Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫырмасть (тĕпĕ: ҫыр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Коля яланах хытӑ тиркет, кам иккенне пӑхса тӑмасть, хӑй вӑл ҫырмасть — начар ҫырасран хӑрать вӑл.

Коля же всегда критиковал бесстрастно, жестоко и сам ничего не писал — он боялся написать плохо.

XIII // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.

Ҫыру та ҫырмасть вӗт, акӑ мӗн тарӑхтарать!

И не пишет, вот что убийственно!

XXIX // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Ҫук, ҫырмасть.

Она мне не писала.

1942-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Тус-тантӑш тахҫантанпах ҫырмасть.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

«Портретра» Гоголь художник ӑраскалӗ ҫинчен ҫеҫ ҫырмасть, искусство мӗнле пулмалли ҫинчен те ҫырать.

Куҫарса пулӑш

Н. В. Гоголь ҫырнӑ «Петербург повеҫӗсем» // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 147–158 с.

— Ҫук, — терӗ Дуняшка, — ҫырмасть.

— Нет, — ответила Дуняшка, — не пишет.

IV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

— «Ҫук, ҫырмасть», — терӗ Анфиса.

 — «Нет, не пишет», — отвечает Анфиса.

XXX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Чуна хытарнӑ пирки-и, е хӑйӗн вӑйсӑрлӑхне палӑртас мар тесе, — анчах та вӑл ҫырусенче хӑйне йывӑрри, кичемми ҫинчен пӗр сӑмах та ҫырмасть.

Крепился ли он или не хотел в письмах выказывать своей слабости, но ни разу не обронил он слова о том, что тяжело ему, скучно.

19 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Григорий ун ҫинчен нимӗн те ҫырмасть.

— Григорий об этом ничего не пишет.

17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Хӑй вӑл Григорий патне пӗр ҫыру та ҫырмасть, анчах та унтан хӑйӗнчен ҫыру килессе Наталья пек тунсӑхлӑн та ӑша вӑркаттарса кӗтсе тӑраканни ҫемьере урӑх пӗри те ҫук.

Она ничего не писала Григорию, но не было в семье человека, кто бы как Наталья с такой тоской и болью ожидал от него письма.

1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Шел, ҫырасса — ҫырмасть пулас.

Вот жаль, что писать как будто не пишет.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Ҫӑмхана хӑйпӑтса илнӗ май йӑл-йӑл кулса, Давыдов ачасем ҫине пӑхрӗ: вӗсем шурӑ, сарӑ, хура пуҫӗсене парта ҫине пӗшкӗртнӗ, анчах хӗвелпе пиҫнипе тӗксӗмленнӗ пӗр ал та саспалли ҫырмасть

Отлепив шарик со лба, улыбаясь, Давыдов бегло осмотрел ребят: белесые, русые, черные головки низко склонились над партами, но ни одна загорелая ручонка не выводила букв…

XVII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Илья Ильич утасса та унӑн вилнӗ упӑшки — коллежски секретарь Пшеницын пек вӗттӗн пусса, хыпаланса утмасть, пӗрмай хут ҫырмасть, ӗҫрен юласран хӑраса чӗтремест, пур ӑҫтиҫук ҫине хӑйне утланса чупма ыйтнӑ пек пӑхмасть, пурин ҫине те, пур япала ҫине те хӑйне пӑхӑнма хушнӑ пек тӑвать.

Илья Ильич ходит не так, как ходил ее покойный муж, коллежский секретарь Пшеницын, мелкой, деловой прытью, не пишет беспрестанно бумаг, не трясется от страха, что опоздает в должность, не глядит на всякого так, как будто просит оседлать его и поехать, а глядит он на всех и на все так смело и свободно, как будто требует покорности себе.

I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Вӑл хушӑран вулать, нихҫан та ҫырмасть, анчах лайӑх калаҫать, ытларах французла пуплет.

Она иногда читала, никогда не писала, но говорила хорошо, впрочем, больше по-французски.

VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Амед та ҫырмасть.

Амед тоже не писал.

14 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Патша нумайччен ответ ҫырмасть, кукамӑшӗ вара ӑна каҫ сиктермесӗрех вӑрҫать.

Царь долго не отвечал, и бабушка ругала его каждый вечер.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫын сывпуллашмасӑр тухса каять, унтан тата нимен те ҫырмасть пулсан, мӗнле ҫар вӑрттӑнлӑхӗ пур-ха унта?

Но какая же это военная тайна, когда человек уезжает, не простившись, и потом ничего не пишет?

1 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех