Шырав
Шырав ĕçĕ:
Унӑн сӑмахӗ лӑпкӑн юхса пычӗ те, ухтару пулассине кӗтсе пӑлханнине сирсе ячӗ; хохолӑн тулалла мӑкӑрӑлса тӑракан куҫӗсем ҫуттӑн кулса илчӗҫ, вӑл, кӗлетки кӑнттам пулин те, ҫав тери ҫыпӑҫуллӑн курӑнчӗ.
IX // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Ывӑлӗн куҫӗ илемлӗн те ҫуттӑн ҫунса тӑчӗ; кӑкрипе сӗтел ҫине ӳпӗнсе, вӑл амӑш ҫывӑхнерех шурӗ те хӑй ӑнланса илнӗ чӑнлӑх ҫинчен пӗрремӗш сӑмаха амӑшӗн куҫҫульпе йӗпеннӗ питӗнчен тӳррӗн пӑхса каларӗ.
IV // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Шӑнса хытнӑ кӗленче катрамкки пысӑк валашкана йывӑррӑн та ҫуттӑн вырнаҫнӑ пек, уяр тӳпе ун айне пулнӑн тата кӑтра йывӑҫсем ним хускалмасӑр ун ҫине пӑхнӑн туйӑнать.
XV // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Вӗсем аслати пек хыттӑн янӑранӑ, ҫиҫӗм пек ҫуттӑн ҫиҫнӗ, тинӗс хумӗсем пек хӑватлӑн кӗрленӗ, чӑваш халӑхне ҫутӑ та тулӑх пурнӑҫ патне йыхравланӑ.
Поэт ҫуралнӑ ялта // Ара Мишши. Ара Мишши. Пиллӗкмӗш чӗрӗк: калавсем/ Ара Мишши. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 64 с. — 43,45,47,49 с.
Катя ӑна шӑппӑн ҫеҫ хӑйӗн чӗри, тухатнӑ пекех, тайма чарӑнса, ҫуттӑн ялкӑшни ҫинчен, унта ҫурхи.Сердце Кати остановилось, точно завороженное, и горит — большущее, светлое…
Саккӑрмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Хӗвел, кӗркуннехи ҫутӑпа пек те мар, ҫуттӑн ҫутатать, каҫхи вӑйлӑ ҫумӑрӑн йӗрӗ те юлман.Ярко, не по-осеннему, светило солнце, к от ночной грозы не осталось почти никаких следов.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Ӗнер кӑна-ха вӑл хӑйӗн пурнӑҫне ылханса пӗтнӗччӗ, пурте ӑна йӗпе-сапа чухнехилле тӗтреллӗн те савӑнӑҫсӑррӑн курӑннӑччӗ, паян пӗтӗм тӗнче, ҫуллахи юхтарса ҫӑвакан сиплӗ ҫумӑр хыҫҫӑнхи пек, калама ҫук хаваслӑн та ҫуттӑн туйӑнать.
XVII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Дон тӑрӑх анатарахра ҫаплах тӗтре йӑсӑрланать, ҫеҫенхирӗн куҫпа виҫейми инҫечӗ вара сӑрт ҫинчен янк ҫуттӑн курӑнса выртать.Внизу над Доном все еще клубился туман, а на бугре уже прозрачны и ясны были степные дали.
XV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Хӗвел ҫуттӑн ҫутатнӑ чухне ҫеҫ вӑрантӑм эпӗ.
XI сыпӑк // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 155–238 с.
Старикӗн усӑнарах тӑракан янах шӑммине хӗрлӗ мӑй тутрипе ҫыхнӑ та, хӑмач тӗс ҫумӗнче сухалӑн кӑтра кӑвак пӗрчисем пушшех те ҫуттӑн та шуррӑн курӑнаҫҫӗ.
XXVII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Катара шӑп пулнӑ, тӗттӗмленсе пынӑ, хурӑнсем шурӑ кӗпе тӑхӑннӑ хӗрсем пек ҫуттӑн курӑннӑ.В роще было темно и сумрачно, березки светились в темноте, как девушки в белых платьях.
20 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Мамӑк пек ҫемҫе тӗтрепе витӗннӗ сӑрт тӳписем ҫуттӑн курӑнаҫҫӗ.
XXXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Вӑйлӑ ҫумӑр Голубӗн хытанка пичӗ ҫинчи тусана тата пӑлхану йӗрӗсене ҫуса янӑ, ҫакна пула унӑн пичӗ тӗттӗмре темӗнле ҫуттӑн курӑнса выртнӑ.Ливень смыл с окостеневшего лица мальчика следы пыли и тревог, и оно светилось в темноте.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.
Прокофий ҫак вӑхӑтра пӗр сӑмах та каламан, вӑл е инҫере ҫуттӑн тӑсӑлса выртакан сӑрт-тусем ҫине шухӑшлӑн пӑхса илнӗ, е уссине тӑрӑшсах пӗтӗркеленӗ, куҫӗсенчи хӗлхем калама ҫук вӑйлӑн ялкӑшнӑ.
VI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Лампочкӑсем хальчченхи пекех ҫуттӑн ҫунаҫҫӗ пулсан та, вӗсен ҫути ҫуртсене, садсене тата картасене кирек хӑш каҫри пекех ҫутатнӑ пулин те, Сергее тарӑн ыйха кайнӑ станица ҫинче ҫутӑсем шӑпах ҫак сехетре тӗксӗммӗн йӑлтӑртатнӑ пек туйӑнать; ӑна юпасем ҫинчи, пӳртсем умӗнчи хунарсем ун ҫине савӑнӑҫлӑн мар пӑхнӑ пек, кула-кула куҫӗсене хӗснӗ пек туйӑннӑ.
XXV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Хӗвелтухӑҫӗ хӗрелмен-ха, тӳпене те тӗксӗм ҫутӑ сӑн ӳкмен; ҫӗрлехи пекех, ҫӑлтӑрсем йӑлтӑртатаҫҫӗ-ха, ирхи сывлӑм ҫӗре тӗксӗм кӑвак тӗтре евӗр хупласа илнӗ — ҫул хӗрринчи курӑкпа хупах ҫулҫи тата тӗмесем ҫуттӑн ялтӑртатмаҫҫӗ, мӗлке пек тӗксӗмӗн курӑнаҫҫӗ; автансем те халь анчах ӑмӑртса авӑтма пуҫларӗҫ-ха; теплерен пӗр-пӗр ҫуртӑн мӑрйинче кӑна тӗтӗм мӑкӑрланать-ха, кил хуҫи хӗрарӑмӗ кӑмака умӗнче хӗвӗшет, пӗр сӑмахпа каласан, кун аран ҫеҫ ҫуралать пулсан та, Рощенски урамӗнче ӗнтӗ тачанка урӑм-сурӑм кӗмсӗртеттерет.
VII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Хуҫӑлкаласа пӗтнӗ йыт ҫӗмӗрчӗн тӗмисем ҫинче ҫырлисем, шӑратса тунӑ вӗт пульӑсем пек, ҫуттӑн курӑнаҫҫӗ.На обломанных кустах крушины светились литые картечины ягод.
XXVI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Ҫырансен айӗнче, шывра, хӑмӑш симӗссӗн ешерет, йӑвӑ, тӗттӗм, ҫаврака ҫулҫӑсем хушшинче кӑкшӑм курӑкӗн пысӑк пуҫӗсем ҫуттӑн шуралса тӑраҫҫӗ.
XXI // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Куҫӗсене уҫса янӑ ҫӗре вара вӗсенче тимлӗхлӗ ӑшӑ хӗлхемсем ҫуттӑн ялтӑрама пуҫланӑччӗ ӗнтӗ.Когда же он открыл глаза, то в них уже светились внимательные теплые искры.
XXI // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Йӑм-хӗрлӗ пӑнчӑсем юмансен тӑррисенче хӑравҫӑллӑн сиккелерӗҫ, ҫавна пула йывӑҫсем, е ҫуттӑн хӗрлӗ талккӑшне вӗлтӗрт туха-туха пӑхса, е каллех тӗттӗмелле пытанса, йӑшӑлтатма, сулланма пуҫланӑнах туйӑна-туйӑна тӑчӗ.
XIV // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.