Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Ис 33

Пай: Библи –> Исаия пророк кӗнеки

Автор: Библи

Ҫӑлкуҫ: Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Хушнӑ: 2016.04.17 10:32

Пуплевӗш: 22; Сӑмах: 411

Текст тӗсӗ: Тӗн

Вырӑсла Тема: Тӗн

1. Эй тустаракан, сана тустарманччӗ-ха, эй ҫаратакан, сана ҫаратманччӗ-ха, акӑ сана хуйхӑ ҫитӗ! Хӑв тустарса пӗтерсессӗн хӑвна та тустарӗҫ; хӑв ҫаратса пӗтерсессӗн хӑвна та ҫаратӗҫ. 2. Эй Ҫӳлхуҫамӑр! каҫар пире; эпир Сана шанса тӑратпӑр; мӗн иртенпех пирӗн вӑй-халӑмӑр, йывӑр вӑхӑтра пирӗн ҫӑлӑнӑҫӑмӑр пулсамччӗ. 3. Санӑн хӑрушӑ сассуна илтсе халӑхсем тарма пуҫлӗҫ; Эсӗ ҫӗкленсессӗн ӑрусем сапаланӗҫ, 4. лӗпӗш хурчӗ епле ҫаратса хӑварать, сирӗн тупӑшӑра ҫапла ҫаратӗҫ, ӑна хӗрлӗ шӑрчӑк тапӑннӑ пек тапӑнӗҫ. 5. Тӳпере пурӑнакан Ҫӳлхуҫамӑр аслӑ; Сионра Вӑл тӳрӗ сутпа чӑнлӑха ҫирӗплетрӗ. 6. Саншӑн лӑпкӑ самана ҫитӗ, ҫӑлӑнӑҫ та, ӑслӑлӑх та, Турра пӗлни те туп-тулли пулӗ, Ҫӳлхуҫаран хӑрани санӑн иксӗлми мулу пулӗ.

7. Акӑ вӗсен паттӑрӗсем урамра кӑшкӑраҫҫӗ; килӗшӳ ыйтма янӑ элчӗсем татӑлсах йӗреҫҫӗ. 8. Ҫулсем пушаннӑ; ҫӳревҫӗсем ҫук; вӑл килӗшӗве татнӑ, хуласене аркатнӑ — ҫынсене нимӗн вырӑнне те хумасть. 9. Ҫӗр пӑшӑрханать, типет; Ливан намӑса юлчӗ, шанса кайрӗ; Сарон пушхир евӗрлӗ пулчӗ, Васан та, Кармил та — ҫулҫӑсӑр, ҫаралса юлчӗҫ. 10. Паян Эпӗ ҫӗкленӗп, тет Ҫӳлхуҫа, паян аслӑлӑхӑма кӑтартӑп, паян ҫӗкленӗп. 11. Эсир утӑпа пӗтӗленнӗ, ҫуратма вара улӑм ҫуратса паратӑр; Манӑн сывлӑшӑм — вут-ҫулӑм, вӑл сире ҫунтарса ярӗ. 12. Халӑхсем ӗнтӗ ҫунакан акшар пек пулӗҫ, касса тӑкнӑ йӗплӗ тӗм пек, вут-ҫулӑмпа ҫунса кайӗҫ. 13. Эй аякрисем, Эпӗ мӗн тӑвассине итлӗр-ха; ҫывӑхрисем, эсир те Манӑн хӑватӑма курӑр. 14. Сион ҫинче ҫылӑхлисем сехӗрленсе ӳкрӗҫ; йӗркесӗр ҫынсем чӗтреве ерчӗҫ: «пӗтӗмпех тӗп тӑвакан вут-кӑвар вӑхӑтӗнче пирӗнтен хӑшӗ пурӑнма пултарӗ? ӗмӗр сӳнми ҫулӑм вӑхӑтӗнче пирӗнтен хӑшӗ пурӑнма пултарӗ?» 15. Кам айӑпсӑр ҫӳрет, тӳррине калать, кам ыттисене хӗссе мул пухасран йӗрӗнет, аллине сӗрев илессинчен тытса чарать, юн юхтарасси ҫинчен илтес марччӗ тесе хӑлхине хуплать, усал ӗҫе курас марччӗ тесе куҫне хуплать — 16. ҫавӑ ҫӳлте пурӑнӗ; ҫӗнтерейми чул ту унӑн хӳтлӗхӗ пулӗ; ӑна ҫӑкӑр парӗҫ; шывӗ те иксӗлмӗ унӑн.

17. Санӑн куҫу Патшана илемлӗн те чаплӑн курӗ, Эсӗ аякри ҫӗре те курӑн. 18. Унчченхи тискерлӗхсене аса илӗн те: «хырҫӑ тӳлемеллине ҫырса ҫӳрекенӗ ӑҫта-ши? куланая виҫекенӗ ӑҫта-ши? пашнесене тӗрӗслесе ҫӳрекенӗ ӑҫта-ши?» тейӗн. 19. Хаяр халӑха, тӗлсӗр-йӗрсӗр, уҫӑмсӑр калаҫакан халӑха, ӑнланмалла мар чӗлхепе пуплекен халӑха текех курмӑн та эсӗ. 20. Сион ҫине, хамӑр уявсенче халӑх пухӑнакан хула ҫине, пӑхса ил-ха; санӑн куҫусем Иерусалима, канӑҫлӑх вырӑнне, пӗр хускалмасӑр ларакан кӗлӗ чатӑрне курӗҫ; унӑн юписене нихӑҫан та кӑлармӗҫ, ӗнтӗ унӑн пӗр вӗренӗ те татӑлас ҫук. 21. Пирӗн унта юханшывсем вырӑнне, алтса тунӑ шыв ҫулӗсем вырӑнне аслӑ Ҫӳлхуҫамӑр пулӗ; унта кӗсменлӗ пӗр кимӗ те кӗреймӗ, пысӑк карап та иртеймӗ: 22. Ҫӳлхуҫа — пирӗн тӳре, Ҫӳлхуҫа — пирӗн саккунҫӑ, Ҫӳлхуҫа — пирӗн патша; Вӑл пире ҫӑлӗ.

23. Санӑн вӗренӳсем пушаннӑ, карап юпине тытса тӑраймаҫҫӗ, парӑса карӑнтарма пултараймаҫҫӗ. Ун чухне суккӑррисем те пысӑк тупӑш пайлӗҫ, ӗнтӗ уксаххисем те ҫаратма тухса чупӗҫ. 24. Ҫавӑнта пурӑнакан халӑхӑн ҫылӑхӗсем каҫарӑнӗҫ, ҫавӑнпа пӗри те: «эпӗ чирлӗ» тесе каламӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех