Шырав
Шырав ĕçĕ:
Акӑ эпӗ те тусанлӑ ансӑр ҫул ҫине тухрӑм; сылтӑм енче — ҫӑра кӑвак тинӗс хумханать; ӑна куҫа курӑнман столярсем пиншер савапа саваланӑ пек, хумсем ҫийӗн чӑштӑртатса сава турпасӗ евӗр шап-шурӑ кӑпӑк чупать, сывӑ хӗрарӑм сывлӑшӗ пек нӳрӗ, ӑшӑ та ырӑ ҫил ӑна ҫыраналла хӑвалать.
Этем ҫурални // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 156–165 стр.
Унӑн сарӑ тутӑр ҫыхнӑ пуҫне тӗмсем ҫийӗн куратӑп: вӑл, ҫил ҫинчи хӗвелҫаврӑнӑшӗ евӗр, енчен енне сулланать.Я вижу над кустами ее голову в желтом платке, она качается, точно цветущий подсолнечник под ветром.
Этем ҫурални // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 156–165 стр.
… Манран сулахаялла, йывӑҫ тӗмӗсем ҫийӗн ҫын пуҫӗсем курӑнаҫҫӗ: тинӗс хумӗсен шавӗнче, юханшыв шӑнкӑртатнӑ хушӑра ҫын сассисем кӑшт илтӗнеҫҫӗ — кусем «выҫӑпа аптранисем» Сухумирен Очемчири хулине ӗҫ шырама каяҫҫӗ, — Сухумире вӗсем шоссе тунӑ.
Этем ҫурални // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 156–165 стр.
Ак вӑл — Тӑвӑл хыпарҫийе аҫа-ҫиҫӗм хушшинче урса кайнӑ тинӗс ҫийӗн ярӑнса ҫӳрет хӑюллӑн.Это смелый Буревестник гордо реет между молний над ревущим гневно морем;
Тӑвӑл хыпарҫи ҫинчен хунӑ юрӑ // Стихван Шавли. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 132 стр.
Тӑвӑл, тӑвӑл йыхравҫи ҫеҫ ярӑнса ҫӳрет хӑватлӑн кӑпӑкланнӑ тинӗс ҫийӗн.Только гордый Буревестник реет смело и свободно над седым от пены морем!
Тӑвӑл хыпарҫи ҫинчен хунӑ юрӑ // Стихван Шавли. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 132 стр.
Вӑлта ҫиппине путаркӑчсӑрах шыв ҫийӗн яратӑн-тӑк, партас пулӑ кӗркелет, вӑл та пулин сайра лекет.Пущаем леску без грузила поверх воды на бабочку, идет голавль, да и то редко.
Усал шухӑшлӑ ҫын // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 63–70 стр.
Каҫсенче тинӗс ҫийӗн вӑл ыйхӑллӑн сывлани илтӗнсе тӑрать, ҫак ытама кӗми сасӑ ҫыннӑн чунне канлӗх вӗрсе кӗртет, унӑн усал чунне йӑвашлатса, хӑватлӑ ӗмӗтсем ҫуратать.
II сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.
Пӗрре шыв ҫийӗн сӗртӗнсе иртет, тепре пулӑ чӑмса иртет е ҫӳлтен йывӑҫ вӑрри персе анать.То стрекоза ударит крылом по воде, то проплывет малек, то упадет семечко с дерева.
33-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Улӑх ҫийӗн вӗттӗн-вӗттӗн шурӑ мамӑк вӗҫет.
15-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Хура-хӑмӑр хумсем калчасем ҫийӗн вӗҫӗ-хӗррисӗр чупаҫҫӗ.
15-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Выборг Енче, йывӑҫ тротуарлӑ, чул сарман урамсенче, вӗлтрен хупласа илнӗ канавсенче лӑпкӑ та шӑп; унта хӳме ҫумӗнче пӗр-пӗр качака, вӗренне татса тарнӑскер, тимлесех курӑк ҫиет е сӗнксе тӗлӗрет; кӑнтӑрла ҫитсен писарь капӑр, ҫӳлӗ кӗлеллӗ пушмаксемпе шаклаттарса иртет, ҫӳхе чӳрече карри сирӗлет те, чечек хыҫӗнчен чиновница пӑхса илет е сад хӳми ҫийӗн хӗрлӗ питлӗ хӗр сӑнӗ самантлӑха курӑнать те ҫухалать, ун хыҫҫӑн тата ҫавнашкал тепӗр сӑн курӑнать те ҫавнашкалах ҫухалать, вара каллех пӗр сӑнӗ хыҫҫӑн тепри курӑнать; чуччу ярӑнакан хӗрсем ҫуйӑхни, ахӑлтатса кулни илтӗнсе каять.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ман кравать ҫийӗн Ярмола тӑратчӗ.
XIV сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Тӑвӑл, ҫак шӑрӑх, чӑтмалла мар тӑкӑскӑ кун кунӗпех васкамасӑр пухӑннӑскер, нихӑҫан пулман вӑйпала урса кайрӗ Переброд ҫийӗн.
XIV сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
«Ну, хуть тепӗр виҫ кун пар, эппин, ҫут тӗнчере пурӑнмашкӑн, унтан вара ҫийӗн. Вилмешкӗн ҫӑмӑлтарах пулӗ мана ҫапах та», — тет кун хыҫҫӑн мулкач.
XIII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Сасартӑк йӑваш кулӑ чупса иртрӗ унӑн тутисем ҫийӗн.
XIII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Ольга та ун ҫийӗн ҫӳлтен вӗҫмест, вӑл унӑн тӗпӗнче… мӗншӗн, мӗншӗн…»И Ольга не летает высоко над ней, она на дне ее… за что, за что…»
XI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Эпӗ вара вӑл пӑчӑ кун пек, юратакансен ҫийӗн ҫакӑнса тӑрать, унӑн тавралӑхӗнче нимӗн те хускалмасть, сывлӑш та вӗрмест, тесе шутларӑм: юратура та канлӗх ҫук, вӑл та таҫта малалла, малалла… шӑвать… «пӗтӗм пурнӑҫ» пек, тет Штольц.
X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑл курӑк ҫийӗн ерипен утать, Обломовпа пӗрле хурӑнлӑх сулхӑнӗнче ҫӳрет, уншӑн юрлать…Она тихо ступает по траве, ходит с ним в тени березняка: она поет ему…
VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫав вӑхӑтра вӑл дачӑна куҫса, яланах пӗччен, тӗмескесем ҫийӗн, шурлӑх урлӑ, вӑрмана ҫӳрерӗ е яла кайса хресченсен хапхисем умӗнче пӗр шухӑшсӑр ларса ирттерчӗ, ача-пӑчасемпе пӑрусем мӗнле чупкаланине, кӑвакалсем пӗвере мӗнле чӑмпӑлтатнине сӑнарӗ.
VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Краҫҫын ҫутрӗҫ, унӑн ҫути вара, уйӑх пек, плющь сӑрнӑ трельяж ҫийӗн шурӗ.Засветили лампу, которая, как луна, сквозила в трельяже с плющом.
V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956