Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вара вӑл сасартӑк, пӗтӗмӗшпех ҫӗкленсе-хӑпартланса, итлемешкӗн нимӗн те ан чӑрмантартӑр тенӗн, подпоручик аллинчен ҫиппе те пулин кӑларса илсе, хӑйӗн хальхи пурнӑҫӗнче чи кӑсӑкки, чи тӗппи мӗн пулса тӑни ҫинчен хӗрӳленсех калама тытӑнчӗ:
IV // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
— Мӗн ятлӑ ҫак халь ҫыхаканни? — ыйтрӗ Ромашов, ҫӑмхаран Александра Петровна алли патнелле тӑсӑлакан ҫиппе пӳрнисемпе асӑрхануллӑн илсе.
IV // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Манӑн ҫиппе йӗп те пулман.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Картина ҫинчи кӗрен пиншак тӑхӑннӑ хӑюллӑ тореадор пӗтӗм вӑйпа малалла талпӑнакан урнӑ вӑкӑр мӑйракине ҫиппе йӑлланӑ та, пӗр аллипе ӑна тытса тӑрать, тепринпе, тирпейсӗррӗн хӗҫӗ ҫине тайӑннӑ.
XV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Ҫиппе тирсе туртмаллине эпӗ ӑна хамах тукалатӑп-ха, ҫукалани те пулнӑ.
15-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Хӑйӑр хӗвел ҫинче ӑшшӑн йӑлтӑртатса выртать, ылтӑн пек йӑлкӑшать вӑл, ун тӑрӑх лартса тухнӑ витӗр курӑнакан ҫуртсем пир ҫине пурҫӑн ҫиппе тӗрленӗ тӗрӗсем пек туйӑнаҫҫӗ.
Кичемлӗх патшалӑхӗ // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 671–683 стр.
Унтан яланах хулӑн, йывӑр ҫырусем, конвертне чӗрӗ ҫиппе ҫӗленӗ ҫырусем килетчӗҫ.Письма от него обычно приходили пухлые, увесистые, конверт был зашит суровой ниткой.
10-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Сарӑ пурҫӑн ҫиппе ёлка ҫине аяла ҫеҫ ҫакса хунӑ ҫӑлтӑр евӗрлӗ, варринче шӑтӑк, тулашӗнчен сахӑрпа сапнӑ премӗк Павлика паҫӑртанпах пӑшӑрхантарать.
XLI. Ёлка // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Вӑл чӗрнисемпе ҫирӗп ҫиппе ҫӗленӗ пире сӳсе илчӗ.Ломая ногти, он содрал парусину, крепко прошитую суровой ниткой.
XL. Офицер мундирӗ // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Ыйхӑран лайӑх вӑранайман кухарка, килте тӗртнӗ чӑпар юбка, хура ҫиппе тӗрлӗ хӗрессем тӗрӗленӗ пир кӗпе тӑхӑнса, тирпейлемен ҫӳҫӗсем ҫине тимӗр тура лартнӑскер, алӑк патӗнче самовар ӑшӗнчен ӗнерхи кӑмрӑксене силленӗ.
I. Уйӑрӑлни // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Кӗтесри трюмона хура ҫиппе пӗр ҫӗре ҫӗленӗ хаҫатсемпе карнӑ.
21 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Ҫак ҫиппе курсанах, эпӗ савӑнса кайрӑм.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Вӑйлӑн ӳссе ларнӑ ҫумкурӑкӗсем хушшипе ҫиппе ҫапса тунӑ пек тӳррӗн тӑсӑлса выртакан, ҫынсем ҫӳреме пӑрахнӑ фронт ҫулӗ ҫинче вара, ҫак ҫуллахи шӑрӑхра пиҫсе выртакан уйсем пек, ҫуллахи пӗлӗтри тӑрисен янравӗ пек, ҫӳллӗ те тӗпсӗр пӗлӗт пек кивӗ те вӗсем пекех ҫамрӑк юрӑ кичеммӗн те вӑйлӑн янраса пычӗ.
1 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Темиҫе самант хушши вӗсем сывлӑшра юнашарах, пӗрин хыҫӗнче тепри, пӗр-пӗринчен куҫа курӑнми ҫиппе кӑкарӑннӑ пек ҫакӑнса тӑнӑ.
11 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Кӑсӑяна курнӑ хыҫҫӑн ӑна ҫак самантрах тав тӑвас килни ҫиеле тухрӗ: вӑл холодильникӗнчен салӑ татӑкӗ кӑларчӗ, ӑна витӗр шӑтарса хулӑн ҫиппе ҫыхрӗ, кантӑк питӗркӗчӗнчен ҫыхса тула кӑларчӗ.
Кӑсӑя // Владислав Николаев. Килти архив
— Чӑнах, эпӗ шурӑ ҫиппе ҫӗленӗччӗ!..
1-мӗш сыпӑк. Том вылять, ҫапӑҫать, тарать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
— эсӗр унӑн кӗпи ҫухине шурӑ ҫиппе ҫӗлене пек астӑватӑп эпӗ, кунта, пӑхӑр-ха, ҫиппи хура, — терӗ.— Мне показалось, будто вы зашили ему воротник белой ниткой, а теперь у него черная.
1-мӗш сыпӑк. Том вылять, ҫапӑҫать, тарать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Вӗсем, алран алла куҫнӑ май, паттӑр ентешӗн кун-ҫулӗпе курӑнми ҫиппе ҫыхӑнма май парӗҫ.
Тӑванлӑх йӗрне кӗнекесем упрӗҫ // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/2730-t-v ... ekesem-upr
Тӗрлӗ тӗслӗ ҫиппе шӑрҫасенчен тӗрленӗ чӑрӑш туратти ҫинче ларакан уйӑп кайӑкӗ питӗ хитрен курӑнать.Вышитые разноцветными нитками и бисером, снегири, сидящие на ветке ели, смотрится очень красиво.
Тӑрӑшулӑха кура — хаклавӗ // Лариса ПЕТРОВА. «Тантӑш», 2016.06.30, 25№
49. Пӳрте тасатмашкӑн вӑл икӗ вӗҫен кайӑк, кедр йывӑҫӗ, йӑм хӗрлӗ ҫип тата иссоп илӗ; 50. пӗр вӗҫен кайӑкне ҫӑл шывӗ тултарнӑ тӑм савӑт тӗлӗнче тытса пусӗ; 51. унтан кедр йывӑҫне, иссопне, йӑм хӗрлӗ ҫиппине, чӗрӗ вӗҫен кайӑкне илӗ те вӗсене пуснӑ вӗҫен кайӑкӑн юнӗпе тата ҫӑл шывӗпе йӗпетӗ, пӳртне ҫичӗ хутчен сирпӗтӗ; 52. пӳрте вара вӗҫен кайӑк юнӗпе, ҫӑл шывӗпе, чӗрӗ вӗҫен кайӑкпа, кедр йывӑҫӗпе, иссоппа тата йӑм хӗрлӗ ҫиппе тасатӗ; 53. чӗрӗ вӗҫен кайӑкне хула тулашне хире кӑларса ярӗ, ҫапла пӳрте тасатӗ, пӳрт таса пулӗ.
Лев 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.