Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӑсатас (тĕпĕ: ӑсат) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Анчах хӑвӑртрах госпитале ӑсатас пулать.

 — Только надо немедленно в госпиталь.

1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

— А куна, — Саломыга хут ҫине пӳрнипе тӗксе кӑтартрӗ, — леш тӗнчене ӑсатас тетӗн пулсассӑн, ҫулне вунулттӑ вырӑнне вунсаккӑр туса ларт та, пулчӗ те.

— А этого, — ткнул Саломыга пальцем на бумаги, — если хочешь, чтобы к ногтю прижали, поставь ему вместо шестнадцати лет восемнадцать.

Улттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Унтан аккордеон ҫаккине хулпуҫҫи урлӑ ячӗ те: — Ӑсатас-тӑк ӗнтӗ, музыкӑпа ӑсатас, — терӗ.

И, перекидывая через плечо ремень аккордеона, она сказала: — Ну что ж, если провожать, так провожать с музыкой.

Тимурпа унӑн команди // Матвей Сакмаров. Гайдар, Аркадий Петрович. Тимурпа унӑн команди: повесть; вырӑсларан М.А.Сакмаров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 102 с.

— Дежурнӑй, мӗнех кунта, связноя кала та, хулана ӑсатас вӗсене.

— Что ж, дежурный, снаряжай с ними связного — да в город.

«Калуга — Марс» // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 119–137 с.

Хӑйне фронта ӑсатас умӗн Пантелей Прокофьевич авӑн ҫапасси ҫинчен каларӗ-ха, кӗрхи ҫӗртме тӑвасси, выльӑх-чӗрлӗх пирки те асӑнчӗ, анчах фронт Татарски патне ҫывхарса ҫитсен мӗн тумалли ҫинчен нимӗн те шарламарӗ.

Перед отъездом на фронт Пантелей Прокофьевич говорил о молотьбе, о зяби, о скоте, но ни словом не обмолвился о том, как им быть, если фронт приблизится к Татарскому.

XXI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Кӑштахран вӑл тыткӑна лекнисене тыла ӑсатас пирки хушусем пама тухрӗ.

Спустя немного он вышел распорядиться относительно отправки пленных.

XV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Вешенскине ӑсатас умӗн Прокофьевича Моховсен подвалне лартрӗҫ.

Посадили Прокофьевича перед отправкой в Вешенскую — в моховский подвал.

XXVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Аманнӑ хӗрлӗармеецсене Вешкине ӑсатас тесе, ӗнер лавсем шырарӑм — пӗри килӗшекен ҫук.

Вчера пошел за подводами раненых красноармейцев в Вешки везть — ни один не едет.

XXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Куншӑн халь хӑвна леш тӗнчене ӑсатас пулсан еплерех?

А если за это сейчас в расход?

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Халӗ ӗнтӗ лавсене ӑсатас.

А зараз давайте отправлять обоз.

XIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Сергей паян та телефонпа каларӗ: тунтикун вӑл курсантсене ӑсатас пулать.

Сергей сегодня звонил: надо в понедельник этих курсантов отправить.

I сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Вӗсене «Метрополь» гостиницӑна ӑсатас умӗн (арестленӗ генералсене ҫавӑнта усрама палӑртнӑ) Алексеев тем пирки ҫирӗм минут Корниловпа куҫа-куҫӑн калаҫса илет.

Перед отправкой арестованных в гостиницу «Метрополь», где они должны были содержаться под стражей, Алексеев с глазу на глаз о чем-то в течение двадцати минут беседовал с Корниловым.

XVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

«Паян куҫ умӗнче революцилле ситуаци ҫук-ха, массӑсен ӑс-тӑнне хускатса яма, вӗсен активлӑхне ӳстерме условисем ҫук; паян сан аллуна суйлав бюллетенӗ тыттараҫҫӗ пулсан — ил ӑна; ҫав бюллетеньпе, тӗрмене лекесрен хӑраса, ҫемҫе пуканран ярса тытакан ҫынсене парламентри ӑшӑ вырӑнсене ӑсатас тесе мар, хӑвӑн тӑшманусене пырса ҫапма лайӑх йӗркеленсе хатӗрленес тесе усӑ кур.

— «Сегодня нет налицо революционной ситуации, нет условий для брожения в массах, для повышения их активности, сегодня тебе дают в руки избирательный бюллетень — бери его, умей организоваться для того, чтобы бить им своих врагов, а не для того, чтобы проводить в парламент на теплые местечки людей, цепляющихся за кресло из боязни тюрьмы.

I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ӗҫ лайӑх пынипе савӑнса, Прохор юхан шыв тӑрӑх каякан ҫынсене кимӗпе ӑсатас пирки калаҫма пуҫларӗ.

Обрадованный такой удачей, Прохор стал поговаривать об отправке молевщиков на лодке.

XXVI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Манан ӗҫ — ӑсатас та кӗтсе илесси, — тунсӑхлӑ сасӑпа каларӗ Наталья Павловна.

— Мое дело — провожать да встречать, — тоскливо сказала Наталья Павловна.

XVII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Мӗнпур пӑравуссене ҫак мелпе Раҫҫее ӑсатас тесен миҫе пӑрахут кирлӗ тата ҫав пӑрахутсен миҫе рейс тумалла?

Так сколько же надо иметь пароходов и сколько нужно сделать рейсов, чтобы перевезти все паровозы?

Ҫирӗм саккӑрмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Ҫамрӑк боецсене фронта ӑсатас умӗн пӗрер сӑмах тухса каламӑн-и?

Смажешь молодым бойцам несколько слов сказать перед отправкой на фронт?

22 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ну, терӗм, ӑсатас пулать.

Ну, думаю, дай провожу.

11 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Капитана леш тӗнчене ӑсатас тесе вӑл пӗтӗм пурлӑхне пама хатӗр пулнӑ.

Он был готов отдать всё своё состояние, чтобы отправить этого капитана на тот свет.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Акӑ, илтетне, матушка, чӑнахах сире пӑлхавҫӑсемпе ӗҫ татичченлӗхе аяккарах ӑсатас мар-и?

— А слышь ты, матушка, и в самом деле, не отправить ли вас подале, пока не управимся мы с бунтовщиками?

Улттӑмӗш сыпӑк. Пугачевщина // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех