Шырав
Шырав ĕçĕ:
21. Пире тыткӑна илсен пӗтӗм Иудея та пӗтет, пирӗн таса вырӑнсене ҫаратса-ҫӗмӗрсе пӗтерӗҫ, вӗсене ирсӗрлетнӗшӗн Вӑл пирӗнтен шыраса илӗ, 22. пирӗн тӑванӑмӑрсене вӗлернӗшӗн, ҫӗре тыткӑнланӑшӑн, пирӗн еткере ҫаратса тухнӑшӑн Вӑл ытти халӑхсене мар, пире айӑплӗ, ҫак айӑпа пирӗн пуҫ ҫине ӳкерӗ, эпир вара ҫав халӑхсен чурисем пулӑпӑр, хамӑра пӑхӑнтарнӑ халӑхсенчен ултавпа мӑшкӑл тӳсӗпӗр; 23. чуралӑх пирӗншӗн чыс пулмӗ, Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр ӑна чыссӑрлӑх вырӑнне хурӗ.
Иудифь 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Вӗсенӗн пысӑк йышне курсан, Израиль ывӑлӗсем хӑраса ӳкнӗ, кашниех хӑйӗн тӑванне каланӑ: халь ӗнтӗ вӗсем пӗтӗм ҫӗре ҫаратса тухӗҫ, вӗсен вӑйне ҫӳллӗ тусем те, айлӑмсем те, сӑртсем те чараймӗҫ, тенӗ.
Иудифь 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Ку вырӑнтан вӑл хӑйӗн пӗтӗм ҫарӗпе — ҫуран ҫарӗпе, утлӑ ҫарӗпе тата вӑрҫӑ ураписемпе — ту-сӑртлӑ ҫӗршыва ҫул тытнӑ; 23. унта Фуд тата Луд халӑхӗсене ҫапса салатнӑ, Рассис ывӑлӗсене тата Хеллеон ҫӗрӗн кӑнтӑр енче выртакан пушхирте пурӑнакан Исмаил ывӑлӗсене ҫаратса тухнӑ.
Иудифь 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Кай та ман валли вӗсенӗн пӗтӗм ҫӗрне ярса ил: сана хӑй ирӗккӗн парӑннисене ан вӗлер, питлес кун ҫитиччен вӗсене чӗрӗ халлӗн хӑвар; 11. пӑхӑнманнисене вара куҫу хӗрхенсе ан тӑтӑр: вӗсене пӗтӗм ҫӗрӳ талккӑшпе вӗлерсе, ҫаратса тух.
Иудифь 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Вара манӑн пӗтӗм пурлӑха ҫаратса кайрӗҫ, ӗнтӗ Анна арӑмӑмпа Товия ывӑлӑмсӑр пуҫне нимӗн те юлмарӗ.
Тов 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Израиль ывӑлӗсем ӗнтӗ хӑйсен тӑванӗсене, иудейсене, икҫӗр пин ҫынна тыткӑна илнӗ, вӗсем хушшинче хӗрарӑмсемпе ачасем те пулнӑ; тата вӗсем темӗн чухлӗ тупӑш ҫаратса тултарнӑ; тыткӑна илнисене те, тупӑша та Самарие ӑсатнӑ.
2 Ҫулс 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Венадад ӗнтӗ Аса патшана итленӗ, хӑйӗн ҫарпуҫӗсене Израиль хулисене хирӗҫ кӑларса янӑ, лешӗсем вара Ийон, Дан, Авелмаим хулисене тата Неффалим хулисенчи сыхлӑх пурлӑха пӗтӗмпех ҫаратса тухнӑ.
2 Ҫулс 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Эпӗ тӳпене хупӑнтарнӑран ҫумӑр ҫумасӑр тӑрӗ-и е хӗрлӗ шӑрчӑка пӗтӗм ҫӗре ҫаратса хӑварма хушӑп-и, е Хамӑн халӑхӑм ҫине мур чирӗ ярӑп-и, 14. Манӑн ятӑмпа хисепленекен халӑхӑм йӑвашланса кӗлтума тытӑнсассӑн, Мана шыраса тупса хӑйсен усал ҫулӗсенчен пӑрӑнсассӑн, Эпӗ тӳперен вӗсене илтӗп те вӗсен ҫылӑхӗсене каҫарӑп, вӗсен ҫӗрне сиплесе тӳрлетӗп.
2 Ҫулс 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Эй Ҫӳлхуҫамӑр, чӑнах ҫапла — Ассири патшисем мӗнпур ҫӗршыва, вӗсен ҫӗрӗсене ҫаратса тухрӗҫ, 18. вӗсенӗн туррисене вут-ҫулӑма ывӑтрӗҫ; анчах та вӗсем турӑсем мар, этем алли ӑсталанӑ йӗрӗхсем — йывӑҫ та чул; ҫавӑнпа тӗп тунӑ та ӗнтӗ вӗсене.
4 Пат 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Нимӗн те ҫухалман вӗсен, пӗчӗкки те, пысӑкки те, ывӑлӗсенчен те, хӗрӗсенчен те, амаликсем ҫаратса туртса илнинчен нимӗн те ҫухалман; Давид пӗтӗмпех каялла тавӑрнӑ.
1 Пат 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
53. Филистимсене хӑваланӑ хыҫҫӑн Израиль ывӑлӗсем каялла таврӑннӑ та вӗсен тапӑрне ҫаратса тухнӑ.53. И возвратились сыны Израилевы из погони за Филистимлянами и разграбили стан их.
1 Пат 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Лешӗсем каланӑ: Филисти ҫӗрне тытса тӑракансем миҫен пулнине кура пилӗк ылтӑн мӑкӑль тата пилӗк ылтӑн шӑши памалла, мӗншӗн тесессӗн эсир те, сире тытса тӑракансем те пӗр асапах тӳснӗ; 5. ҫапла вара хӑвӑра асаплантарнӑ шыҫӑ-мӑкӑльсен тата ҫӗре ҫаратса хӑваракан шӑшисен кӗлеткисене шӑратса кӑларӑр та Израиль Туррине аслӑласа мухтӑр; тен, Вӑл хӑвӑр ҫинче, сирӗн туррӑрсем ҫинче тата сирӗн ҫӗрӗр ҫинче тытса тӑракан аллине ҫӑмӑллатӗ; 6. мӗншӗн-ха сирӗн хӑвӑр чӗрӗре Египет ҫыннисемпе фараон пек хаярлантармалла? ав ун чухне Ҫӳлхуҫа вӗсене Хӑйӗн вӑйне кӑтартрӗ те, вӗсем Израиль ҫыннисене кӑларса ячӗҫ, лешӗсем кайрӗҫ; 7. эсир тытӑр та пӗр ҫӗнӗ ҫар урапи тӑвӑр, пуҫласа пӑруланӑ икӗ ӗне суйласа илӗр, халиччен вӗсене хӑмӑт тивмен пултӑр, ҫав ӗнесене ҫар урапи кӳлӗр, пӑрушӗсене, вӗсенчен уйӑрса, килӗрте хӑварӑр; 8. унтан Ҫӳлхуҫа арчине илӗр те ӑна ҫар урапи ҫине лартӑр, Ӑна ӳкӗнӗҫ парни кӳме хатӗрленӗ ылтӑн япаласене ун айккине пӗр ещӗкпе лартса хурӑр; кӑларса ярӑр ӑна, кайтӑрах; 9. пӑхсах тӑрӑр, эхер те вӑл хӑйӗн ҫӗрӗ енне, Вефсамис енне, каять пулсассӑн, ҫак шутсӑр усал ӗҫе пире хирӗҫ вӑл тунӑ; эхер те унталла каймасть пулсассӑн, эпир пӗлсе тӑрӑпӑр, пире асаплантараканни унӑн алли пулман, ку асап пире ӑнсӑртран ҫитнӗ, тенӗ.
1 Пат 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Ҫиччӗмӗш кунӗнче вӗсем Самсон арӑмне каланӑ: упӑшкуна ӳкӗте кӳрт-ха, унран юмах тупсӑмне ыйтса пӗл; унсӑрӑн хӑвна та, аҫун килне те вутпа ҫунтарса яратпӑр; ара, эсир пире ҫаратса юлма чӗннӗ-им?
Тӳре 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Вӗсен вак выльӑхне, шултӑра выльӑхне, ашакӗсене, хулара мӗн пуррине, хирте мӗн пуррине пӗтӗмпех, 29. вӗсен мӗнпур пуянлӑхне илсе кайнӑ; мӗнпур ачине, арӑмне тыткӑна илсе кайнӑ, [хулара] мӗн пуррине, кил-ҫуртра [мӗн пуррине йӑлтах] ҫаратса тухнӑ.
Пулт 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Иаков ывӑлӗсем ӗнтӗ вӗлернӗ ҫынсем патне пынӑ та хӑйсен йӑмӑкне [Динӑна] мӑшкӑл кӑтартнӑшӑн хулине ҫаратса тухнӑ.27. Сыновья Иакова пришли к убитым и разграбили город за то, что обесчестили [Дину] сестру их.
Пулт 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.