Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: IX

Пай: Мӗн тумалла? –> Пӗрремӗш сыпӑк

Автор: Николай Сандров, Владимир Садай

Ҫӑлкуҫ: Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Хушнӑ: 2019.11.25 09:47

Пуплевӗш: 80; Сӑмах: 1358

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

— Ну, мӗн? — ыйтрӗ Марья Алексевна кӗрекен упӑшкинчен.

— Питӗ лайӑх, матушка; вӑл пӗлнӗ те: епле хӑятӑр эсир? — тет. Эпӗ ӑна: ваше превосходительство, хӑймастпӑр эпир, Верочка тухмастӑп, тет, ӗнтӗ, терӗм.

— Мӗн? Мӗн? Ухмах пуҫупа ҫапла лаплаттартӑн-и, ашак?

— Марья Алексевна…

— Ашак! Ирсӗр! Вӗлертӗн! Чиксе вӗлертӗн. Акӑ сана! — ҫупса ячӗ вӑл упӑшкине. — Акӑ сана! — тата ҫупрӗ вӑл. — Акӑ мӗнле вӗрентмелле сана, ухмаха! — Вӑл упӑшкине ҫӳҫрен ярса тытса сӗтӗрме пуҫларӗ. Нумая пычӗ ку, мӗншӗн тесен Сторешников вӑрахчен ним чӗнмесӗр амӑшӗ вӗрентнине итлесе тӑнӑ хыҫҫӑн пӳлӗме чупса кӗнӗ чухне Марья Алексевна ҫаплах хӗрсе кайсах упӑшкине ӑса вӗрентетчӗ.

— Ашак, алӑка та питӗрмен, — ют ҫынсем умӗнче мӗн тӑватпӑр! Вӑтанасчӗ, сысна! — Марья Алексевна урӑх нимӗн те калама пӗлмерӗ.

— Ӑҫта Вера Павловна! Манӑн Вера Павловнӑна курмалла, халех! Нивушлӗ мана качча пырасшӑн мар вӑл?

Ӗҫ ҫав тери йывӑрланса ҫитнипе Марья Алексевна аллине кӑна сулчӗ. Ватерлоо патӗнче ҫапӑҫнӑ хыҫҫӑн Наполеонпа та ҫакӑн пек ӗҫех пулса иртнӗ — ун чухне маршал Груши Павел Константиныч пек айван пулнӑ, Лафайет вара Верочка пек ҫӗмӗрӗлме пуҫланӑ: Наполеон та ҫапӑҫнӑ, ҫапӑҫнӑ, ҫав тери чаплӑ ҫӗнтерӳсем тунӑ, — ҫапах та нимӗнсӗр тӑрса юлнӑ, аллипе сулса; мана нимӗн те кирлӗ мар, кам мӗн тӑвас килет, ҫавна тутӑр — хӑйне те, мана та, теме ҫеҫ пултарнӑ.

— Вера Павловна! Эсир манпа килӗшместӗр-и?

— Хӑвӑрах шутлӑр-ха, ӑҫтан килӗшме пултарнӑ-ха эпӗ!

— Вера Павловна! Эпӗ сире хытӑ кӳрентертӗм, айӑплӑ: эпӗ, ҫав тери айӑплӑ, анчах эсир хирӗҫ тӑнине чӑтса ирттерме пултараймастӑп… — тата ытти те, тата ытти те.

Верочка ӑна темиҫе минут хушши итлесе тӑчӗ; юлашкинчен, чарӑнма та вӑхӑт ӗнтӗ — йывӑр кӑна чӑтма.

— Ҫук, Михаил Иваныч, ҫитет, чарӑнӑр. Эпӗ килӗшме пултараймастӑп.

— Апла пулсассӑн, эпӗ сирӗнтен каҫару ҫеҫ ыйтатӑп: эпӗ сире епле кӳрентернине эсир халӗ те лайӑх туйса тӑратӑр-ха… ответ ан парӑр халь мана, сирӗн каҫарӑва тивӗҫлӗ пулмалӑх вӑхӑт хӑварӑр мана! Эпӗ сире чунсӑр, ирсӗр ҫын пек туйӑнатӑп, анчах пӑхӑр-ха, тен, тӳрленӗп эпӗ, эпӗ тӳрленес тесе мӗнпур вӑя хурӑп! Пулӑшӑр мана, ан ютшӑнтарӑр мана, вӑхӑт парӑр мана, эпӗ нихҫан та сирӗн сӑмахӑртан тухмӑп! Курӑр-ха эсир, — эпӗ епле пӑхӑннине; тен, манран эсир мӗн те пулин лайӑххи те курӑр-ха, вӑхӑт парӑр мана.

— Эпӗ хӗрхенетӗп сире, — терӗ Верочка, — эпӗ эсир таса туйӑмпа юратнине куратӑп (Верочка, ку вӑл пӗртте юрату мар-ха, ку вӑл тӗрлӗрен ирсӗрлӗх, тӗрлӗрен йӗрӗнчӗклӗхпе хутӑшса кайни кӑна; хӗрарӑма ӑна хирӗҫле ответ илекенсенчен пурте тенӗ пекех юратса каймасть, — юрату вӑл пӗртте кун пек япала мар, — анчах халлӗхе Верочка кӑна нимӗн те пӗлмест, ҫавӑнпа ун кӑмӑлӗ ҫемҫелсе кайнӑ) — эсир мана ответ партарасшӑн мар — юрать, эпӗ памастӑп. Анчах та эпӗ сире асӑрхаттаратӑп: ответа тепӗр вӑхӑта хӑварнипе нимӗнле усӑ та пулас ҫук — эпӗ сире нихҫан та паянхинчен урӑхла ответ парас ҫук.

— Урӑх ответа тивӗҫлӗ пулатӑпах эпӗ, пулатӑпах, эсир ҫӑлатӑр мана! — Вӑл Верочка аллине ярса тытса чуптума пуҫларӗ.

Марья Алексевна пӳлӗме кӗчӗ те кӑмӑлӗ тулса килнипе савӑк каччӑпа хӗре ҫынсӑр-мӗнсӗрех, урӑхла каласан Павел Константинычсӑрах, пиллес, кайран Павел Константиныча чӗнсе пӗрле савӑнӑҫлӑн пиллес тенӗччӗ. Сторешников унӑн ҫур хаваслӑхне пӗтерсе тӑкрӗ, вӑл ӑна чуптуса: Вера Павловна килӗшессе килӗшмерӗ, анчах хирӗҫ те каламарӗ, ответ тепӗр чухне пулӗ терӗ, тесе ӑнлантарчӗ. Начар ӗнтӗ, анчах ку таранччен пулнипе танлаштарсан, ҫапах лайӑхрах.

Сторешников киле ҫӗнтерӳпе таврӑнчӗ. Калаҫнӑ чухне каллех ҫурт ҫинчен аса илчӗҫ, Анна Петровнӑн каллех тӑнне ҫухатса ӳкнӗ пек туса кӑтартмалла пулчӗ.

Марья Алексевна Верочка ҫинчен нимӗн шухӑшлама та пӗлмерӗ. Калаҫнӑ чухне те, мӗн те пулин тунӑ чухне те Верочка йӑлтах ӑна хирӗҫ пулнӑ пекчӗ. Анчах та Верочка Марья Алексевна ҫӗнтереймен мӗнпур йывӑрлӑхсене ҫӗнтерни курӑнчӗ. Ӗҫ мӗнле пыни тӑрӑх шутласан, акӑ мӗнле тухать: Верочка Марья Алексевна мӗн тӑвас тенӗ, ҫавнах тӑвасшӑн иккен, анчах вӑл вӗреннӗ ҫын пулнӑран тата мӗн тумаллине питӗ хӑвӑрт туйса илнӗ пирки, хӑйӗн ӗҫне урӑхла меслетпе майлаштарса пырать. Анчах, апла пулсан, мӗншӗн-ха вӑл Марья Алексевнӑна: аннеҫӗм, сирӗн мӗн тӑвас килет, манӑн та ҫавнах тӑвас килет, ан пӑшӑрханӑр! тесе каламасть. Амӑшне питӗ ҫилленнӗ-ши вӑл, ҫавӑнпа пӗрле тумалли ӗҫе те амӑшсӗрех тӑвасшӑн-и вӑл? Вера ответ пама мӗншӗн васкаманнине Марья Алексевна ӑнланать: вӑл каччине вӗрентсе ҫитерет те кайран вара каччӑ унсӑр пурӑнма та пултараймасть, акӑ тата вӑл Анна Петровнӑна пӑхӑнтарас тесе тӑрӑшать пулмалла. Ахӑртнех, Верочка Марья Алексевнӑран хӑйӗнчен те чеерех пулас. Шухӑшланӑ чухне Марья Алексевна яланах ҫак шухӑш патне килсе тухать. Анчах та куҫсемпе хӑлхасем пӗрмаях ҫак шухӑша хирӗҫ пыраҫҫӗ. Тепӗр тесен тата, ҫак шухӑш йӑнӑш пулсан, Верочка чӑнах та Сторешникова качча тухасшӑн мар пулсан, мӗн тумалла-ха? Ҫав тери хаяр тискер кайӑк вӗт вӑл, ӑна лӑплантарма та пӗлес ҫук. Ирсӗр Верка, тем тесен те, качча тухасшӑн мар пулас, — кун пирки нимӗн иккӗленмелли те ҫук, — Марья Алексевна питех те тӗплӗн шухӑшласа пӑхма пултарнӑ ҫав, ҫавӑнпа та вӑл Верочка ҫинчен: Верочка ӑста интриганка, тесе хӑй шухӑшланипе йӑпанса ларма пултарайман; анчах та Верочка хӑйӗн ӗҫӗсене питӗ ӑста туса пырать, качча тухас пулсан, вӑл (шуйттан пӗлет-и ӑна, мӗн ун пуҫӗнче, тен, тухасшӑн та пуль!) чӑнах та упӑшкине те, упӑшкин амӑшне те, кил-ҫуртне те йӑлтах хӑй аллине ярса илет ӗнтӗ, — мӗн тумалли юлать-ха? Кӗтмелли ҫеҫ юлать, урӑх нимӗн тумалли те ҫук. Халлӗхе Верка качча тухасшӑн мар-ха, хӑнӑхать те акӑ, выляса кулсах тухать акӑ, — хӑратса пӑхма та пулать, анчах вӑхӑтра хӑратмалла! Халӗ вара ҫав вӑхӑт ҫитессе ҫеҫ кӗтмелле: Марья Алексевна кӗтет те ӗнтӗ. Марья Алексевнӑна Верка ӗҫе туй патнелле илсе пырать-ха текен шухӑш илӗртет, анчах тӗплӗн шухӑшласа пӑхсан, унӑн ку шухӑша хирӗҫлес килет. Верочка сӑмахӗсемпе ӗҫӗсемсӗр пуҫне пурте ҫак шухӑша ҫирӗплетсе панӑ: каччи питӗ лайӑх пулнӑ. Каччӑ амӑшӗ пӗр виҫӗ эрнене яхӑн кӗрешрӗ, анчах ӑна ывӑлӗ: ҫуртӑм хамӑн, тесе ҫӗнтерсе пычӗ те, амӑшӗ йӑвашланма пуҫларӗ. Вӑл Верочкӑпа паллашасшӑн пулчӗ, Верочка ун патне каймарӗ. Малтан Марья Алексевна: эпӗ хам Верочка вырӑнӗнче пулнӑ пулсан, ӑслӑрах пулнӑ пулӑттӑм, кайнӑ пулӑттӑм, тесе шухӑшласа илчӗ, анчах шухӑшласа пӑхрӗ те каймасан пушшех те ӑслӑрах пулнине ӑнланчӗ. Э, чее япала ку! — чӑнах та: тепӗр икӗ эрнерен ҫӗнӗ хваттере юсанине пӑхма тесе Анна Петровна хӑй вӗсем патне кӗчӗ, ӑшӑ кӑмӑллӑ пулмарӗ пулин те, ӑшӑ кӑмӑллӑ пек пулса, чӗлхипе хаяррӑн тӑрӑнтарса ларчӗ. Вӑл йӗплесе ик-виҫӗ сӑмах каланӑ хыҫҫӑн Верочка хӑйӗн пӳлӗмне тухса кайрӗ; вӑл кайиччен Марья Алексевна каймалла тесе шухӑшламанччӗ, йӗплӗ сӑмах ҫине йӗплӗ сӑмахпа ответлемелле тесе шухӑшланӑччӗ, анчах Верочка кайнӑ-кайманах Марья Алексевна ӑнланчӗ: ҫапла, кайни лайӑхрах, — ывӑлӗ аптратса ҫитертӗр ӑна, ҫав лайӑхрах! Тепӗр ик эрнерен Анна Петровна каллех вӗсем патне кӗчӗ, халӗ вӑл мӗншӗн кӗнине пӗлтерме сӑлтавсем кӑларса тӑратмарӗ, кӗрсе курас килчӗ терӗ те Верочка умӗнче пӗр йӗплӗ сӑмах та каламарӗ.

Вӑхӑт ҫапла иртсе пычӗ. Михаил Иваныч Верочкӑна парнесем пачӗ; вӗсене вӑл Марья Алексевна урлӑ пачӗ, вӗсем ӗнтӗ, Анна Петровна сехечӗ пекех, Марья Алексевна аллинче юлчӗҫ, анчах та пур парне те мар; хӑшпӗр йӳнӗрех парнесене Марья Алексевна Верочкӑна салукран илмен япаласем тесе пачӗ: Михаил Иванычӑн хӑйӗн япалисенчен хӑшне те пулин ҫураҫнӑ хӗр ҫинче курмалла пулнӑ-ҫке-ха. Михаил Иваныч Верочка килӗшме шутланине ӗненчӗ — килӗшме шутламан пулсан, ун парнисене илес те ҫукчӗ вӑл; мӗншӗн вӑраха ярать-ха вӑл? — Мӗншӗн вӑраха янине Михаил Иваныч хӑй те ӑнланать, Марья Алексевна та каласа кӑтартать: Анна Петровна йӑлтах йӑвашланса ҫитессе кӗтет вӑл. Вара Михаил Иваныч амӑшне йӑвашлатас тесе хытӑрах та хытӑрах хӑваларӗ, — ҫак ӗҫ ӑна сахал мар савӑнтарчӗ.

Ҫапла ӗнтӗ, Верочкӑна кансӗрлемерӗҫ, ун куҫӗнчен пӑхса кӑна пурӑнма пуҫларӗҫ. Юрасшӑн пулса ҫакӑн пек йытӑлла хӑтланни уншӑн питӗ ирсӗр япала пулнӑ, вӑл амӑшӗпе май килнӗ таран сахалтарах калаҫма тӑрӑшрӗ. Амӑшӗ ун пӳлӗмне кӗми пулчӗ, Верочка пӳлӗмре ларнӑ чухне, урӑхла каласан, иртен пуҫласа каҫченех, ӑна чӑрмантармарӗҫ. Вӑл Михаил Иваныча кӑна хӑш чухне Верочка патне кӗме ирӗк паркалать. Михаил Иваныч Верочка сӑмахне пӗчӗк ача пекех итлет; Верочка ӑна вулама хушать те, — вӑл вара экзамена хатӗрленнӗ пекех тӑрӑшса вулать; вуласа вӑл нумаях усӑ курайман, ҫапах та мӗн чухлӗ те пулин усӑ курнах; Верочка ӑна калаҫусемпе пулӑшма тӑрӑшнӑ, — калаҫусем ӑна кӗнеке вуланинчен ӑнланмалларах пулнӑ, вӑл кӑшт кӑна ҫитӗнӳсем тунӑ, ерипен питӗ пӗчӗк ҫитӗнӳсем тунӑ, ҫапах та тунӑ-тунах. Халӗ ӗнтӗ вӑл хӑйне амӑшӗпе унчченхинчен йӗркеллӗрех тыткалама, вӑрӑм вӗренпе кӑкарса хӑвалас вырӑнне йӗвен тӑхӑнтарса, ахаль ҫеҫ тытса тӑма пуҫларӗ.

Ҫапла виҫ-тӑватӑ уйӑх иртсе кайрӗ. Вӑрҫӑ-харкашу хыҫҫӑн килӗшӳллӗн, лӑпкӑн пурӑнчӗҫ; анчах кашни кунах ҫиҫӗм ҫиҫсе аслати кӗмсӗртетсе кайма пултарнӑ, мӗн пулас-килессе кӗтнипе Верочка чӗри тапма чарӑнас патнех ҫитет, — паян мар пулсан, ыран ӗнтӗ е Михаил Иваныч, е Марья Алексевна килӗшме ыйтса калаҫма пуҫлаҫҫӗ, — ӗмӗр тӑршшӗпех чӑтса тӑрас ҫук вӗт вӗсем. Манӑн тӗлӗнсе каймалла хирӗҫӳсем, тытӑҫусем шутласа кӑларасси килнӗ пулсан, эпӗ ҫак ӗҫе шавлӑн пӗтмелле тунӑ пулӑттӑм; анчах ӗҫ, чӑннипе илсен, пачах ун пек мар; манӑн ӗҫ мӗнле пыни паллӑ мар-ха тесе илӗртес килнӗ пулсан, эпӗ ун пек япала нимӗн те пулман тесе халех каламан пулӑттӑм; анчах эпӗ пӗр ултавсӑр ҫыратӑп, ҫавӑнпа та малтанах ҫапла калатӑп: ӗҫ шавлӑн пӗтмелли пулмӗ, вӑл ҫил-тӑвӑлсӑр, аслатисӗр, ҫиҫӗмсӗрех пӗтӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех