Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫав хушӑрах вӑл хӑй ҫӑткӑнччӗ, усалччӗ, яланах суятчӗ, ҫынсене кивҫен парса ҫаратса пурӑнатчӗ, хӑравҫӑ этем хаярлӑхӗпе усалланнӑскер, — кашни, мӗнпур моралистсен чунӗ ҫапла, — пушӑ вӑхӑтра, май килнӗ чух, килтисене мӗн лекнӗ унпа, мӗнле хӗнес тенӗ ҫавӑн пек хӗнетчӗ…
Мораль хуралҫи // А. Петров. Горький М. Америкӑра. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 76 с. — 62–75 с.
Пилӗк таран ҫаратса янӑ хӗрсем ҫуйӑхаҫҫӗ, ятлаҫаҫҫӗ, анчах та ку вӑйӑ вӗсене кӑмӑла каять пулас, вӗсем хӑйсен кӗписене хӑйсем салтма пултарнинчен вӑрахӑнтарах салтаҫҫӗ.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Ҫумӑр тата ҫӑрарах, сивӗрех ҫума пуҫларӗ, ҫил вӑйланчӗ, кипке аркисене пуҫсем ҫинеллех ывӑтса, хырӑмсене ҫаратса, ҫурса пӑрахас пек турткаларӗ.Дождь стал гуще, холоднее, ветер усилился, рвал рубахи, закидывая подолы на головы, обнажая животы.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Ӗне таҫтан аякран, нимӗҫсем ҫаратса тустарнӑ ялтан килнӗ пулмалла.Очевидно, корова пришла откуда-то издалека, из разорённой гитлеровцами деревни.
Иккӗмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Рысс Е. Хӗрача ашшӗне шырать: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 140 с.
Сылтӑмалла та, сулахаялла та, малта та — ӑҫта пӑхсан та шурлӑх тӑрӑх ҫил-тӑвӑл ҫаратса пӗтернӗ чалӑш-чӗлӗш хурӑнсем ҫеҫ сайра-хутра курӑнкалаҫҫӗ.
XXIV сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Вӑл тӗрлӗ шляхтичсене нумай хӗнесе пӗтерчӗ, чи пуян та лайӑх керменсене ҫаратса тухрӗ, козаксем пансен нӳхрепӗсенче сыхланса усранакан пичкесене пуҫласа унти ӗмӗрхи сим пылпа эрехе юхтарса кӑларчӗҫ; кладовойсенчи хаклӑ сукнопа тумтире тата ытти япаласене вакласа пӗтерчӗҫ е ҫунтарса ячӗҫ.
XII // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Вӑл кунта арендатор тата корчма (трактир) тытакан пулса вырӑнаҫма та ӗлкӗрнӗ; ку таврари пансемпе шляхтичсене пӗчӗккӗнех хӑйӗн аллине илнӗ, майӗпен вӗсен укҫисене ҫаратса пӗтерсе вӑйлӑнах пуйса кайнӑ.
X // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Анчах ниҫта та аякра автан авӑтни илтӗнмест: хулара та, унӑн ҫаратса пӗтернӗ таврашӗнче те тахҫанах ӗнтӗ пӗр автан та юлман.
V // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Вӗсем вӑйсӑр тӑшмана ҫаратса пуясси ҫинчен шутламаҫҫӗ, хӑйсене ваттисен умӗнче кӑтартса парассишӗн ҫеҫ, чаплӑ лаша ҫине утланса епанча ҫаннисене ҫилпе вӗҫтерсе пыракан чӑрсӑр та вӗҫкӗн ляхпа пӗчченех ҫапӑҫӑва кӗрессишӗн ҫеҫ ҫунаҫҫӗ.
V // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Ун пек характерлӑ ҫынсем XV-мӗш ӗмӗрти йывӑр вӑхӑтра кӑна, ҫынсем вырӑнтан вырӑна куҫса ҫӳрес йӑлине пӑрахсах ҫитереймен ҫӗрте Европӑн пӗр кӗтессинче ҫеҫ пулма пултарнӑ; ун чухне малтанхи пурӑнӑҫ йӗркисемпе пурӑнакан пӗтӗм кӑнтӑр Российӑран хӑйӗн князӗсем тухса кайнӑ; ӑна вара лӑпланма пӗлмесӗр пыра-пыра тапӑнакан монгол вӑрӑ-хурахӗсем ҫаратса, ҫунтарса пӗтернӗ, ҫурт-йӗрсӗр тӑрса юлнӑ ҫынсем хӑюлланса ҫитнӗ; кӳршӗсем усал пулнӑ пирки тата яланах хӑрушлӑхра сехӗрленсе пурӑннӑ пирки, вӑл, ҫунса тӑракан ҫӗрех пурӑнма вырӑнаҫнӑ та, ҫак хӑрушлӑха тӳрех куҫран пӑхма хӑнӑхса ҫитнӗ, ҫӗр ҫинче шиклӗх пуррипе ҫуккине те манса кайнӑ; ҫавӑн чухне вара авалхи славян ҫыннин чӗри ҫапӑҫу хастарлӑхӗпе тулнӑ, тӗнчере вырӑс ҫутҫанталӑкӗн сарлака та ирӗк вӑйӗ — козачество пуҫланса кайнӑ; мӗнпур юханшыв тӑрӑхӗсене, юханшыв урлӑ каҫмалли вырӑнсене, ҫыран хӗрринчи сӗвек те майлӑ вырӑнсене козаксем йышӑнса тухнӑ, вӗсен шутне никам та пӗлмен; хӑюллӑ козаксем вӗсен шутне пӗлме тӑрӑшакан султана ҫапла ответлеме пултарнӑ: «кам пӗлсе ҫитерет вӗсене! вӗсем пирӗн ҫеҫенхир туллиех ларса тухнӑ; ӑҫта байрак, унта козак» (ӑҫта тӗмеске пур, унта козак та пурах).
I // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
— Вӗсен аллинче карап пур, вӗсем кирек хӑҫан та хӑйсен авалхи ӑсталӑхне — тинӗсре ҫаратса ҫӳреме тытӑнчӗҫ.У них есть корабль, и они всегда могут заняться своим старым ремеслом — морским разбоем.
XIX сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Ҫав вӑхӑтрах унпа юнашар тӑракан курпунлӑ хӑрахкуҫ Павлин Гущин, нумаях пулмасть хӑйӗн ҫурма ӑслӑ тӑванӗн ачисене ҫаратса ыйткалама кӑларса янӑскер, пӗртен-пӗр куҫӗпе салхуллӑ пӗлӗт ҫине пӑха-пӑха, каҫса кайсах кӗлӗ пӑшӑлтатнӑ:
XIII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Эсир халь аскӑнчӑка, циника, паразита… тата хӑйӗн племянникӗсене ҫаратса та нимӗнле ответ тытман ҫынна хӗнерӗр…
VII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Фома хӑй Ананий ҫине кӗвӗҫнӗ пек пулнине туйса кайнӑ, вара вӑл часрах Щуров хӑйне ҫаратса юлма пикенни ҫинчен аса илнӗ.Фоме казалось, что он завидует Ананию, и парень поспешил напомнить себе попытки Щурова обобрать его.
VII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
— Ҫавӑ — ӗмӗр-ӗмӗрех ҫынсене ҫаратса, ӗҫсе, картла выляса пурӑнаканскерне-и?Который будет всю жизнь людей грабить, пить, в карты играть?
IV // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
— Ав пӗр хулана Макҫӑм ятлӑ хурах пынӑ та, пӗр пуян патӗнчен вуникӗ пичӗке укҫа тиенӗ… кӗмӗл те тем чул; чиркӗве те ҫаратса тухнӑ вӑл… унтан вӑл пӗр ҫынна хӗҫпе касса пӑрахнӑ та чиркӳ тӑрринчен ывӑтнӑ… вӑл ҫынни вара чана танлаттарма тытӑннӑ…
II // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
— Хань Лао-лю, эсӗ, Япони влаҫӗнчен тытӑнса, чухӑнсене ҫаратса тата амантса пурӑннӑ.— Хань Лао-лю, ты, держась за японскую власть, обирал и калечил бедняков.
VIII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Вӑл мӗн ӳснине нимӗн хӑварми хырса тасатать, чечекленекен ҫӗре йӑлт ҫаратса хӑварать.Она выживает все, что растет, и опустошает всю цветущую землю.
Саранча // Александр Клементьев. Тихонов Н.С. Пакистан ҫинчен: калавсем; вырӑсларан А. Клементьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 99 с.
Вӗсем, сигнал панӑ пекех, ҫулне улӑштарса пӗр енчен тепӗр енне вӗҫеҫҫӗ, унтан садсем ҫине анса, унта садсем нихҫан та пулман пек, пӗтӗмпе ҫаратса хӑвараҫҫӗ.
Саранча // Александр Клементьев. Тихонов Н.С. Пакистан ҫинчен: калавсем; вырӑсларан А. Клементьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 99 с.
Вӗсем ҫар хатӗрӗсемпе Украинӑра ҫаратса тултарнӑ тӗрле пурлӑхсем турттараҫҫӗ иккен.С военным имуществом и разными ценностями, награбленными немцами на Украине.
Пухӑнмалли пункта // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.