Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӑнланаймарӗ (тĕпĕ: ӑнлан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Харсӑр большевик, теҫҫӗ ӑна хӑйсен тӑванӗсем! — те хурлани, те ырлани пулчӗ вара Хӗветӗр Эливанова ҫапла ят пани, учительница ӑнланаймарӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ӑнланаймарӗ Павлуш хӑйӗн туйӑмне: кӗвӗҫме сӑлтавӗ ҫук.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Мӗншӗн ҫапла кӑшкӑрса уйрӑлчӗҫ икӗ юлташ — Антонина Павловна ӑнланаймарӗ, кулчӗ кӑна.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Кӑшт тӑрсан Укҫине тӑна кӗнӗ пек пулчӗ, анчах мӗн каланине никам та ӑнланаймарӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Мӗн пулса иртнине Эльгеев ӑнланаймарӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ыйхӑ килнине туять; ҫӗр ҫине хутланса выртрӗ те икӗ сехет ҫывӑрчӗ, вӑрансан хӑй ӑҫтине тата унпа мӗн пулса иртнине пӗр вӑхӑт ниепле те ӑнланаймарӗ.

На нее напал сон; она склонилась к земле и проспала два часа, а проснувшись, некоторое время не могла понять — где она и что с ней произошло.

XII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Анчах Тиррей тӳрех ӑнланаймарӗ.

Но Тиррей понял не сразу.

VI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Шамполион ҫакна тӳрех ӑнланаймарӗ, анчах юлашкинчен — ӑнлансан — унра шухӑшсем те, сӑмахсем те кӗлленчӗҫ ӗнтӗ — кӗмсӗртетекен пӗртен пӗр аса илӳ кӑна.

Он не сразу понял это, но когда наконец понял, в нем не было уже ни мыслей, ни слов — одни грохочущие воспоминания.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 23–48 с.

Ҫак вырӑна палласа илсен Сигби пурте пӗлекен лапама ҫийӗнчех мӗншӗн шыраса тупайманнине ниепле те ӑнланаймарӗ.

Сигби, узнав местность, никак не мог уяснить себе, почему сам не отыскал сразу всем известной площадки.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 187–210 с.

Аян ҫакна ӑнланаймарӗ.

Аян не понимал этого.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.

— Мӗнле… путсӗр ҫын пулам эп? — ӑнланаймарӗ, тӗрӗсрех, ӑнланасшӑн пулмарӗ Телегин.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тем пек шухӑшласан та, вӑл хӑйне мӗншӗн тытса кайнине ӑнланаймарӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Камсем, камсем? — тӳрех ӑнланаймарӗ Телегин.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Курӑнман туни ҫинче слива кӑштах силленет пек; матрос канӑҫсӑррӑн хускалчӗ, курӑни-курӑнми ҫак ҫимӗҫ мӗншӗн сисчӗвлентернине ӑнланаймарӗ.

Слива чуть-чуть покачивалась на невидимом стебле; матрос беспокойно зашевелился, бессильный объяснить свою собственную тревогу, центром которой сделался этот, почти незаметный, плод.

II. Вӑрман мӗн калать // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 91–116 с.

Хӑйне мӗншӗн тав тунине те ӑнланаймарӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Адвокат ӗҫе пуҫӑнать // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 100–133 c.

Хӑйне мӗншӗн упӑшка тума суйласа илнине ӑнланаймарӗ ун чухне Виктор.

Тогда Виктор не понял, почему его выбрали в качестве мужа.

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

Юлашки сӑмахсене Агриппина ӑнланаймарӗ, анчах, унпа килӗшнӗ пек пулса, пуҫне тайрӗ.

Агриппина не поняла этого слова, но кивнула утвердительно.

6 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Ленин мӗншӗн аслатиллӗ ҫумӑр айне тухса тӑнине Коля ӑнланаймарӗ; вӑл революци ҫул-пуҫне ҫиҫӗмсем хушшинче ҫапла пӗр-пӗччен тӑма килӗшни тата вӑл урӑм-сурӑм тулашса ахӑрашакан ҫутҫанталӑкӑн ытамӗнче хӑйне ахаль ҫынсем пек мар канлӗ туйма тивӗҫли ҫинчен тӗтреллӗн шухӑшласа сӗмленчӗ.

Коле было непонятно, почему Ленину вздумалось стоять под грозой, в его голове пронеслась странная и смутная мысль о том, что вождю революции к лицу стоять в одиночестве среди молний и что он должен себя чувствовать среди бушующей природы уютнее, чем обыкновенный человек.

17 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.

Клео «сӑваплине» тӑсса юрланӑ пек, аллаписене хире-хирӗҫ тытса, чарӑнмалли вырӑнта бантлӑ ҫӳҫ ҫивӗтсене силлентеркелесе, сӑмса витӗр вуласа пачӗ, чӳрече патӗнче кӗтесре ларакан пуп вара хӑйӗн сыснанни пек ҫуллӑ куҫӗсемпе йӑпанса пӑхса, ытла та ырласа креклетрӗ, анчах вӑл пӗр сӑмахне те ӑнланаймарӗ.

Клео читала «возвышенное» в нос, нараспев, сложив благонравно ручки, ладошка в ладошку, встряхивая на цесурах косицами с бантами, и поп, в уголке у окна, маслил ее узкими, свиными своими глазками и крякал весьма одобрительно, хотя, явственно, не понимал ни слова.

XX сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.

Анчах ҫак сӑмахсем мӗне пӗлтернине Ленька ун чухне кирлӗ пек ӑнланаймарӗ.

Но что это значило, Ленька как следует не знал.

XVII сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех