Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫырасса та ӑна ҫак аслӑ ҫынсене юратса, чӗрене ҫӗклентерес хӑватпа ҫырнӑ — инҫетри-инҫетри каравеллӑсем ҫийӗн вӗсен ункӑлатса вырнаҫтарнӑ портречӗсене эпӗ халӗ те пулин курса тӑратӑп пек.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ҫатӑрка ҫутӑ ҫулӑмпа ялкӑшса ҫунать те ванса пӗтет, тӗксӗм хӗрлӗ тӗтӗм мӑкӑрланса тӑран ҫӗлӗк пек кӑвайт ҫийӗн ҫӗкленет.Головешки вдруг вспыхивают и рассыпаются, темно-красный дым стоит над костром клубящейся шапкой.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Вӑл, ӗненмен пек пулса, куҫлӑх ҫийӗн ман ҫине пӑхса илчӗ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Подкумок, чулсем ҫийӗн юхаканскер, янравсӑр та пӗр евӗрлӗ кӗрлет, эпӗ чӑтаймасӑр сывлӑш пӳлӗничченех лашама хӑвалатӑп.Подкумок, пробираясь по камням, ревел глухо и однообразно, я скакал, задыхаясь от нетерпенья.
Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Хӗвел симӗс йывӑҫ тӑррисем ҫийӗн кӑшт курӑнчӗ ҫеҫ, унӑн пайӑркисен малтанхи ӑшши каҫӑн сӳрӗлекен сиввипе пӗрлешсе темле тутлӑн ывӑнтарать пек; ту хушшине ҫамрӑк кунӑн хаваслӑ пайӑрки кӗреймен-ха; вӑл пирӗн пуҫ ҫийӗнче икӗ енӗпе те усӑнса тарӑкан чул тусен тӑррисене ҫеҫ ылтӑн сӑрпа сӑрлать.
Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Киле таврӑнсан, эпӗ утӑма утлантӑм та ҫеҫен хирелле вӗҫтертӗм; йӑлттам утпа ҫӳллӗ курӑк ҫийӗн, пушӑ хирти ҫиле хирӗҫ кустарса пыма юрататӑп эпӗ, ырӑ шӑршлӑ сывлӑша антӑхса ҫӑтатӑп вара, лайӑхрах палӑракан япаласен тӗтреллӗ хӗррисене уйӑрса илес тесе, минутсерен кӑвак инҫетелле пӑхатӑп.
Майӑн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Халӗ ҫак шкулта та халӑх туллиех пулнӑ, анчах кунта вӑрҫӑчченхи йӗркесене ҫирӗп тытса пынӑ, форма тирпейлӗхне те хытӑ сӑнаса пыма тӳр килнӗ, мӗншӗн тесен тасатман атӑшӑн, реглан ҫинче тӳме пулманшӑн е вӗҫме кайнӑ чух илсе каймалли планшета тепӗр чух, васкаса, пиҫиххи ҫийӗн ҫакса янӑшӑн, комендант приказӗ тӑрӑх, икшер сехет хушши строевой подготовка вӗренӗвне янӑ.
10 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Вӑл ҫар лётчикӗсен уҫӑ кӑкӑрлӑ френчне тӑхӑннӑ, формӑллӑ брюкине пушмак ҫийӗн кӑларса янӑ, сенкер петлицисем ҫинче виҫӗ кубик курӑннӑ, — ку ӗнтӗ вӑл старший лейтенант пулнине пӗлтернӗ.
1 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
— Калуш тӑхӑнсан, хуть те венчете кай, — терӗ мастер, хӑйӗн аллисемпе тунӑ япаласем ҫине мӑнкӑмӑллӑн, куҫлӑх ҫийӗн пӑхса.— Калошки надеть, так хоть под венец! — сказал мастер, любуясь поверх очков изделием своих рук.
13 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Вӑл ача чухнех, типнӗ ҫулҫӑсем хушшинче, шӑрӑхпа ҫурӑла-ҫурӑла кайнӑ ҫӗр ҫинче пӗтӗм Атӑл тӑрӑхӗнче чапа тухнӑ темӗн пысӑкӑш, йӑрӑм-йӑрӑмлӑ арбузсем выртакан пахчана хуралланӑ вӑхӑтра, хӑйӗн пуҫӗ ҫийӗпе йӗкӗр ҫунатлӑ кӗмӗл кайӑк вӗҫсе иртнине курнӑ, ҫав кайӑк тусанлӑ ҫеҫен хир ҫийӗн таҫталла, Сталинград еннелле вӗҫсе кайнӑ, Алексей ҫав кунран пуҫласах хӑй ӑшӗнче лётчик пулса тӑнӑ.
8 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Айӑкри люк уҫӑлчӗ те, самолёт ӑшне шинель ҫийӗн шур халат тӑхӑннӑ палламан врач кӗчӗ…Открылся боковой люк, в него влез незнакомый врач в халате поверх шинели.
19 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
«Девятка» ҫӗре анса лармасть, аэродром ҫийӗн ҫаврӑнса вӗҫет.«Девятка» не садилась, а шла над аэродромом по широкому кругу,
19 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Вӗсем вӑрман хыҫӗнчен вӗҫсе тухаҫҫӗ те, ытти чухнехи пекех, аэродром ҫийӗн ҫаврӑнмасӑр, тӳрех аялалла ярӑнса анса хӑйсен вӑрман хӗрринчи капонирӗсем патне пырса вырнаҫаҫҫӗ.
19 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ӑсатма пухӑннӑ ҫынсем алӑ сула пуҫларӗҫ; мӑн сӑмсаллӑ пӗчӗкҫеҫ карчӑк, кӑвак тутӑр ҫыхнӑ пирки ҫиллес ҫӑхан пекрех курӑнаканскер, пропеллер ҫил кӑларса кӗрлеме пуҫласан, кабинӑра ларакан Дегтяренко патне хӑра-хӑрах пычӗ те ӑна тутӑрпа чӗркенӗ чӑх ашӗ тыттарчӗ; Михайла мучи хӗрарӑмсем ҫине кӑшкӑркаласа, пӗчӗк ачасене хӑваласа машина тавра чупкаларӗ, ҫил ун картузне хывса ывӑтрӗ те пӑр ҫийӗн кустарса кайрӗ, вара вӑл ҫара пуҫӑнах хӑйӗн кукшине йӑлкӑштарса тӑчӗ, унӑн сайра кӑвак ҫӳҫ пайӑркисем ҫилпе хуллен вӗлкӗшрӗҫ.
18 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Дегтяренкӑпа мучи, урисене пӗр харӑс иле-иле пусса, носилкӑна ҫӗклесе пыраҫҫӗ; носилка ҫумӗпе юр ҫийӗн ашса Леночка утать, вӑл е одеял хӗррисене тирпейлесе носилка ҫине хурать е Алексей питне хӑйӗн шарфӗпе витсе ярать.
18 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Хӗмленсе ҫунакан ҫулӑм ҫийӗн тӗттӗм ҫил-тӑман кашлама пуҫларӗ.
6 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Унӑн пӗтӗм трассисем ҫӳлелле вӑраххӑн ҫӗкленекен машина ҫийӗн шуса иртрӗҫ.Его огневые трассы скользнули поверх медленно набиравшей высоту машины.
2 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Вӑраххӑн, кӑчӑртатса путакан хытӑ та типӗ юр ҫийӗн ҫемҫе урисемпе асӑрхануллӑн пусса, тискер кайӑк юр ӑшне тӑрӑннӑ хускалман ҫын кӗлетки патнелле ҫывхарчӗ.
1 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Аслати пек сасӑ, йывӑҫсем ҫийӗн янраса вӗҫсе, мӗнпур вӑйпа чӑтлӑхалла тапса сикнӗ пӑширен те иртсе кайрӗ.Эхо понеслось над деревьями, опережая лося, рванувшегося во весь дух в чащу.
1 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Вӑл страницӑри ӳкерчӗксемпе саспллисем ҫийӗн чалӑш-чӑлӑш, анчах самаях пӗлсе, химически карандашпа ҫӗнӗ кӗпере, каҫма май пур вырӑнсене палӑртнӑ, юханшыв схемине тунӑ.
15 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948