Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӑнланать (тĕпĕ: ӑнлан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тата тем курасси те пулать-ха, вӑл ҫавна лайӑх ӑнланать.

И он понимал, к каким страшным последствиям это приведет.

XXVII. Ҫӳрен ҫын // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Бей те куҫҫульне чараймарӗ, тинех ӑна Григоров та кирлӗ мар, мӗн пӗлмеллине унсӑрах вӑл тӗрӗс ӑнланать.

Прослезился и бей, который уже не нуждался в Григорове.

XVII. Спектакль // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Халӗ вӑл ӑнланать ӗнтӗ.

Теперь ей понятно.

VI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Ӑслӑ выльӑх ҫынна ӑнланать тесе тӗрӗсех калаҫҫӗ ҫав; хапха курӑна пуҫласанах, лаша чуппине чакарчӗ, хуҫи пекех пуҫне усрӗ те, килӗре пӑри тӳнӗ евӗр, йывӑрран пусса ута пуҫларӗ — ярса пусать те чарӑнса тӑрать…

Умное животное всегда понимает хозяина: завидев ворота, конь сразу замедлил шаг, понурил, как и всадник, голову и побрел, спотыкаясь: шагнет — и остановится, будто рис в ступе толчет.

I // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 90–106 стр.

Михаил Иваныч Верочка килӗшме шутланине ӗненчӗ — килӗшме шутламан пулсан, ун парнисене илес те ҫукчӗ вӑл; мӗншӗн вӑраха ярать-ха вӑл? — Мӗншӗн вӑраха янине Михаил Иваныч хӑй те ӑнланать, Марья Алексевна та каласа кӑтартать: Анна Петровна йӑлтах йӑвашланса ҫитессе кӗтет вӑл.

Михаил Иваныч видел и убеждался, что Верочка решилась согласиться — иначе не принимала бы его подарков; почему ж она медлит? — Михаил Иваныч сам понимал, и Марья Алексевна указывала почему: она ждет, пока совершенно объездится Анна Петровна…

IX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Вера ответ пама мӗншӗн васкаманнине Марья Алексевна ӑнланать: вӑл каччине вӗрентсе ҫитерет те кайран вара каччӑ унсӑр пурӑнма та пултараймасть, акӑ тата вӑл Анна Петровнӑна пӑхӑнтарас тесе тӑрӑшать пулмалла.

Что Вера медлит ответом, это понятно для Марьи Алексевны: она хочет совершенно вышколить жениха, так, чтоб он без нее дохнуть не смел, и вынудить покорность у Анны Петровны.

IX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Вӑл начар ҫемьерен тухнӑ тата, сирӗнпе танлаштарсан, чылаях чухӑн пулин те, ӑна качча илни сирӗн ӗҫе питех те ӑнтармалла: эсир укҫаллӑ ҫын, вӑл хитре те ӑслӑ, ҫирӗп кӑмӑллӑ хӗр, ӑна чаплӑ ҫынсемпе паллаштарсан, вӑл ҫав ҫынсем хушшинче ҫав тери пысӑк вырӑн йышӑнмалла; ку усӑллӑ пулассине кашни упӑшках ӑнланать.

Женитьба на ней, несмотря на низкость ее происхождения и, сравнительно с вами, бедность, очень много двинула бы вперед вашу карьеру: она, будучи введена в большой свет, при ваших денежных средствах, при своей красоте, уме и силе характера, заняла бы в нем блестящее место; выгоды от этого для всякого мужа понятны.

V // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Ци-цзинь хӑйне хӑрушлӑх кӗтнине ӑнланать, инкекрен мӗнле те пулин пӑрӑнса юлса пулмӗ-ши тесе шухӑшлать, анчах ун шухӑшӗсем пӑтранаҫҫӗ:

Сознавая всю опасность положения, он старался что-то придумать, найти какой-то выход, но мысли путались:

Хускану // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 54–66 стр.

Ӑслӑ ҫын ҫакна пӗтӗмпех, ӑнлантарса памасӑрах ӑнланать, ухмаха ӑнлантаратӑн-и, ҫук-и — вӑл ҫав-ҫавах мӗн виличчен ухмахла пурӑнать!

Умный человек все это дело и без прояснений поймет, а дураку проясняй не проясняй — все едино он так дураком и проживет до гробовой доски!

XXIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Устин сасси ӑна таҫтан, инҫетрен тенӗ пек илтӗнет, анчах Давыдов Устин мӗн ҫинчен каланине те, ҫавна вӑл мӗнле мӑшкӑлласа, йӗплесе каланине те уҫҫӑнах илтет, ӑнланать.

Откуда-то, словно бы издалека, доносился голос Устина, и Давыдов отчетливо улавливал и смысл того, о чем говорил Устин, и издевательские интонации, звучавшие в его голосе…

XIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ҫапла пулин те вилнисем каялла таврӑнмасса, Бао-эра текех курайрас ҫука ӑнланать.

И все же эта простая, темная женщина понимала, что мертвые не возвращаются, что сынка ей больше не увидеть.

Ыран // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 37–45 стр.

Патша вӑхӑтӗнче эпӗ ҫамрӑк казаксене вӗрентеттӗм те, ҫавӑнпа пайтах куркаланӑ: авланман ҫын сӑнран-питрен те савӑк ҫӳрет, каланине те ӑнланать, анчах ҫамрӑк арӑмне хӑварса пынӑ ҫын пулсан, ун пекки вара, тунсӑхласа ҫитнипе, питӗ хӑвӑрт сӳрӗке тухса каять, тункатапа пӗрех пулса тӑрать.

В царское время я молодых казаков обучал и нагляделся: как парень, так он с лица веселый, понятливый, а как от молодой жены в полк пришел, так он в момент от тоски одеревенеет и становится пенек пеньком.

32-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Уполномоченнӑй юлташ ялхуҫалӑхӗнчи ӗҫсене сахал ӑнланать, хӑй рабочи пурнӑҫӗпе пурӑннӑ пирки вӑл плуг хыҫҫӑн утса курман пулмалла, тен, вӑкӑр патне хӑш енчен пырса тӑмаллине те пӗлмест пулӗ-ха.

Товарищ уполномоченный в сельском хозяйстве мало понимает, за плугом он, кубыть, не ходил по своей рабочей жизни и небось к быку не знает, с какой стороны надо зайтить.

9-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

«Мов» хуҫана ӑнланать, вӑл — вӑй.

«Mob» понимает хозяина - это сила.

«Мов» // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 684–692 стр.

Вилӗм хушшинче ҫӳрекен ҫын хӑранине ӑнланать вӑл; пурнӑҫӑн хӗвӗшсе тӑракан вӑрттӑнлӑхӗнче вӑл мӗн ӑнланма пултарать, ҫав савӑнтарать ӑна…

Испуг человека, которому грозит смерть, понятен ей, а все что она понимает в таинственной суете жизни, радует ее.

«Мов» // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 684–692 стр.

Кӑнтӑрта пурӑнакан ҫынсем ҫакӑн пирки тӑтӑшах калаҫаҫҫӗ, Пепе пурне те итлет, пурне те ӑнланать.

Всё чаще говорят это простые люди юга, а Пепе всё слышит и всё помнит.

Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.

Ӗҫ вӑл ҫӗр валли тата ҫынсене кирлӗ — турӑ ӑнланать ӑна…

Работа нужна земле и людям — бог понимает это…»

Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.

Хура пӗлӗт ӑнланать: чун кӑварӗ, вӑй хӑвачӗ, ҫӗнтерӳ хавасӗ — шанчӑк ҫак сасра амаланать.

Силу гнева, пламя страсти и уверенность в победе слышат тучи в этом крике.

Тӑвӑл хыпарҫи ҫинчен хунӑ юрӑ // Стихван Шавли. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 132 стр.

Хӑй умӗнчи япаласене тӗлӗкре курнӑ-и вӑл е пурнӑҫра тахҫан курса маннӑ-и, анчах вӑл ҫакна ӑнланать: ун умӗнче ҫав тахҫан курнӑ ҫынсемех лараҫҫӗ, ҫав сӑмахсенех вӑл тахҫанах пӗрре илтнӗччӗ; ӗмӗтпе тепӗр хут ҫав вӑхӑта курма май ҫук, ӑс-пуҫ иртнине тепӗр хут чӗртеймест, шухӑша ярать.

Во сне ли он видел происходящее перед ним явление, жил ли когда-нибудь прежде, да забыл, но он видит: те же лица сидят около него, какие сидели тогда, те же слова были произнесены уже однажды: воображение бессильно перенести опять туда, память не воскрешает прошлого и наводит раздумье.

IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Ҫутҫанталӑк ӑна ку енӗпе кӳрентермен; инкӗшӗ унӑн ӑсӗпе ирӗклӗхне хӗсӗрлемест, ҫавӑнпа Ольга нумай япалана хӑех тавҫӑрса илет, ӑнланать, пурнӑҫа асӑрхануллӑн сӑнать, итлет… сӑмах майӗн тусӗ каланисене, канашӗсене те итлет…

А природа ее ничем этим не обидела; тетка не управляет деспотически ее волей и умом, и Ольга многое угадывает, понимает сама, осторожно вглядывается в жизнь, вслушивается… между прочим, и в речи, советы своего друга…

VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех