Шырав
Шырав ĕçĕ:
Марья Алексевна шутланӑ тӑрӑх, ун йышши ҫынсем ҫеҫ хӑйсене Лопухов пек тыткалама пултарнӑ; Лопухов ҫамрӑк та ҫивӗч ҫын, питӗ кӑмӑллӑ, хӗр корсечӗн ӑшнелле шӑтарас пек пӑха-пӑха илмен, ун хыҫҫӑн сӗтӗрӗнсе ҫӳремен, ним турткаланса тӑмасӑрах Марья Алексевнӑпа картла вылянӑ, «луччӑ эпӗ Вера Павловнӑпа ларатӑп» тесе каламан, япаласем ҫинчен калаҫас пулсан, вӑл Марья Алексевнӑпа хӑй калаҫнӑ пекех калаҫнӑн туйӑннӑ; Марья Алексевна пекех, Лопухов та тӗнчере пур ӗҫе те тупӑш илесшӗн тӑваҫҫӗ, тенӗ, ултавҫӑ улталать пулсассӑн, кунта нимӗн хӗрсе кайма та, ҫав ултавҫа пӑхӑнса тӑмалли чыс принципӗсем ҫинчен кӑшкӑрма та кирлӗ мар, ултавҫӑ хӑй вӑл пӗртте ахалех ултавҫӑ мар, унӑн хӑйӗн условийӗсене кура ҫаван пек пулмалла, вӑл ултавҫӑ пулман пулсассӑн, ҫавна тума май ҫукки ҫинчен каламасӑрах паллӑ ӗнтӗ — ку вӑл, уншӑн пулсассӑн, ҫав тери ухмах та айван ӗҫ пулнӑ пулӗччӗ.
IX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Епле ӑслӑ, ӗҫе тӗплӗ тӑвакан ҫын, ҫав тери ырӑ кӑмӑллӑ ҫамрӑк ҫын теме пулать!Какой умный, основательный, можно сказать благородный, молодой человек!
VIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Мӑйӑхлине (Сталина) Гитлерпа тан шутлани те, «Ҫамрӑк гвардири» пек листовкӑсем ҫыпӑҫтарни те пулнӑ пулӗ, ҫавна Тӑван ҫӗршыва, Хӗрлӗ Ҫара хирӗҫ тӑнӑ пек кӑтартни чӑваш ялне тивӗҫлӗ мар тетӗп.
«Тӑлӑх арӑм минтерӗ» роман тавра // Виталий Станьял. https://chuvash.org/blogs/comments/4943.html
— Ку аван, Михаил Иваныч: пӗлетӗп, Дмитрий Сергеич йӗркеллӗ ҫамрӑк ҫын, ҫапах кирек мӗнле ҫынна та асӑрхасах тӑрас пулать!
VII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Паллах, пӗччен хӑвармасть ӗнтӗ, мӗншӗн тесен, Дмитрий Сергеич лайӑх ҫамрӑк ҫын пулсан та, пословицӑра: япалана начар хурса, вӑрра ҫылӑха ан кӗрт, тесе ахалех каламан ӗнтӗ.
VII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Чей ӗҫменнипе учитель Марья Алексевнӑна унчченех килӗшнӗччӗ; вӑл йӗркеллӗ, ӗҫе тӗплӗн тӑвакан ҫын пулни пур енчен те курӑнать; калаҫасса вӑл сахал калаҫать, ҫӑмӑлттай мар, — ҫакӑ лайӑх та ӗнтӗ; анчах калать пулсан, лайӑх калать вара, уйрӑмах укҫа-тенкӗ ҫинчен лайӑх калать; анчах виҫӗмкунхи каҫранпа вара Марья Алексевна учителе пушшех хаклама пуҫларӗ: учителӗн хӑй урок ирттерекен ҫемьесенчи хӗрсем хыҫҫӑн сӗтӗрӗнме юрамасть, питӗ пысӑк чӑрмав пур: ун пек ҫамрӑк ҫынсен ҫавнашкал пысӑк чӑрмав сайра хутра кӑна пулать вӗт.
VI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Лопухов, Верочкӑна сӑнаса пӑхса, хӑй ку таранччен ун ҫинчен тӗрӗс мар шухӑшланине ӑнланса илчӗ; вӑл ӑна чунсӑр хӗр, хӑй курайман ҫынна укҫашӑн качча тухать тесе шухӑшланӑччӗ; халӗ Лопухов хӑй умӗнче ыттисем пекех чунтан савӑнса ташлакан, ахӑлтатса кулакан ҫамрӑк хӗре курать; ҫапла, Верочкӑна намӑс пулсан та, каласах пулать ӗнтӗ: вӑл ытти хӗрсем пекех ташлама юратакан хӗр пулнӑ.
IV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Пухӑннӑ хӑнасем ҫине пӑхса илсен, Лопухов кавалерсем ҫителӗклех пулнине курчӗ: кашни хӗр ҫумӗнчех ҫамрӑк ҫын пур — е качча илме шухӑшлаканскер е илес пирки калаҫса татӑлнӑскер.
IV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
— Ҫамрӑк ҫынсем вӗсем пӗр-пӗрин хушшинче темӗн те пӗр калаҫаҫҫӗ; ӑна хускатма кирлӗ мар.— Мало ли что болтают молодые люди между собою; этим нечего заниматься.
IV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ҫав учитель пит капӑр, пит хӳхӗм ҫӳретчӗ — эпӗ тумӗ пирки калатӑп — ҫамрӑк автан пек, тата ҫуран мар, ытларах велосипедпа ҫӳретчӗ.
XXV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Е, тӗслӗхрен, ҫакнашкал ӗҫе илер: ӗлӗкхи вӑхӑтра пирӗн хуторта пӗр ҫамрӑк учитель пурӑнатчӗ.Или, к придмеру, взять такой случай: в старое время жил у нас в хуторе молодой учитель.
XXV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Пирӗн, карчӑкпа иксӗмӗрӗн, ҫамрӑк чухнехи юрату ытла та усал пулнӑ.
XXV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Граждан вӑрҫи ҫулӗсенче ҫамрӑк, ҫирӗм ҫулхи Давыдов матрос пӗррехинче вилес пек ӗҫсе ӳсӗрӗлнӗ.В годы Гражданской войны молодой, двадцатилетний матрос Давыдов однажды смертельно напился.
VII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
— Ман вӑкӑрсем ӗҫе хӑнӑхнӑ, вӑйлӑ, икӗ мӑшӑр ҫамрӑк вӑкӑр пирӗн халӗ курортра.— Мои быки втянутые в работу и собою справные, а две пары молодых бычат у нас сейчас на курорте.
VI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Учетчика чӗнтӗмӗр — вӑл ачи ҫамрӑк та хӑравҫӑскер, Дашкӑ патне ҫывӑха пыма шикленчӗ.Кликнули учетчика — он парень молодой и к тому же трусоватый, побоялся близко подступить к Дашке.
VI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Дубцов сак урлӑ ҫамрӑк ҫын пек сиксе каҫрӗ.
VI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
— Таганрогри металлурги заводӗнче уйрӑм заказпа туса пачӗҫ, — ответлерӗ учетчик, ҫамрӑк та чараксӑр йӗкӗт.
VI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Ҫук, Давыдовӑн арҫын кӑмӑлне илӗртмен ҫак ҫамрӑк хӗр юратӑвӗ, ун ҫинчен тахҫанах пӗтӗм бригада пӗлнӗ ӗнтӗ, анчах вӑл халӗ кӑна малтанхи хут илтсе пӗлчӗ.
VI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Мӗн чухлӗ ҫамрӑк каччӑ явӑнать сан тавра, эсӗ ак ман ҫине пӑхатӑн, эсӗ те ҫав, сӗмекке!Сколько молодых парней всегда возле тебя вертится, а ты на меня смотришь, эх ты, слепушка!
VI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Ытти укҫине вӑл, ахӑртнех, ҫамрӑк арӑмӗ валли кучченеҫ илме салатнӑ пулас…А остальные, какие у него были, он, видно, потратил на гостинцы своей молодой жене…
V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.