Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫамрӑк сăмах пирĕн базăра пур.
ҫамрӑк (тĕпĕ: ҫамрӑк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Акӑ Ҫӑварни мастерскойӗ ҫамрӑк ӑстасене хапӑл тӑвать.

Куҫарса пулӑш

Эй, Çăварни, Çăварни, килсе çитрĕ уяв эрни! // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№

Михаил Игнатьев палӑртнӑ тӑрӑх - юлашки ҫулсенче республикӑра ҫамрӑк ӑрӑва тӗрекленсе вӑй илтермешкӗн инвестици хывассине тивӗҫлипе хаклама тытӑнни харама кайман.

Куҫарса пулӑш

Уяв парни - патшалăх награди // Валентина ИЛЬИНА. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Арбенин сӑнарӗнче актер обществӑпа тата хӑйӗнпе хирӗҫӗве кӗнӗ ҫамрӑк ҫын инкекне питӗ ӑста кӑтартса панӑ.

Куҫарса пулӑш

Кашни сăнара чун витĕр шăратса кăларнă // Интернетри форумран. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Лермонтов геройӗ те, унӑн шухӑшӗпе, ҫамрӑк ҫын пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Кашни сăнара чун витĕр шăратса кăларнă // Интернетри форумран. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Ҫав ҫулсенче режиссер ҫамрӑк актерсене ытларах хисепленӗ.

В те года режиссер молодых актеров уважал больше.

Кашни сăнара чун витĕр шăратса кăларнă // Интернетри форумран. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Ҫамрӑк чухне пӗчӗк пепкесен больницинче ӗҫленӗрен, хӑйсен ачине пӑрахса хӑваракансенчен тӗлӗнеттӗм.

Куҫарса пулӑш

Çемье ăшшин тĕпелĕнче — Узалуковсем // Альбина ЕГОРОВА. «Авангард», 2016, пуш, 4

Тӗлӗнтерет, ҫамрӑк та мар-ҫке, ӑҫта каять, мӗн тӑвать вӗсемпе.

Удивляет, ведь и не молод, куда ему столько, что с ними делать будет.

Тӗнче пӑсӑлчӗ // Ева Лисина. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.05

«Единая Россия» ячӗпе малтанхи суйлава, праймериза, хутшӑнмашкӑн ҫыннӑн 21 ҫултан ҫамрӑк мар, пирӗн парти членӗ, ун майлӑ е партие кӗмен ҫын пулмалла.

Куҫарса пулӑш

Ĕçлекенсене тĕртсе ямаççĕ // ТАТЬЯНА МАЙОРОВА. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

«Анне пӑшӑрханать ҫав маншӑн, тӗрлӗ суран тӑвасран шикленет», – ҫакӑн пек вӑрттӑнлӑхсене те уҫса пачӗ пире ҫамрӑк.

Куҫарса пулӑш

Ирĕклĕ вăхăт мĕнне пĕлмен гимнастка // ЛЮБОВЬ МАН. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

Мӗнле юрӑсене кӑмӑллать-ха ҫамрӑк юрӑҫ?

Какие же песни любит молодой певец?

Ишек тăрăхĕн пĕчĕк «çăлтăрĕ» // ВЕРА ШУМИЛОВА. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

Патшалӑх политикин тӗллевӗсемпе килӗшсе ҫамрӑк ҫемьесене, предпринимательсене, специалистсене, пултаруллӑ хӗрсемпе каччӑсене тӗрлӗ енлӗ пулӑшу парассине тӗпе хурать.

Куҫарса пулӑш

Муркашсем ĕçлеме юратаççĕ // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 4; 29-30№

Муниципалитет тытса пыракан политика - ҫамрӑк ӑрӑва аталантарма, вӗсен вӑй-хӑвачӗпе туллин усӑ курма пулӑшакан ҫул-йӗр.

Куҫарса пулӑш

Муркашсем ĕçлеме юратаççĕ // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 4; 29-30№

Ҫул ҫитмен ҫамрӑк тӗлӗшпе уголовлӑ ӗҫ пуҫарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Автомобиле - пăчкăпа! // Ольга ПАВЛОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 4; 29-30№

Халь паллӑ ӗнтӗ: маларах та машина вӑрланӑшӑн судпа айӑпланма ӗлкӗрнӗ ҫамрӑк ҫын ют пурлӑха «приватизациленӗ».

Куҫарса пулӑш

Автомобиле - пăчкăпа! // Ольга ПАВЛОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 4; 29-30№

Пакунлисем ҫамрӑк механиксемпе ҫывӑхрах паллашас тенӗ.

Куҫарса пулӑш

Автомобиле - пăчкăпа! // Ольга ПАВЛОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 4; 29-30№

Ҫамрӑк тренер кӗске самантрах команда пухнӑ, тренировка ирттерме пуҫланӑ.

Молодой тренер за короткий срок собрал команду, начал проводить тренировки.

«Кăйкăрсем» парăнма хăнăхман // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 1; 27№

Ҫамрӑк чухне электроаппарат завочӗн «Сталь» командин чысне хӳтӗленӗскер кунта та хоккей команди йӗркелеме шут тытнӑ.

Куҫарса пулӑш

«Кăйкăрсем» парăнма хăнăхман // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 1; 27№

«Единая Россия» ячӗпе малтанхи суйлава, праймериза, хутшӑнмашкӑн ҫыннӑн 21 ҫултан ҫамрӑк мар, пирӗн парти членӗ, ун майлӑ е партие кӗмен ҫын пулмалла.

Для участия в предварительных выборах, в праймериз под именем «Единая Россия» кандидат должен был не моложе 21 года, быть членом нашей партии, его сторонником или беспартийным человеком.

«Эсерсем» «ЕдРона» куçаççĕ // Николай Коновалов. «Хыпар», 2016, нарӑс, 26; 26№

2010 ҫултан пуҫласа республика хӑйӗн укҫи-тенки шучӗпе кӑна тӑлӑх ачасен пурӑнмалли ҫурт-йӗр условийӗсене лайӑхлатма каякан тӑкаксем валли укҫа-тенкӗ уйӑрассине 6,3 хут, ҫамрӑк ҫемьесем пурӑнмалли ҫурт-йӗр туянассине субсидилессине - 2 хута яхӑн, нумай ачаллӑ ҫемьесене ҫав тӗллевсемпех паракан укҫа-тенкӗ шутне - 1,4 хут ӳстерчӗ.

С 2010 года только за счет собственных средств республика в 6,3 раза увеличила финансирование расходов на улучшение жилищных условий детей-сирот, почти в 2 раза – на субсидирование приобретения жилья молодыми семьями, в 1,4 раза – многодетными семьями.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

- Эпир ҫамрӑк чухне салтака кайманнисем ялта хисепре марччӗ.

- Когда мы были молодыми, тех, кто в армии не служил, в деревне не уважали.

Хӑрасан та каялла чакман // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016, кӑрлач, 21; 23–24№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех