Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӑспа (тĕпĕ: ӑс) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫук, эпӗ вӗсем ҫинчен татса калани те Ӑспа сивлек асӑрхани те Чӗрен асаплӑ паллисем ҫеҫ пулнӑ.

Нет, все, что я говорю о них, есть только следствие Ума холодных наблюдений И сердца горестных замет.

Июнӗн 11-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Вӗсенчен хӑшӗ-пӗрисен ҫирӗп шухӑшсем пулнӑ пулсан та, вӗсем ӑспа мар, теорине тата ҫынсене пӗлнипе те мар, ухмахлӑхпа ҫыхӑнса тӑнӑ.

А если кое у кого и бывали убеждения, то в сочетании с глупостью, а не с умом, теоретической подготовкой и знанием людей.

Манӑн гестаповец // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953

Пирӗн сӑмаха ӑша хывсан, ҫӑмӑлттай шухӑшлӑ пулмасан ӑспа та, ӗҫпе те чапа тухатӑр акӑ тесе пӗрре мар калатӑп.

Куҫарса пулӑш

Нимрен нимӗр турӑмӑр... // Элиза ВАЛАНС. Тантӑш, 2015.07.23, 30 (4444)№

Вырӑссем калашле, шупашкарсене нумай чухне ӑспа ӑнланма ҫук.

Как говорят русские, чебоксарцев во многих случаях умом не понять.

Чебоксарик. Ӑҫта логика? // Ирина Кузьмина. http://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem/ ... cta-logika

Автор ӑна икӗ енӗпе те сӑнласа парать: тӗрӗсех-и, яш-кӗрӗм, сирӗн ӗмӗтӗр, ҫителӗклӗ-и ӑспа чун пиҫӗмӗ?

Куҫарса пулӑш

1962 ҫулхи чӑваш литератури. Прозӑ // Г. Я. Хлебников. «Вопросы чувашского языкознания и литературоведения». Ученые записки, выпуск XXVI, Чебоксары — 1963. 206–226 стр.

Ваттисен сӑмахне итлеме пӑрахрӑмӑр, хамӑр ӑспа пурӑнатпӑр тесе тем тепӗр хӑтланатпӑр.

Куҫарса пулӑш

«Чӗлхӳ пыл пек пылак пултӑр…» // Ив. САЛАНДАЕВ. «Шӑмӑршӑ хыпарӗ», 2017.08.11

Палӑртнӑ тӗллевӗм ҫынна юрӑхлӑ, ӑна пурнӑҫлама сывлӑхпа тасалӑх пар, ӑспа вӑй кӳртер, Ҫут тӗнчери Аслӑ Хӑват!

Намеченным целям людям пригодность, для ее осуществления здоровья и чистоту дай, ум и силу придавай, Великая Сила Вселенной!

Ирхи сӑвап (1) // халӑх пултарулӑхӗ. Пилсемпе кӗлӗсем // Шупашкар: Чӑваш кенеке издательстви, 2005. — 12 с.

16. Хӑйӗн тулӑхлӑ мухтавне кура, Хӑй Сывлӑшӗн хӑвачӗпе Вӑл сирӗн шалти ӑс-хакӑлӑра тӗреклӗлентерме вӑй патӑрччӗ, 17. ҫапла ӗненнипе сирӗн чӗрӗрсем ӑшне Христос вырӑнаҫтӑрччӗ, 18-19. юрату сирӗн тымарӑр, сирӗн никӗсӗр пултӑрччӗ, вара сирӗн мӗнпур сӑваплӑ ҫынпа пӗрле Христос юратӑвӗн сарлакӑшӗпе тӑршшӗ, тарӑнӑшӗпе ҫӳллӗшӗ мӗн иккенне пӗлсе ҫитмелле пултӑрччӗ, Христосӑн ӑспа пӗлме ҫук юратӑвне ӑнласа илмелле пултӑрччӗ; ҫапла вара сирӗнте Туррӑн пур ырӑлӑхӗ те пултӑрччӗ.

16. да даст вам, по богатству славы Своей, крепко утвердиться Духом Его во внутреннем человеке, 17. верою вселиться Христу в сердца ваши, 18. чтобы вы, укорененные и утвержденные в любви, могли постигнуть со всеми святыми, что широта и долгота, и глубина и высота, 19. и уразуметь превосходящую разумение любовь Христову, дабы вам исполниться всею полнотою Божиею.

Эф 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

4. Эпир кирек хӑҫан та Туррӑн ӗҫлекенӗсем пек пурӑнатпӑр: эпир пурне те тӳсетпӗр — хӗн-хура та, асапа та, ҫитменлӗхе те, 5. хӗненине те, тӗрмене хупнине те, халӑх пӑлханса хӑваласа янине те тӳсетпӗр; эпир йывӑр ӗҫлесе пурӑнатпӑр, ҫӗр ҫывӑрмастпӑр, типӗ тытатпӑр, 6. хамӑра таса усратпӑр, ӑспа ҫӳретпӗр, эпир пуриншӗн те ырӑ кӑмӑллӑ, пурне те ырӑ тӑватпӑр, Таса Сывлӑш тивлечӗпе тӑратпӑр, юратнӑ пек туса мар, чӑннипе юрататпӑр, 7. чӑн сӑмаха анчах калатпӑр, Турӑ хӑвачӗ пулӑшнипе ӗҫлетпӗр, сылтӑм аллӑмӑрпа та, сулахай аллӑмӑрпа та тӳрӗлӗх кӑралне тытса тӑратпӑр; 8. эпир чыспа мӑшкӑла та, хамӑра хӑртнине те, мухтанине те тӳсме хатӗр: пире ултавҫӑ вырӑнне хураҫҫӗ, анчах та эпир — шанчӑклӑ ҫынсем; 9. эпир паллӑ ҫынсем мар, ҫавах пире пӗлеҫҫӗ; пире ӗнтӗ вилнӗ тесе шутлаҫҫӗ, акӑ эпир — чӗрӗ; пире асаплантараҫҫӗ, ҫавах эпир вилместпӗр; 10. пире кӳрентереҫҫӗ, эпир ялан савӑнса тӑратпӑр; эпир — чухӑн ҫынсем, ҫавах нумайӑшне пуйтаратпӑр; пирӗн нимӗн те ҫук — хамӑрӑн пурте пур.

4. но во всем являем себя, как служители Божии, в великом терпении, в бедствиях, в нуждах, в тесных обстоятельствах, 5. под ударами, в темницах, в изгнаниях, в трудах, в бдениях, в постах, 6. в чистоте, в благоразумии, в великодушии, в благости, в Духе Святом, в нелицемерной любви, 7. в слове истины, в силе Божией, с оружием правды в правой и левой руке, 8. в чести и бесчестии, при порицаниях и похвалах: нас почитают обманщиками, но мы верны; 9. мы неизвестны, но нас узнают; нас почитают умершими, но вот, мы живы; нас наказывают, но мы не умираем; 10. нас огорчают, а мы всегда радуемся; мы нищи, но многих обогащаем; мы ничего не имеем, но всем обладаем.

2 Кор 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

1. Эй тӑванӑмсем, ҫавӑнпа ӗнтӗ сире Туррӑн хӗрхенекен кӑмӑлне асӑнса йӑлӑнатӑп: Турӑшӑн ӑспа ӗҫлесе пурӑнас тесессӗн, хӑвӑрӑн ӳтӗре чӗрӗ, сӑваплӑ, Турра юрӑхлӑ парне тума тӑрӑшӑр, 2. ку ӗмӗре кура ан пурӑнӑр; Туррӑн кӑмӑллӑ, пур тӗлӗшпе те паха, ырӑ ирӗкне пӗлсе пымашкӑн эсир хӑвӑр ӑсӑра ҫӗнетсе улӑшӑнӑр.

1. Итак умоляю вас, братия, милосердием Божиим, представьте тела ваши в жертву живую, святую, благоугодную Богу, для разумного служения вашего, 2. и не сообразуйтесь с веком сим, но преобразуйтесь обновлением ума вашего, чтобы вам познавать, что есть воля Божия, благая, угодная и совершенная.

Рим 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

7. Эй арсем, эсир те арӑмӑрсене, черченкӗ савӑт-сапана тыткаланӑ пек, ырӑ ӑспа пӑхса усрӑр; вӗсем те хӑвӑрпа пӗрле ырӑлӑхлӑ пурӑнӑҫа кӗрессине пӗлсе, вӗсене хисеп тӑвӑр, кӗлтунӑ чухне вара сире нимӗн те кансӗрлемӗ.

7. Также и вы, мужья, обращайтесь благоразумно с женами, как с немощнейшим сосудом, оказывая им честь, как сонаследницам благодатной жизни, дабы не было вам препятствия в молитвах.

1 Пет 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

5. Акӑ вӑхӑт ҫывӑхарса килет, тет Ҫӳлхуҫа, Эпӗ Давидӑн сӑваплӑ Хунавне ҫӗклентерӗп те, Вӑл Патша пулӗ, пурне те ӑспа туса пырӗ, ҫӗр ҫинче тӳрӗ сут туса тӑрӗ, тӗрӗссине тӑвӗ.

5. Вот, наступают дни, говорит Господь, и восставлю Давиду Отрасль праведную, и воцарится Царь, и будет поступать мудро, и будет производить суд и правду на земле.

Иер 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

22. Вӗсем пире кӑтартчӑр, мӗн пулассине калаччӑр; мӗн те пулин пулса иртиччен ун ҫинчен пӗлтерччӗр, вара эпир хамӑр ӑспа хаклӑпӑр та вӑл ӗҫ епле вӗҫленнине пӗлӗпӗр, е пире пуласси ҫинчен пӗлтерччӗр.

22. Пусть они представят и скажут нам, что произойдет; пусть возвестят что-либо прежде, нежели оно произошло, и мы вникнем умом своим и узнаем, как оно кончилось, или пусть предвозвестят нам о будущем.

Ис 41 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

20. Ӗҫе ӑспа туса пыракан ырӑлӑх тупать, Ҫӳлхуҫана шанакан — телейлӗ.

20. Кто ведет дело разумно, тот найдет благо, и кто надеется на Господа, тот блажен.

Ытар 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Пур тӗлӗшрен те асӑрхануллӑ пул, ывӑлӑм, яланах ӑспа пурӑн.

Будь осторожен, сын мой, во всех поступках твоих и будь благоразумен во всем поведении твоем.

Тов 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

«Чӗрӗ уроксем» федераци проекчӗ хута кайни вӗренӳ тытӑмӗнчи чи ырӑ пуҫарусенчен пӗри шӑпах вӗренекенсем ҫулҫӳревсенче ӑспа та, кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен те пуянланни пулнине ҫирӗплетни мар-и?

Куҫарса пулӑш

Пин хут илтиччен... // Ирина ИВАНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Тӑван ҫӗршыва, чӑнах та, чунпа туйса, ӑспа пӗлсе хӳтӗлемелле.

Куҫарса пулӑш

Пур çавăн пек професси: Тăван çĕршыва хÿтĕлесси // Ирина АНИСИМОВА. «Хыпар», 2016, кӑрлач, 21; 23–24№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех