Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӑнланаймарӗ (тĕпĕ: ӑнлан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Таня ҫийӗнчех ӑнланаймарӗ ҫакна.

Таня не сразу поняла это.

4 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

Вӗсем мӗн ҫинчен калаҫнине пӗлес тесе — хӑйӗн ҫинчен мар-и? — хӑлхине чанк тӑратрӗ, анчах ӑнланаймарӗ, ӑна сӑмах татӑкӗсем ҫеҫ илтӗнчӗҫ.

Напрягся до звона в ушах, желая узнать, о чем они говорят, — не о нем ли? — но не разобрал, донеслись какие-то обрывки слов.

23 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Тыткӑна лекнӗ казака мӗншӗн ирӗке яма тухса каланине вӑл хӑй те ӑнланаймарӗ.

Он не мог объяснить себе, почему он вышел и велел отпустить пленного.

XXXVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ҫав вӑя парӑнас мар тесе, Артамашов лампа умне пырса тетрадьне уҫрӗ те вулама пуҫларӗ, анчах кулса тӑракан Тутариновӑн усал сӑнӗ ун куҫӗ умӗнчех тӑчӗ, ҫавӑнпа вӑл хӑй ҫырнинчен пӗр сӑмахне те ӑнланаймарӗ

Чтобы не поддаться этой силе, Артамашов подошел к лампе, развернул тетрадку и стал читать, но гневное лицо Тимофея Ильича стояло перед глазами, и от этого он ничего не мог понять из написанного…

XVII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Андрюша ыйхӑ тӗлӗшпе Грицько мӗн ыйтнине ӑнланаймарӗ.

Андрюша из-за заспанного вида не мог понять что от него требовал Грицько.

XXIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Анчах ӑнланаймарӗ: чӑнласах калать-и вӑл, е шӳтле кӑна калать.

И не могла понять, серьезно он говорит или шутит.

14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Олейникшӑн ку паллӑ та ӑнланса илмелле япала пулчӗ пулсан та, халь вӑл ҫакна пачах ӑнланаймарӗ

Это был случай, когда самое понятное, что делали солдаты, оказалось для Олейника совершенно непонятным…

XXI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Андрей, паллах, темиҫе секунд каялла хӑйпе мӗн пулса иртнине ӑнланаймарӗ.

Андрей не понимал, конечно, что произошло с ним несколько минут назад.

XVII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Ку мӗн пирки пулса иртнине Озеров хӑй те ӑнланаймарӗ, ҫавӑнпа та хӑй шухӑшӗсене тишкерсе илме ӑна уйрӑммӑнах йывӑр пулчӗ.

Озеров еще и сам не понимал, отчего это произошло, и поэтому ему особенно трудно было разобраться в своих мыслях.

XI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Ача тайкаланчӗ, нимӗн те ӑнланаймарӗ.

Мальчик шатался, но не понимал.

Шыва сикни // Евстафий Владимиров. Лев Толстой. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 3–7 стр.

Завхоз мӗн каланине Квейс ӑнланаймарӗ:

Квейс не понял завхоза:

XXIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Такки ӑнланаймарӗ ӑна Квейс, вара, ку староста манпа «вырӑсла» шӳт тӑвать пуль, тесе, эрех ӗҫсе самаях хӗрнӗскер, кӑмӑллӑн ахӑлтатса кулса ячӗ.

Так и не поняв, в чем дело, Квейс посчитал, что староста шутит с ним «по-русски», и, добрый от вина, захохотал весело:

XXI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Ҫавӑнпа та вӑл Лазарев вуланине самантрах ӑнланаймарӗ те.

Поэтому он даже не сразу расслышал, как Лазарев прочел,

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Ку штрекра сӗм тӗттӗмпе пӗрех пулнӑ та, Володя малтан командир мӗн панине те ӑнланаймарӗ.

В этом штреке было почти совсем темно, и Володя не сразу понял, что ему передает командир.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Мӗн ҫитменнине вӑл труках ӑнланаймарӗ те.

Она не сразу поняла, чего тут не хватает.

Иккӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Ким пиччӗшӗ калаҫу кам ҫинчен пынине те ӑнланаймарӗ пулӗ.

Дядя Ким, вернее всего, даже не понял, к чему был весь разговор…

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Кам тунине Володя ӑнланаймарӗ: вӑл хӑй-и, е Николай Семенович-и. Кӑна вӑл тӗрӗслемерӗ.

Володя так и не понял, кто добился своего: сам он или Николай Семенович. Он не стал уточнять.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Володя ҫӳҫенсе кайрӗ те пуҫне ҫӗклерӗ, хӑранипе йӗри-тавралла пӑхса илчӗ, сӗтел хушшинче мӗншӗн пӗччен ларнине те ӑнланаймарӗ, анчах ун умӗнче…

Володя встрепенулся, поднял голову, испуганно огляделся, плохо соображая, почему он сидит один за столом, а перед ним…

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Ывӑнса ҫитнӗ ача хӑйӗн хӑлхи янӑранине, нумай ларнипе тӑртанса кайнӑ ӳчӗ кӑштах сурнине труках ӑнланаймарӗ.

И не сразу понял сморившийся мальчуган, что это звенит у него в ушах, что это тихонько ноет его затекшее от долгого сидения тело.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Тӗп шухӑшне пӗтӗмпех ӑнланаймарӗ, анчах тимӗр янӑравне туйрӗ; крепость хапхине таранпа ҫӗмӗрнӗ пек.

Точный смысл которых он не понял до конца, но почуял их железное звучание: словно тараном били в крепостные ворота! —

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех