Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫитӗнтернӗ (тĕпĕ: ҫитӗнтер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫынсем хальхи пек улма-ҫырла, пахча ҫимӗҫ туянма район центрне е Шупашкара кайман, вӗсене йӑлт вырӑнтах ҫитӗнтернӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял ҫынни тӑван ҫӗртен ан сивӗнтӗр // Хыпар. «Хыпар», 2019.07.19, 79–80№№

Петр Михайлов мӑшӑрӗпе 2 хӗрпе пӗр ывӑл пӑхса ҫитӗнтернӗ.

Куҫарса пулӑш

Пултаруллӑ ентеш // П.ЗАЙЦЕВ. Каҫал ен, 2019.06.11, http://kasalen.ru/2019/06/11/%d0%bf%d1%83%d0%bb%d1%82%d0%b0%d1%80%d1%83%d0%bb%d0%bba-%d0%b5%d0%bd%d1%82%d0%b5%d1%88/

Юлия Иссаковна Упнер каччипе ҫемье ҫавӑрнӑ, ача-пӑча пӑхса ҫитӗнтернӗ.

Юлия Иссаковна построила семью с молодым человеком из Апнер, вырастила детей.

Тава тивӗҫлисенчен пӗри // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 2012.07.11

Пӗлтӗр «иккӗмӗш ҫӑкӑра» 55 гектар ҫинче ҫитӗнтернӗ.

В прошлом году "второй хлеб" выращивали на 55 гектарах.

Хресчен ыррине кӗтет // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/2802-khr ... rine-k-tet

Палӑртса хӑварас тетӗп: республикӑра пурӑнакан ҫынсен ҫитӗнекен ӑрӑва вӗрентсе тата пӑхса ҫитӗнтернӗ чухне чӗлхене ирӗклӗн суйласа илмелли правине тивӗҫтерме кирлӗ мӗн пур майсене йӗркеленӗ.

Хочу подчеркнуть, в республике созданы все необходимые условия для реализации права наших граждан на свободный выбор языка при обучении и воспитании подрастающего поколения.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2019) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 17b202c0e3

Тӗпрен илсен тӗш тырӑ ҫитӗнтернӗ.

Куҫарса пулӑш

Пуҫна ан ус, Азиз! // Валентин ГРИГОРЬЕВ. http://gov.cap.ru/Publication.aspx?gov_i ... id=2567024

Ҫемье пай лаптӑкӗнче ҫӗрулми 1,5 гектар ҫитӗнтернӗ, ҫӗртмен 20-мӗшӗнче 70 тенкӗлле сутма пуҫланӑ.

Куҫарса пулӑш

Хамӑрӑн тавара туянӑр! // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.07.20

Маргарита Севастьянова пенсионерка тӑрӑллӑ павильонри сентре ҫине дачинче ҫитӗнтернӗ хӑяр, тӑрӑхла кавӑн /кабачок/ купаласа хунӑ.

Куҫарса пулӑш

Хамӑрӑн тавара туянӑр! // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.07.20

Иванпа Нина Лукияновсем виҫӗ хӗр ҫитӗнтернӗ.

Куҫарса пулӑш

«Кӗрӳ манпа пӗр шухӑшлӑ пулни савӑнтарчӗ» // Валентин ГРИГОРЬЕВ. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Патшалӑх саккасӗпе кантӑра та нумай ҫитӗнтернӗ.

Куҫарса пулӑш

Агроном - пултарулӑх ҫынниех // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2015.10.07, 196№

Малтанах ыхрана пӗчӗк лаптӑкра ҫеҫ ҫитӗнтернӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр тухтӑрӗ // Валентина ПЕТРОВА. «Хресчен сасси», 38(2625)№, 2016.09.29

Пӗчӗк ачана пӑхса ҫитӗнтернӗ евӗр тӑрӑшать вӑл.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр тухтӑрӗ // Валентина ПЕТРОВА. «Хресчен сасси», 38(2625)№, 2016.09.29

Ҫав лаптӑксене фермерсем, кил хуҫалӑхӗсем, дачниксем уйӑхлӑх пынӑ вӑхӑтра йышӑнаҫҫӗ, хӑйсем ҫитӗнтернӗ ҫимӗҫсене сутаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗл хырӑмӗ аслӑ. Пурте пахчаҫимӗҫ хатӗрлеҫҫӗ // Юрий СЕРГЕЕВ. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

1990 ҫулта ял хуҫалӑх организацийӗсенче ҫитӗнтернӗ мӗнпур культура лаптӑкӗсенче ҫӗрулми 44 процент йышӑннӑ, 2001 ҫ. — 22.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрулмине хирте хӑварас марччӗ! // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

Тӑватӑ ача пӑхса ҫитӗнтернӗ Анук аппа, пур амӑшӗ пекех, тӗпренчӗкӗсем тӳрӗ кӑмӑллӑ, ӗҫчен тата сӑпайлӑ пуласса ӗненнӗ.

Куҫарса пулӑш

Амӑшӗ картари ӗнишӗн чунне панӑ, ывӑлӗ пӗр пулӑштухла сутнӑ... // Ҫамрӑксен хаҫачӗ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2009.06.11

Акӑ, кунта кӑҫал 1006 гектар пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши тырӑсем акса ҫитӗнтернӗ.

Куҫарса пулӑш

Урпа анинче ӗҫ вӗрет // Л.ШУРЯШКИНА. «Каҫал Ен», 2016.08.02

Ху ачусене ачашласа ҫитӗнтернӗ пек ӳстер, ӳстер те — кашкӑр кулли пулса тӑр.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Юрататӑп эпӗ сӗткен парса ҫитӗнтернӗ, таса та лӑпкӑ ҫилпе ачашласа ӳстернӗ хамӑн тӑван ене — Чӑваш Ене.

Люблю я живительной влагой взрастившую, чистым и тихим ветерком ласково растившую свою родную сторонку - Чувашскую Республику.

Ӑрша чупнине курасчӗ // Иван ПАТШИН. «Тантӑш», 2016.07.21, 28№

Качча тухнӑскер пӗр ывӑл ҫитӗнтернӗ.

Куҫарса пулӑш

Чун ыратӑвӗ // Луиза Васильева. «Тантӑш», 2016.07.21, 28№

Ӑйӑра та хамӑр патрах ҫитӗнтернӗ эпир.

Жеребца у себя же и вырастили.

Янаварӑм ман, янаварӑм, Эп сана йӗвентен ямарӑм... // Татьяна Борисова. «Хресчен сасси», 28(2615)№, 2016.07.21

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех