитрӗн-им, председатель?

— Выдохся за вчерашний день, председатель?

VII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ӗнер ҫӗр аллӑ сакӑр гектар юлнӑ.

На вчерашний день сто пятьдесят восемь оставалось.

VI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Тахҫанах пулнӑ ку ӗҫ, анчах питӗ лайӑх астӑватӑп, ӗнер кӑна эп ҫавӑн пек хӑтланнӑ тейӗн.

Давно это было, а помню все дочиста, как будто только вчера это со мной получилось.

V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

«Ҫук, — тет вӑл, — ӗнер секретарь килчӗ те пирӗн уйсене пӑхса ҫӳрерӗ, ҫав хыт хура ҫине пырса кӗчӗ те, ну, ыйтать пирӗнтен: ку хыт хурапа мӗн тӑвӑпӑр? — тет.

Отвечает он мне: «Нет, секретарь вчера приехал, оглядел все наши поля, на этот бурьян напхнулся, ну и задает вопрос нам: что будем с бурьяном делать?

IV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ӗнер эпӗ те асӑрхарӑм-ха ӑна: кӗтӳрен вӑл темле йӑваш таврӑнчӗ.

Вчера и я тоже примечал за ней, будто она какая-то невеселая вернулась из табуна.

II сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Парне укҫине ӗнер каҫах ҫунтарнӑ, ирпе пытарнӑ чух тархасласа ыйтмаллипе хӗрӗх тӑхӑр ҫурта ҫунтарнӑ.

Вчера сожгли связку жертвенных денег, сегодня — сорок девять свитков заклинаний «Великой скорби».

Ыран // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 37–45 стр.

Чи тӗлӗнмелли маншӑн — ӗнер урамра тӗл пулнӑ хӗрарӑм хӑйне мӗнле тыткалани.

Особенно странно вела себя женщина, встретившаяся мне на улице.

III // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 8–23 стр.

Ҫавӑн пек ҫынсем те пур-ҫке-ха: калӑпӑр, уезд пуҫлӑхӗ ӑна сӑнчӑрласа лартнӑ, улпутсем питрен ҫутӑлтара-ҫутӑлтара янӑ, арӑмӗсене уезд управленийӗнчи стражниксем турта-турта илнӗ, ашшӗ-амӑшӗсем вара ростовщиксене тарӑхнипе виле-виле выртнӑ, апла пулин те вӗсен сӑн-сӑпачӗсем эп ӗнер курнӑ ҫынсенни пекех хӑрушӑ та хаяр мар.

Этим людям надевал на шею колодки уездный начальник, их били но лицу помещики, у них отнимали жен стражники из уездного управления, их родители умирали от гнета ростовщиков; но и тогда выражение их лиц не было таким испуганным и таким свирепым, как вчера.

III // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 8–23 стр.

— Кӗлетсем патӗнче ӗнер мӗн туса тӑтӑн ҫак эсӗ?

— Ты чего делал вчера возле амбаров?

38-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ытлашширех ирттерсе каларӑн эсӗ ӗнер, Давыдов юлташ!

Загнул ты вчерась через край, товарищ Давыдов!

36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ӗнер, уяр ҫанталӑкра, нормуна сухаласа тултартӑн-и-ха эсӗ?

Вчера, в вёдро, ты норму выпахал?

36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫакӑн хыҫҫӑн бригада умӗнче ырӑ ят илтме шут тытнӑ та, ӗнер хутора таврӑнса, унта каҫ выртнӑ, ирхине вара килӗнчен михӗ ҫӗклесе тухнӑ, бригадӑна кайнӑ чух, ҫула май, хуторӑн чи вӗҫӗнче пурӑнакан Краснокутов анкартийӗ енелле пӑрӑннӑ, вӗрлӗк карта урлӑ каҫса шала кӗнӗ те вӑрӑ-хурах пекех арпа купи патне йӑпшӑнса пынӑ.

После этого он решил выдобриться перед бригадой и, отправившись с вечера в хутор, переночевал там, а утром припас из дому мешок, на пути в бригаду завернул к гумну Краснокутова, жившего на самом краю хутора, перелез через прясло и воровски затаился возле мякинной кучи.

36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ӗнер эпир ӑна, вӑл пӳсӗрпе аптранине кура, пӑтӑ пӗҫерекенни туса та пӑхрӑмӑр ӗнтӗ, анчах вӑл унта та юрӑхсӑр, шуйттан!

Мы уже его вчера в кашевары определили, через его грызь, но он и там негожий и вредный!

36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Эсӗ те ӗнтӗ, гражданочка, ан хӑра, пит-куҫна уҫах, хӑв мана ӗнер хытах кӳпкерӗн пулин те, сана никам та тивес ҫук.

— И ты, гражданочка, не бойся, раскутай лицо, никто тебя не тронет, хотя ты меня и здорово колотила вчера.

35-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Эсир авӑ, ӗнер, тӑшман еннелле сулӑнса кайрӑр та, ӑна пулӑшрӑр.

А вы вчера к этому врагу качнулись и оказали ему поддержку.

35-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Граждансем, нумай та пулмасть колхозник пулнӑ ҫынсем тата уйрӑм хуҫалӑхпа пурӑнакан хресченсен пӗр пайӗ ӗнер ҫапла пӑтӑрмах туса хӑтланни мӗне пӗлтерет-ха ку?

— Это что означает вчерашнее выступление недавних колхозников и части единоличников, граждане?

35-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех