Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫулталӑклӑх (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Саккӑр пӗтернӗ-пӗтерменех колхоз урлӑ пахчаҫӑсен ҫулталӑклӑх курсне вӗрентсе килтерет те ӑна — сада.

Куҫарса пулӑш

5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Кӗркунне ҫулталӑклӑх курса каятӑр.

Осенью поедете на годичные курсы.

2. Ҫӗнӗ ҫӗрте // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Ҫулталӑклӑх хаҫат ҫырӑнма икӗ доллар тӑрать, виҫӗ ҫынран вӑл ҫуршар доллар илнӗ, лешсем ӑна, малтанах тӳлеме пулнӑ, тӳлессе вара, яланхи пекех, укҫа вырӑнне вутӑ е сухан сӗннӗ; анчах герцог: «Типографине тин кӑна туянтӑм, унти ӗҫсен хакне пултарнӑ таран йӳнетрӗм, малашне типографире тумалли ӗҫсемшӗн укҫине тӳрремӗнех хама тӳлемелле пулать», — тенӗ.

Подписаться на газету стоило два доллара в год, а он взял с трех подписчиков по полдоллара, с тем что они ему заплатят вперед; подписчики хотели заплатить, как всегда, дровами и луком, но герцог сказал, что только что купил типографию и снизил расценки сколько мог, а теперь собирается вести дело за наличный расчет.

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Сергей хӗрпе калаҫса Колхозник ҫуртӗнче шыв кранӗ те, умывальник те пурри ҫинчен ҫеҫ мар, хӑйпе калаҫса тӑракан хӗр ахаль хӗр мар, дежурнӑй пулнине те пӗлчӗ, — ҫавӑнпа иккен вӑл алӑк пуканӗ ҫинче мӑнкӑмӑллӑн пӑхса тӑнӑ, гостиницӑра пур номерсене те ҫулталӑклӑх йышӑнса хунӑ пулсан ҫеҫ дежурнӑйсем ҫапла тӑма пултараҫҫӗ.

Поговорив с девушкой, Сергей узнал не только о том, что в Доме колхозника есть и кран и умывальник, а также и о том, что его собеседница не просто девушка в белом переднике, а дежурная, — потому-то и стояла она на пороге вызывающе гордо, как только и могут стоять одни лишь дежурные гостиниц, когда у них все номера заняты на год вперед.

XIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Халь ӗнтӗ ман ачасем хӑйсем валли ҫулталӑклӑх план нихҫан та тӑвасшӑн пулмӗҫ.

Теперь уж никогда ребята не захотят составлять себе планы на год.

3 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Унта — харпӑр хӑй валли ҫырса хатӗрленӗ ҫулталӑклӑх «гороскоп».

В нем была припрятана его личная, им самим для себя составленная «загадалка» на год.

2 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Итлӗр-ха, чӑнах та: атьӑр хамӑр валли пӗр ҫулталӑклӑх гороскоп ҫырар.

Нет, серьезно, давайте сами себе составим на год гороскоп.

2 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ӑна, Мускава ҫыру ярса, пӗр ҫулталӑклӑх запас эрехпе тата провански ҫупа пӗрле, кӳртерчӗҫ.

Его выписали из Москвы вместе с годовым запасом вина и прованского масла.

Пӗрремӗш сыпӑк. Гварди сержанчӗ // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

— Пӗр стакан хӗрлӗ эрех тата пӗр курка сӑра ӗҫнӗшӗнех ҫынна ҫулталӑклӑх машинпа ҫӳреме чармалла-и…

— За стакан вина да за кружку пива — на год лишать человека!..

Пур енчен те тӗсесе // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 19–28 стр.

Паянпа ыран пирки кӑна мар, ҫулталӑклӑх плансем тумалла, ума ҫирӗп тӗллевсем лартмалла.

Куҫарса пулӑш

Надина Джавадова: «Ӑнӑҫуллӑ пулас тесен – вӗренмелле» // Вера Александрова. «Сувар», 2019.05.27, http://suvargazeta.ru/news/intervyu-statyasem/nadina-dzhavadova-anaculla-pulas-tesen-vrenmelle

Ҫурхи кун ҫулталӑклӑх

Весенний день год кормит

Хресчен ыррине кӗтет // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/2802-khr ... rine-k-tet

27. Ҫак сӑмахсене илтсессӗн, Антиох патша ҫилленсе кайнӑ, вара ҫынсем ярса хӑй патшалӑхӗн пӗтӗм вӑйне пӗр ҫӗре пухнӑ, ҫапла унӑн питӗ вӑйлӑ ҫар пухӑннӑ; 28. хыснине уҫса вӑл хӑйӗн ҫарӗсене ҫулталӑклӑх шалу панӑ, вӗсене, кирек хӑш самантра та кирлӗ пулма пултаратӑр тесе, хатӗр тӑма каланӑ.

27. Когда же услышал эти речи царь Антиох, то воспылал гневом и, послав, собрал все силы царства своего, весьма сильное ополчение; 28. и открыл казнохранилище свое, и выдал войскам своим годовое жалование, и приказал им быть готовыми на всякую надобность.

1 Мак 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

11. Арӑмупа — хӑйӗнпе тупӑшакан хӗрарӑм ҫинчен, хӑравҫӑпа — вӑрҫӑ ҫинчен, сутуҫӑпа — улӑштару ҫинчен, сутӑн илекенпе — сутасси ҫинчен, ӑмсанаканпа — тав тӑвасси ҫинчен, 12. хытӑ кӑмӑллӑ ҫынпа — ырӑ тӑвасси ҫинчен, кахалпа — ӗҫ ӗҫлесси ҫинчен, 13. ҫулталӑклӑх тара тытнӑ ҫынпа — ӗҫе вӗҫлесси ҫинчен, наян чурапа пысӑк ӗҫ ҫинчен ан канашла.

11. Не советуйся с женою о сопернице ее и с боязливым - о войне, с продавцом - о мене, с покупщиком - о продаже, с завистливым - о благодарности, 12. с немилосердым - о благотворительности, с ленивым - о всяком деле, 13. с годовым наемником - об окончании работы, с ленивым рабом - о большой работе:

Сир 37 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех