Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫапрӗ (тĕпĕ: ҫап) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Питӗ сивӗ сывлӑш юхӑмӗ килсе ҫапрӗ те иртсе кайрӗ, вӑл пӗтӗм йывӑҫ ҫулҫисене хускатса хӑварчӗ, кӑвайт ҫинчи кӗле ҫӗклентерсе, ӑна тӑман вӗҫтернӗ пек вӗҫтерсе салатса ячӗ.

Струя холодного воздуха обдала мальчиков, зашелестела листвой и засыпала хлопьями золы землю вокруг костра.

16-мӗш сыпӑк. Малтанхи чӗлӗмсем. — «Эпӗ ҫӗҫӗ ҫухатрӑм» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Сехет вунпӗр ҫапрӗ, вӑл ӑна илтмерӗ.

часы пробили одиннадцать, но он этого не слыхал.

9-мӗш сыпӑк. Масар ҫинче пулнӑ трагеди // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Сасартӑк ун пуҫне ҫакӑн пек шухӑш пырса ҫапрӗ: чирлесе ӳксен, пит авам пулӗччӗ, вара вӑл шкула та каймӗ, килӗнче ларӗ.

И вдруг ему пришло в голову, что недурно — было бы заболеть: тогда можно и не ходить в школу.

6-мӗш сыпӑк. Том Беккипе паллашать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Пӗтӗм чиркӗве халӑх тулса ҫитсен, кая юлнисене систермешкӗн татах тепӗр хут чан ҫапрӗ, унтан вара чиркӳре питӗ шӑп пулса тӑчӗ, юрламалли вырӑнта тӑракан юрлакансем хи-хи тесе кулкаланипе пӑшӑлтатни ҫеҫ ҫав шӑплӑха пӑсрӗ.

После того как собралась вся паства, колокол прозвонил еще один раз, подгоняя лентяев и зевак, и в церкви водворилось торжественное молчание, нарушаемое только хихиканьем и перешептыванием певчих на хорах.

5-мӗш сыпӑк. Ҫыртакан нӑрӑпа йытӑ ҫури // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Том ӑна алӑран ҫапрӗ те, укҫи ҫӗре ӳкрӗ.

Том ударил его по руке, и медяки полетели на землю.

1-мӗш сыпӑк. Том вылять, ҫапӑҫать, тарать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Хайхи Радиф Рифкатович словаре курчӗ те икӗ пӗҫҫине шарт ҫапрӗ.

Куҫарса пулӑш

Словаре те кӑсӑклӑ роман пекех вулама пулать // Роза Власова. «Хыпар», 2017.04.26, 60№

«Манӑн упана ҫавӑрса ҫапмалӑх та вӑй пур-ха», — тесе шӳтлетчӗ те — чирӗ хӑйне пӗр наччасра ҫавӑрса ҫапрӗ, — юратнӑ ҫынни тӗлӗшпе хурланӑвне нимӗнле путараймасть ҫулланнӑ хӗрарӑм.

Куҫарса пулӑш

«Пирӗнтен пуян ҫын ҫук» // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№

Ыттине эпир санпа веҫех калаҫса татӑлнӑ, — шаплаттарса ҫапрӗ вӑл Кришана хул пуҫҫийӗнчен.

Про остальное мы с тобой обо всем договорились, - хлопнул по плечу он Грише.

Ахӑрсамана // Валентина Тарават. http://chuvash.org/lib/haylav/3970.html

Кӑштах пӗшкӗнсе виҫӗ пӳ-рнеллӗ аллипе ӗнсинчен ҫапрӗ те — минтер ҫине куҫӗ тухса ӳкрӗ.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

63. Иисуса сыхласа тӑракансем Ӑна мӑшкӑлланӑ, хӗненӗ; 64. Унӑн куҫне хупласа, Ӑна питӗнчен ҫупа-ҫупа ярса: Эсӗ пророк пулсан, кала-ха — Сана кам ҫапрӗ? тенӗ.

63. Люди, державшие Иисуса, ругались над Ним и били Его; 64. и, закрыв Его, ударяли Его по лицу и спрашивали Его: прореки, кто ударил Тебя?

Лк 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

65. Хӑшӗ-пӗрисем ӗнтӗ Ун ҫине сура пуҫланӑ, Унӑн питне хупласа, Ӑна ҫупа-ҫупа ярса: кала-ха — кам ҫапрӗ? тенӗ.

65. И некоторые начали плевать на Него и, закрывая Ему лице, ударять Его и говорить Ему: прореки.

Мк 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

67. Ӑна ӗнтӗ питӗнчен сурнӑ, ҫупа-ҫупа янӑ; тепӗрисем пуҫӗнчен ҫапса: 68. эй Христос, кала-ха пире, Сана кам ҫапрӗ? тенӗ.

67. Тогда плевали Ему в лице и заушали Его; другие же ударяли Его по ланитам 68. и говорили: прореки нам, Христос, кто ударил Тебя?

Мф 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

5. Халӗ вара хӑвна килсе ҫапрӗ те — эсӗ тӳсеймерӗн; хӑвна пырса тиврӗ те — халран ӳкрӗн.

5. А теперь дошло до тебя, и ты изнемог; коснулось тебя, и ты упал духом.

Иов 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

26. Маншӑн тӑнӑҫлӑх, канлӗх ҫук, савӑнӑҫ та ҫук: инкек килсе ҫапрӗ.

26. Нет мне мира, нет покоя, нет отрады: постигло несчастье.

Иов 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

24. Ҫиес ҫӑкӑрӑма ассӑн сывламасӑр ҫӑтаймастӑп, чарӑнмасӑр юхакан шыв пек, вӗҫӗмсӗр йынӑшатӑп: 25. мӗнрен сехӗрленеттӗм — ҫавӑ килсе ҫапрӗ те мана; мӗнрен шикленеттӗм — ҫавӑ килсе тиврӗ те мана.

24. Вздохи мои предупреждают хлеб мой, и стоны мои льются, как вода, 25. ибо ужасное, чего я ужасался, то и постигло меня; и чего я боялся, то и пришло ко мне.

Иов 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Коллективлӑ хуҫалӑхсем йӗркеленӗ тапхӑрти терт-нуша, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ҫулӗсенче чӑтса ирттернӗ йывӑрлӑх, каярахри лӑпкӑ мар пурнӑҫ аннесен тӑнлавӗсене самаях кӑвакартрӗ пулин те, пурнӑҫ илемлӗхне-техӗмне ҫухатмарӗ чӑваш хӗрарӑмӗ: ӗне-вӑкӑр кӑкарса суха турӗ, тырӑ вырчӗ, авӑн ҫапрӗ, вӑрман касса турттарчӗ, юн ӗҫен Гитлер ҫарӗ Атӑл ҫине тухма тапаланнӑ вӑхӑтра Сӑр тӑрӑхӗпе окоп-траншея чаврӗ, блиндаж-дзот турӗ, ҫӗрлесерен фронтри мӑшӑрӗ-ывӑлӗ валли чӑлха-нуски ҫыхрӗ, хӑй выҫӑ ларсан та мӗн пур апат-ҫимӗҫе фронта ӑсатрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хĕрарăм – пурнăç, чĕрĕлĕх Турри // ЮРИЙ ЛИСТОПАД. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех