Шырав
Шырав ĕçĕ:
5. Ҫӳлхуҫа тӑшман пек пулчӗ те Израиле пӗтерсе тӑкрӗ, унӑн пӗтӗм керменне ҫаратса тухрӗ, унӑн тӗреклетнӗ ҫурчӗсене аркатрӗ, Иуда хӗрӗн куҫҫулӗпе асапӗ талккӑшӗпех сарӑлчӗ.
Хӳх 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
35. Халдейсем ҫине хӗҫ ӳктӗр, тет Ҫӳлхуҫа, Вавилон ҫыннисем ҫине те, унӑн пуҫлӑхӗсемпе ӑсчахӗсем ҫине те ӳктӗр; 36. хӗҫ унӑн юмӑҫӗсем ҫине ӳктӗр, вара вӗсем ухмаха тухӗҫ; хӗҫ унӑн ҫар ҫыннийӗсем ҫине ӳктӗр, вӗсем сехӗрленсе ӳкчӗр; 37. хӗҫ унӑн учӗсем ҫине, ҫар ураписем ҫине, ун хушшинчи хутӑш халӑх ҫине ӳктӗр, вӗсем хӗрарӑмсем пек пулса тӑччӑр; хӗҫ унӑн мулӗ-пурлӑхӗ ҫине ӳктӗр, вӗсене ҫаратса тухчӑр; 38. вӗсен шывӗсем ҫине шӑрӑх антӑр — вӗсем типсе ларччӑр; мӗншӗн тесессӗн ку ҫӗр — кӗлеткесен ҫӗрӗ, вӗсем хӑрушӑ йӗрӗхӗсемшӗн ухмаха тухрӗҫ.
Иер 50 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: тӑрӑр та Кидара хирӗҫ тухӑр, тухӑҫ ывӑлӗсене ҫаратса хӑварӑр!так говорит Господь: вставайте, выступайте против Кидара, и опустошайте сыновей востока!
Иер 49 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Эпӗ вара Ҫӳлхуҫа аллинчи куркана илтӗм те Ҫӳлхуҫа хушнипе халӑхсем патне ҫитсе вӗсене пурне те ҫав куркаран ӗҫтерсе тухрӑм: 18. Иерусалима, Иудея хулисене, унӑн патшисемпе улпучӗсене ӗҫтертӗм — ӗнтӗ вӗсене ҫаратса тухчӑр, вӗсем сехре хӑппи, тӗнче кулли, ылханлӑ вырӑн пулса тӑччӑр, халӗ ҫапла пулчӗ те; 19. фараона, Египет патшине, тата унӑн тарҫисене, улпучӗсене, унӑн пӗтӗм халӑхне, 20. вӗсен хушшинчи ют халӑх ҫыннисене ӗҫтертӗм; Уц ҫӗрӗн мӗнпур патшине, Филисти ҫӗрӗн мӗнпур патшине, Аскалона, Газӑна, Екрона, Азот йӑлкӑмне, 21. Эдома, Моава, Аммон ывӑлӗсене, 22. Тирӑн мӗнпур патшине, Сидонӑн мӗнпур патшине, тинӗс леш енчи утравсен патшисене, 23. Дедана, Фемана, Буза, тӑнлавӗ ҫинчи ҫӳҫне кастаракан ҫынсене пурне те, 24. Арави ҫӗрӗн мӗнпур патшине, пушхирте пурӑнакан тӗрлӗ халӑхсен патшисене, 25. Зимврийӗн мӗнпур патшине, Еламӑн мӗнпур патшине, Миди ҫӗрӗн мӗнпур патшине, 26. ҫурҫӗрти мӗнпур патшана, — ҫывӑхрисене те, аякрисене те, пӗрин хыҫҫӑн теприне, — ҫӗр ҫинчи мӗнпур патшалӑха ӗҫтертӗм.
Иер 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Хӑвӑн йӗрӗхӳсемшӗн, пӗтӗм ҫӗрӳ ҫинче тунӑ ҫылӑхусемшӗн Эпӗ пурлӑхна, пӗтӗм мулна ҫаратса пӗтерме парӑп.
Иер 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Вӗсене ним юлмиччен ҫаратса хӑварӑп, тет Ҫӳлхуҫа, иҫӗм пултранки ҫинче пӗр ҫырла та, смоква йывӑҫӗ ҫинче пӗр смоква та юлмӗ, ҫулҫисем шанса кайӗҫ, Эпӗ мӗн панине пурне те туртса илӗҫ.
Иер 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Инкек ҫине синкек: пӗтӗм ҫӗршыва ҫаратса тухрӗҫ, манӑн ӳплесем сасартӑк, манӑн чатӑрсем пӗр самантрах пӗтсе ларчӗҫ.20. Беда за бедою: вся земля опустошается, внезапно разорены шатры мои, мгновенно - палатки мои.
Иер 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Эй Ҫӳлхуҫамӑр, чӑнах ҫапла — Ассири патшисем ҫӗршывсене, вӗсен ҫӗрӗсене ҫаратса тухрӗҫ, 19. вӗсен туррисене вут-ҫулӑма ывӑтрӗҫ; анчах та вӗсем турӑсем мар, этем алли ӑсталанӑ йӗрӗхсем — йывӑҫ та чул, ҫавӑнпа тӗп тунӑ та ӗнтӗ вӗсене.
Ис 37 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Санӑн хӑрушӑ сассуна илтсе халӑхсем тарма пуҫлӗҫ; Эсӗ ҫӗкленсессӗн ӑрусем сапаланӗҫ, 4. лӗпӗш хурчӗ епле ҫаратса хӑварать, сирӗн тупӑшӑра ҫапла ҫаратӗҫ, ӑна хӗрлӗ шӑрчӑк тапӑннӑ пек тапӑнӗҫ.
Ис 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Хӑв тустарса пӗтерсессӗн хӑвна та тустарӗҫ; хӑв ҫаратса пӗтерсессӗн хӑвна та ҫаратӗҫ.Когда кончишь опустошение, будешь опустошен и ты; когда прекратишь грабительства, разграбят и тебя.
Ис 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Ҫавӑнпа калатӑп ӗнтӗ: пӑрахса хӑварӑр мана, эпӗ вӗри куҫҫульпех макӑрӑп; халӑхӑмӑн хӗрне ҫаратса хӑварнӑ чухне йӑпатма ан тӑрӑшӑр мана: 5. Турӑ кӑтартни курӑннӑ айлӑма ҫитнӗ сехӗрленӳ кунӗ, мӑшкӑлпа шуйхану кунӗ — Ҫӳлхуҫаран, Саваоф Турӑран, вӑл.
Ис 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Вара анӑҫ енне филистимсен хулпуҫҫийӗ ҫине вӗҫсе анӗҫ, тухӑҫ ачисене пурне те ҫаратса тухӗҫ; Эдом ҫине, Моав ҫине алӑ хурӗҫ, Аммон ачисем вӗсене пӑхӑнса тӑракан пулӗҫ.
Ис 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Ҫӳлхуҫа Хӑй халӑхӗн пуҫлӑхӗсемпе, ҫулпуҫӗсемпе сутлашать: эсир иҫӗм пахчине пушатса хӑвартӑр; сирӗн килӗрсенче — чухӑна ҫаратса пухнӑ тупра; 15. Манӑн халӑхӑма мӗн-ма хӗсӗрлетӗр эсир, чухӑнсене мӗн-ма пусмӑрлатӑр? тет Ҫӳлхуҫа, Саваоф Ҫӳлхуҫа.
Ис 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Сирӗн ҫӗре сӑтӑр-мӑшкӑл кӑтартнӑ; хулӑрсене ҫунтарса янӑ; сирӗн хирсем паракан ҫимӗҫе ютран килнисем хӑвӑр умӑртах ҫисе яраҫҫӗ; ютран килнисем ҫаратса тухнӑ евӗр, пур тӗлте те — пуш-пушӑ.
Ис 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Сӑваплӑ хулана тӗппипе ҫунтарса янӑ, унӑн урамӗсене ҫаратса тухнӑ — йӑлтах Иеремия малтанах каласа хунӑ пек пулса иртнӗ.8. Избранный город святыни сожжен, и улицы его опустошены, как предсказал Иеремия,
Сир 49 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Икӗ-виҫӗ хутчен ҫаратса иличчен вӑл сана сӑйласа, чыс туса вӑтантарса пӗтерет, юлашкинчен санранах тӑраниччен мӑшкӑлласа кулать.
Сир 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Ашшӗпе амӑшне ҫаратса пурӑнакан, «ку вӑл ҫылӑх мар-ха» тесе калакан — вӑрӑ-хурахпа пӗр каварлӑ.24. Кто обкрадывает отца своего и мать свою и говорит: «это не грех», тот - сообщник грабителям.
Ытар 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Кӗллинче пире ӳпкелесессӗн, вӑл кӗлтуни ҫылӑха пултӑр; 8. унӑн кунҫулӗ кӗске пултӑр, унӑн тивӗҫлӗхне тепӗри илтӗр; 9. унӑн ачисем тӑлӑха юлччӑр, унӑн арӑмӗ тӑлӑх пултӑр; 10. унӑн ачисем сӗтӗрӗнсе ҫӳреччӗр, ыйткаласа пурӑнччӑр, кӗллесе ҫӳреччӗр, вӗсене ишӗлнӗ кил-ҫуртӗнчен те хӑваласа кӑларччӑр; 11. кивҫен параканӗ унӑн мӗн пуррине йӑлтах туртса илтӗр, ӗҫленӗ ӗҫне ют ҫынсем ҫаратса кайччӑр; 12. унӑн хутне кӗрекен ан пултӑр, унӑн тӑлӑх ачисене хӗрхенекен ан пултӑр; 13. унӑн ачи-пӑчи пӗтмелле пултӑр, вӗсенӗн ячӗ тепӗр сыпӑкрах ҫухалтӑр; 14. унӑн ашшӗсен йӗркесӗрлӗхне Ҫӳлхуҫа умӗнче асӑнччӑр, амӑшӗн ҫылӑхӗ те ан ҫухалтӑр; 15. Ҫӳлхуҫа вӗсене яланах курса тӑтӑр, вӗсенӗн ятне ҫӗр ҫинчен пӗтертӗр, 16. мӗншӗн тесессӗн вӑл ырӑ тӑвас тесе шухӑшламарӗ, чухӑна, мӗскӗн ҫынна, аптӑраса ӳкнӗ ҫынна хӗсӗрлерӗ, вӗлерттересшӗн пулчӗ; 17. ылханма юрататчӗ, ылханӗ хӑйнех ҫитӗ; пиллӗхе кӑмӑлламарӗ, пиллӗх унран пӑрӑнса кайӗ; 18. ылхана тумтир тӑхӑннӑ пек тӑхӑнтӑр, вӑл ун ӑшне шыв пек кӗрсе кайтӑр, шӑмми-шаккине йывӑҫ ҫӑвӗ пек витертӗр; 19. вӑл уншӑн — тӑхӑнакан тумтирӗ вырӑнне, яланах ҫыхса ҫӳрекен пиҫиххийӗ вырӑнне пултӑр.
Пс 108 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Пусмӑрласа илнине ан шанӑр, ҫаратса тупнипе ан мухтанӑр; мул пухӑнса пынине чӗре патне ан илӗр.
Пс 61 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Ҫӳлхуҫа сасси айпӑлансене пӑру пӑрахтарать, вӑрмансене ҫаратса хӑварать; Унӑн Керменӗнче кирек мӗн те Унӑн мухтавлӑхне пӗлтерсе тӑрать.
Пс 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.